СПОРТ ШКУЛӖ ПУР, ТРЕНЕРӖ ÇУК
Яллă вырăна ӗçлеме кайччăр тесен тренерсене те пулăшу укçи тӳлемелле
Тутарстанра спорт инфраструктури, çав шутра яллă вырăнсенче те, лайăх аталаннă, хальхи вăхăтра пурӗ 171 спорт шкулӗ пирӗн, вӗсенчен 33-шӗ – Олимп резервӗн. Спорт шкулӗсене 95 пин ача çӳрет. Инфраструктура лайăх аталанни кăна çителӗксӗр, тренерсем кирлӗ.
Яллă вырăнта ӗçлекен спорт тренерӗсемпе наставникӗсене тӗрев парас тӗллевпе Тутарстанра ятарлă программа йышăнасшăн пулнине хыпарлать РФ Патшалăх Думин депутачӗн, Раççей тава тивӗçлӗ тренерӗн Ольга Павлован пресс-служби. Депутат шучӗпе, вăл уйрăм регионта кăна мар, Раççейӗпех пулмалла. Специалистсем яллă вырăнсене ӗçлеме кайччăр тесен, вӗсене илӗртмелле. Урăхла каласан, вӗрентекенсемпе тухтăрсен «Ял вӗрентекенӗ», «Ял тухтăрӗ» пек программа тренерсен те пулмалла.
Пӗтӗм Раççейри халăх фрончӗн тӗп штабӗн тата «Сириус» вӗрентӳ центрӗн ертӳçи Елена Шмелева та акă кадр дефицитне ача-пăча, çамрăксен спортне тата ялти е пӗчӗк хуласенчи спорта тӗрев паракан пӗрлехи программа йышăнса пӗтерме пулнине каланă. Ун сăмахӗпе, асăннă программăна çавăн пекех тренерсем хатӗрлесси, ăсталăхне ӳстересси те кӗмелле.
– Патшалăх ял территорийӗсене аталантарать, тӗрлӗ программа ӗçлет ку енӗпе. Спортпа çыхăнни пурри те савăнтарать. Яллă вырăнсенче спорт объекчӗсем лартса ача-пăча спортне аталантаратпăр. Нумай ачашăн социаллă лифт шутланать вăл. Анчах кадр ыйтăвӗ çавах çивӗч-ха. Паянхи кун яллă вырăнсенче тренерсем çав тери кирлӗ. Çамрăксем яла ӗçлеме кайччăр тесен вара ятарлă программа хатӗрлесе йышăнмаллах. Вăл кашни регионшăн пӗр пек стандартлă пулмалла, – тенӗ Раççейӗн тава тивӗçлӗ тренерӗ Ольга Павлова проблемăн çивӗчлӗхне палăртса.
Сăмах май, кӳршӗллӗ Пушкăртстанра «Ял тренерӗ» программа çулталăк ӗçлет ӗнтӗ. Яллă вырăна ӗçлеме каякан тренерсене кунта 600 пин тенкӗ пулăшу укçи параççӗ. Специалист унпа çурт тума е туянма пултарать. Кун пек программа йышăнсан, тен, пирӗн те кадр проблеми пӗтӗччӗ. Спорт шкулӗ тем пек чаплă пулсан та, специалистсăр вăл пушă, усăсăр.
Хамăр корр.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗнче: «Сувар» кубокӗшӗн иртнӗ
футбол турнирӗн саманчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев