ШӲТЛӖ КАЛАВСЕН ĂСТИЧЧӖ
Василий Орлов çуралнăранпа 105 çул
Кăçал 30 çул тултаракан «Сувар» тухма пуçласанах хăй тавра çыракансене пуçтарчӗ. Виçӗ теçетке çул хушшинче тухса тăнă хаçат подшивкисене уçнă май пăхатăн та тӗлӗнсех каятăн – мӗнле кăна автор çук пирӗн! Мӗн чухлӗн тата! Хаçатăмăра тимлӗ вулакансем асăрханах ӗнтӗ: «Суварăн» пӗр номерӗ те редакцире ӗçлекен журналистсем çеç çырнă материалсемпе тухмасть, кашни кăларăмрах штатра тăман авторсен материалӗсем те пичетленсех пыраççӗ. Çак ырă йăлана редакци хаçат тухма пуçланă çулсенченех çирӗп тытса пырать.
Шел те, 2000-мӗш çулсен пуçламăшӗнче çырса тăнă пултаруллă авторăмăрсенчен хăшӗ-пӗри çут тӗнчере çук ӗнтӗ. Анчах та эпир вӗсене манмастпăр. Ак, тӗслӗхрен, Василий Орловах илер. Ваççа пичче Хусанта «Сувар» тухма пуçласанах хаçатăн чи хастар авторӗсенчен пӗри пулса тăчӗ. Унăн сатирăллă сăвви-калавӗсем 1990-мӗш çулсен вӗçӗнче, 2000-мӗш çулсен пуçламăшӗнче час-час пичетленетчӗç. Хăй те, Çырчаллинче пурăнаканскер, Хусана килсен редакцие кӗрсе тухмасăр каймастчӗ. Редакци ӗçченӗсем ăна темиçе кӗнекине калăпласа кăларма та пулăшнăччӗ.
Василий Прохорович Орлов 1918 çулхи мартăн 7-мӗшӗнче хальхи Нурлат районне кӗрекен Уксăмлă ялӗнче çуралнă. Ачалăхӗ çăмăл килмен пулас çыравçăн. Ашшӗ граждан вăрçинче пуç хунă, амăшӗ ачисене пӗчченех ӳстернӗ. Шкула çӳреме тум, атă-пушмак та пулман вăл вăхăтра. Пурпӗр Василий вӗренме ăнтăлнă, майне тупнă. 1941 çулта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах, Ульяновскри пединститутăн вырăс чӗлхипе литературин факультетне пӗтернӗскер, фронта кайнă. Польшăри Грауденц (халӗ Грудзенз) хули таранах тăшмана хăваланă вăл. 1945 çулхи февральте йывăр аманнă. Аслă Çӗнтерӗве запасри полкра кӗтсе илнӗ Ваççа пичче. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн нумай орден-медальпе наградăланă ентешӗмӗре.
1945 çулхи октябрьте килне таврăннă. 40 çула яхăн, Нурлат районӗнчи Якаел шкулӗнче вырăс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Василий Прохоровичăн урокӗсем еплерех интереслӗ иртнине унăн вӗренекенӗсем паян кун та кăмăлтан аса илеççӗ.
1974 çулта Василий Орлов Çырчаллине пурăнма куçнă. Унта та алă усса ларман вăл – 16 çул хушши хулари çурт-йӗр управленийӗнче тăрăшнă. 87 çула çитсе 2005 çулта çӗре кӗнӗ. Ăна тăван ялӗнче –
Нурлат районӗнчи Уксăмлă масарӗнче пытарнă.
Çак уйăхра Василий Орлов çуралнăранпа 105 çул çитрӗ. Талантлă, ырă ӗçӗсемпе паллă ентешӗмӗре эпир, Тутарстан чăвашӗсем, манмастпăр. Тăрсан-тăрсан пӗр унăн кӗнекисене тыта-тыта вулатпăр. «Пурччӗ вӗт шӳтлӗ калавсем ăста çыракан Ваççа пичче!» – тесе аса илетпӗр. Паянхи номерте ырă чăваша унăн кулăшла калавӗсене вуласа аса илме сӗнетпӗр.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев