Станислав Толстов: «Юрă-кӗвӗ – манăн пӗтӗм пурнăç»
Чӗмпӗр Енре пурăнакан паллă музыкант, композитор, дирижер, концертмейстер, юрăçă, баянист, купăсçă, педагог Станислав Толстов кăçалхи июлӗн 22-мӗшӗнче 60 çултарчӗ. Чăваш тӗнчинче ăна пӗлмен çын çук. Вăл 200 ытла юрă авторӗ, вӗсене çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче юрлаççӗ, çаплах Чăваш Республикин телевиденийӗпе тата радиовӗпе янăраççӗ.С.П.Толстов – Ульяновск облаçӗн культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, чăваш халăх академикӗ. Эпир Станислав Петровичпа курса калаçрăмăр, унăн çăмăл мар пултарулăх çулне аса илтӗмӗр.
– Станислав Петрович, паян эс музыка Олимпӗ тăрринче. Мӗнрен пуçланчӗ çак çул? Мӗнле çемьерен эс?
– Эп Патăрьел районӗнчи Сăкăт ялӗнче (Чăваш Ен) çуралса ӳснӗ. Çемьере сакăр ачаччӗ – ултă ывăл та икӗ хӗр. Эпӗ улттăмӗш. Пирӗн çемьере музыка пӗлтерӗшӗ пысăк пулнă. Анне, Анастасия Петровна (вăл Шăмăршă районӗнчи Васан ялӗнчен, 1926 çулхи), лайăх юрлатчӗ. Эп унăн нумай юррине пӗлеттӗмччӗ. Аттен те, Петр Николаевичăн (1928 çулхи), музыка туртăмӗ пурччӗ, вăл питлӗхпе, кашăкпа тата килти ытти япаласемпе тӗрлӗ кӗвӗ кăларатчӗ. Васанти куккасем вара питӗ ăста купăсçăсемччӗ, эп вӗсене хунă пулмалла. Пирӗн çемьере икӗ профессионал-музыкант – эпӗ тата Николай. Мана ăнчӗ, Сăкăтра ача-пăча музыка шкулӗ пурччӗ, мана пӗчӗклех аттепе анне çавăнта пачӗç, «Эра» ятлă баян туянчӗç. Тавах вӗсене. Эп музыка шкулӗнче питӗ лайăх преподаватель аллине лекрӗм – Б.К.Прохоров баянист. Вăл маншăн иккӗмӗш атте пекехчӗ, питӗ тăрăшса вӗрентетчӗ. Пурнăçра хăвăра çеç шанăр тетчӗ. Уроксенче канмалла М.Лермонтов сăввисене пăхмасăр вуласа паратчӗ. Эпӗ баян калама пуçласан унăн савăннипе куçӗ шывланатчӗ.
– Музыка шкулӗнче çичӗ çул вӗреннӗ хыççăн Çӗрпӳри культура тата çутӗç училищине кайма шутларăн-и?
– Унта кӗме мана 1981 çулта Борис Константинович преподаватель сӗнчӗ, хăйӗн машини çине лартсах экзамена илсе кайрӗ. Вăл мана профессионал музыкант тума шутланă. Училищӗре пӗтӗм вăхăта музыкăна параттăм. Кун пирки шӳт те тухрӗ: «Толстовăн юлташӗ кам? Баян!». Иккӗмӗш курс хыççăн 1984 çулта салтака илчӗç, Мускав çар округӗн ансамбльне лекрӗм, икӗ çул гарнизон тăрăх концертсемпе çӳрерӗмӗр. Эп сержантчӗ, отделени командирӗччӗ. Çартан таврăнсан вӗренӗве малалла тăсрăм. Çӗрпӳре тăватă çул вӗрентӗм, хор дирижерӗ уйрăмне пӗтертӗм. Çак вăхăтрах хулари пӗр шкулта хор ертсе пыраттăм.
– Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамбльне мӗнле лекрӗн?
– Эпир диплом илнӗ çӗре училищӗне çак ансамблӗн ертӳçи Ю.В.Васильев музыкантсем шырама пычӗ, мана унта илсе кайрӗ. Нумаях та вăхăт иртмерӗ – 1987 çулăн пуçламăшӗнче ансамблӗн Хӗвелтухăçне гастроле тухса кайма тиврӗ. Мана икӗ сехете яхăн пыракан концертăн программине вӗренме 12 кун пачӗç. Путвала анса ларса икӗ эрнене яхăн пӗр чарăнми баян каларăм, программăна пурпӗрех алла илтӗм. Нумай хулара пултăмăр: Хабаровск, Владивосток, Благовещенск, Биробиджан, Магадан, Уссурийск... Унтан Карелие çитсе килтӗмӗр. Çынсем концерт курма чăваш кӗпи тăхăнса пыни тӗлӗнтеретчӗ.
– Станислав Петрович, Хусанти культура тата искусство институтӗнче вӗреннине аса илер-ха.
– Мана унта кайма сӗнекенсем нумайăн пулчӗç, сан вӗренмеллех тесе хистерӗç. Вӗсем хушшинче Виталий Гордеев, Виталий Петров юрăçсем те. Хусанта эпӗ оркестр дирижерӗсен уйрăмӗнче пӗлӳ илтӗм. Манпа пӗрле институтра А.Васильев, М.Федоров юрăçсем вӗренетчӗç. Паллă музыкант тата ăста педагог А.А.Аминев класне лекрӗм эп. Вӗрентме çук, вӗренме кăна пулать тетчӗ вăл пире. Çакăнта эп юрă çырнă чухне халăх кӗввин элеменчӗсене кӗртсе хăвармаллине ăнлантăм. Хусанта эпӗ çаплах «Молодость» ансамбль йӗркелесе ярса ертсе пытăм.
– Çак тапхăрта Файзулла Туишев ячӗллӗ конкурсăн лауреачӗ пулса тăнă вӗт-ха эс.
– Çапла. Конкурса 80 профессионал музыкант хутшăнчӗ. Виçӗ тапхăрпа иртрӗ вăл, юлашкинчен тăххăрăн юлтăмăр. Эп хама çапла каларăм: хытнă çăкăр çиетӗп, анчах ку конкурсра çӗнтеретӗпех! Пӗтӗм вăя ятăм çак ӗç çине. Тăрăшни сая каймарӗ, мана пӗрремӗш преми пачӗç. Паллă музыкант А.Н.Шутиков профессор: «Сана пысăк пуласлăх кӗтет», – тенӗччӗ мана.
– Шăмăршăри ансамбле хăçан ертсе пынă?
– Хусан хыççăн мана район администрацийӗ хăйсем патне ӗçлеме чӗнчӗ. Районти Культура çуртӗнче «Çăлкуç» ансамбле çулталăка яхăн ертсе пытăм. Пысăк мероприятисем йӗркелесе ирттерес йăлана чӗртсе ятăм.
– Чӗмпӗрте хăçан тӗплентӗн?
– 1993 çулта килтӗм, хула çумӗнчи Володарский шкулӗнче музыка преподавателӗнче ӗçлеме пуçларăм. Мана питӗ ăшшăн йышăнчӗç. Пӗр харăс пилӗк ушкăн ертсе пыраттăм: чăваш ансамблӗ, фольклор ушкăнӗ, арçын ачасен хорӗ (унта 40 ачаччӗ), хӗрачасен хорӗ, учительсен хорӗ. Облаçри, районти конкурссенче, фестивальсенче ялан 1-2-мӗш вырăнсем йышăнаттăмăр. Çав вăхăтрах мана «Палнай» ансамбле ертсе пыма сӗнчӗç, унпа эпир халăх ушкăнӗ звани илтӗмӗр. Унта Верония Алексеевна юрлатчӗ. Эпир унпа 1995 çулта пӗрлешсе çемье çавăртăмăр. Шкулта 10 çул вăй хутăм. Пӗр вăхăт «Чӗмпӗр Ен» ятлă ансамбль йӗркелесе ярса ертсе пытăм. Концертпа Шупашкара та кайса килнӗччӗ. Чăваш артисчӗсемпе пӗрле концертсем лартса çӳренӗ тапхăр та пулнă пирӗн пурнăçра. Хамăр та Чӗмпӗре Шупашкар юрăçисене йыхăрса нумай концерт ирттеретпӗр.
– Чӗмпӗр хулинчи «Руслан» Культура керменӗнче «Эревет» ятлă халăх ансамбльне 13 çул ертсе пыратăн ӗнтӗ. Ун çинчен мӗн калама пулать?
– Çапла, эп унта 2012 çулхи февральте килтӗм. Унтанпа артистсен йышӗ пӗтӗмпех улшăнчӗ ӗнтӗ, вӗсене йăлтах хам суйласа илтӗм. Хамăр укçапа пиртен вӗсем валли çӗнӗ тум çӗлеттертӗмӗр. Пире хулари, облаçри чи пысăк мероприятисене йыхăраççӗ, тӗрлӗ регионсене концертсемпе кайса çӳретпӗр. Шупашкарти чи пысăк уявсене те пӗрре мар хутшăннă, Сиктӗрмери Уява та çитнӗ. Октябрь уйăхӗнче Шупашкарта концерт лартма ӗмӗтленетпӗр.
– Юрă хывас ӗç çинчен калаçар-ха. Эс паллă композитор вӗт. Мӗнрен пуçланчӗ ку?
– Ку атте-аннерен куçнă талант. Пӗрремӗш юрра эпӗ 9-мӗш класс пӗтерсенех çырнă. Эп ун чухне Шăмăршă районӗнчи пионер лагерӗнче музыка ертӳçиччӗ, çав вăхăтрах Карапай-Шăмăршăри клубра та ӗçлеттӗмччӗ. Ильина студентка (вăл вожатăйччӗ) çырнă «Куçусем» сăвва юрра хывнăччӗ, ăна каçсерен вожатăйсемпе пӗрле микрофонпа колонкăсем урлă юрлаттăмăрччӗ. Пӗтӗм вăрман янăратчӗ, Тăрăн ялӗн çыннисем анкарти хыçне тухса итлесе тăратчӗç. Профессионал шайӗнче вара ку ӗç Чӗмпӗрте пурăннă чух питӗ тухăçлă пулчӗ. Юрă çырма мана савăнни те, хурланни те, пурнăçри йывăрлăхсем те хистеççӗ. Тӗрлӗ енлӗ пулать, лайăх сăвва вуласан кӗвӗ хăйех тухать.
– Эсир 30 çул ӗнтӗ Верония Алексеевнапа пӗр сцена çинче юрлатăр. Мăшăру çинчен пӗр-ик сăмах кала-ха.
– Пире унпа музыка пӗрлештерет. Юрăри пек каласан: «Музыка нас связала». Лайăх юрăçă вăл, сасси илемлӗ. Унăн амăшӗ те, Александра Никифоровна (1934), музыкăна юратнă, купăс каланă. Ашшӗ, Алексей Тарасович Прокопьев (1937), ăста тимӗрçӗ пулнă. Çаплах ман мăшăр лайăх йӗркелӳçӗ, манăн пӗрремӗш пулăшакан. Ман васкаса тухса каймалла чухне ансамбльпе репетицисем те ирттерет. Çынсене хисеплеме пӗлет, вӗсемпе çăмăллăнах хутшăнма пултарать. Юрă çырнă чухне те ман çумра вăл, юрласа парать, мана кӗвӗ ритмне туйса илме, кăлтăксене тӳрлетме пулăшать. Килӗштерсе пурăнатпăр эпир. Пире Турă хăй пӗрлешме пулăшнă.
– Хăвăр çуртăрпа пурăнатăр эсир, сирӗн тӗслӗхлӗ пахча. Ăна хам та курнăччӗ темиçе çул каялла.
– Унтанпа пахчана чылай лайăхлатнă ӗнтӗ эпир. Тăватă сотăй çинче хамăр валли кишӗр, хăяр, помидор тата ыттине акса ӳстеретпӗр. Арбуз та пур. Улмуççи нумай, 64 тӗп. Пӳрт умӗнче тата пур. Пирӗншӗн пахча – творчество хыççăн канмалли, йăпанмалли вырăн. Эпир унта хаваспах ӗçлетпӗр, çӗр çинче тăрмăшма килӗштеретпӗр. Юрă çырассипе танлаштарсан пахчара аппаланасси пӗртте йывăр мар. Пахча ешернине курса çӳренӗ чух пуçа çӗнӗ кӗвӗсем кӗреççӗ.
– Нумаях пулмасть Толстовсен творчество каçӗ иртрӗ, пысăк концерт пулчӗ. Çын нумайччӗ.
– Çавра çул çитнине халалласа йӗркелеме шут тытрăмăр ăна, куракансене, юрă юратакансене савăнтарас терӗмӗр. «Руслан» Культура керменӗ туллиехчӗ. Кӗпӗрнаттăр, Чӗмпӗр мэрӗ ячӗсенчен, культура министерствинчен тата ытти саламсем пулчӗç, хамăрăн тăвансем, çывăх çынсем, юлташсем килчӗç. Вӗсен ăшă сăмахӗсем пире малалла ӗçлеме хавхалантараççӗ. Шупашкартан килнӗ А.Васильев, С.Яковлева, М.Федоров, В.Кузнецова, А.Сорокин юрăçсем хутшăнчӗç концерта. «Эревет» халăх ансамблӗ те юрларӗ. Эпир Верония Алексеевнăпа хамăрăн темиçе çӗнӗ юрра çын çине кăлартăмăр. Кăмăллă юлтăмăр.
– Çак кун тӗлне санăн «Путь к музыке» ятлă кӗнекӳ те тухнăччӗ.
– Çапла. Ку кӗнекене эп тахçанах çырма ӗмӗтленнӗ, хам пӗлнине çынсене каласа парас килетчӗ. Унта 264 страница. Кӗнекере ачалăхран пуçласа паянччен манăн пултарулăх çулне йӗрлесе пыма пулать. Çаплах ман çинчен прессăра мӗн çырни, çынсем мана мӗнле хаклани, туссен, паллă çынсен асаилӗвӗсем пур. Иккӗмӗш пайӗнче манăн чи анлă сарăлнă 80 юрă – нотисемпех.
– Станислав Петрович, музыка саншăн мӗн вăл?
– Юрă-кӗвӗ маншăн – пӗтӗм пурнăç. Пурнăç тăршшӗпех музыка тӗнчинче эп. Турă панă таланта аталантарса тăван халăх валли илемлӗ юрăсем çырма пултарни, сцена çинчен юрлани – маншăн чи пысăк телей. Мана, пирӗн çемьене тӗрлӗ ăпăр-тапăр, япала таврашӗ пуçтарса тунă пуянлăх кирлӗ мар, эпир творчествăпа телейлӗ. Пире мӗн пурри çитет. Манăн юрăсем çитес ăрусем валли юлаççӗ, чăваш музыка историйӗнче йӗр хăвараççӗ. Çакă пирӗн чи пысăк мул. Çавăншăн куллен тăрăшса ӗçлетпӗр те эпир Верония Алексеевнапа. Çынсем пирӗн юрăсене итлесе савăнни – пирӗн пысăк савăнăç.
Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ калаçнă.
Сăнӳкерчӗк С.Толстовăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев