Студент пурнӑҫӗпе яшлӑх - пӗртӑвансем пек
Студент пурнăçĕпе яшлăх пĕртăвансем пек. Пĕрне тепринчен уйăрса аса илейместĕн. Каярахпа икĕ аслă пĕлÿ илсен те пĕрремĕшĕ чи çывăххи темелле-ши. Студент пурнăçне аса илсен куç умне çамрăк чухнехи хăв тухса тăратăн, унтан – пĕрле вĕреннĕ юлташсем, лекцисем, хаваслă самантсем, вĕрентекенсем...

Асаилÿсен ытамне лексен хăш-пĕр истори тахçанах пулнă пек, вĕсем ĕнтĕ вăхăт тусанĕпе витĕннĕ, теприсем, калăн, ик-виç çул каялла çеç пулса иртнĕ, çав тери чĕррĕн куç умне тухса çамрăклăхри черченлĕхшĕн, хаваслăхшăн, шухăшсăрлăхшăн тунсăхлаттараççĕ. Ай ытла та хăвăрт иртсе кайрĕ вăхăт, калăн, юлашки çирĕм-çирĕм пилĕк çула такам вăрланă. Çывăрма выртнă та тăрук аллă çулалла çитеспе вăранса кайнă...
Хусана 1994 çулта вĕренме килтĕм. Документсене Хусан патшалăх педагогика университечĕн вырăс филологи факультетне йăтса кайрăм. Йышăну комиссийĕнче эпĕ чăваш иккенне пĕлсен хутсене чăваш уйрăмне пама сĕнчĕç. Çавăн чухне тин вырăс филологийĕнче чăваш уйрăмне уçнине пĕлтĕм.

Чи асра юлнă самант – вырăс литературипе тытнă пĕрремĕш экзамен. Чăваш калаçу чĕлхи тĕрлĕрен пулнине çавăн чухне туйрăм.
Коридорта кĕпĕрленсе тăратпăр. Хĕрсем ытларах – Тутарстанри чăваш ялĕсенчен тата Чăваш Енри Елчĕк, Патăрьел, Вăрмар районĕсенчен. Ытти республикăпа облаçран никам та çук. Елчĕксемпе патăрьелсем хамăр пекех калаçаççĕ. Пирĕн яла Шупашкартан артистсем килсен: «Эсир, çĕпрелсем, литература чĕлхипе тĕрĕс калаçатăр», – тетчĕç. Ку сăмахсем пуçа çирĕп кĕрсе ларнă, пытармастăп: мухтанаттăм та çакăнпа. Кунта вара коридорта ăçтан кăна килсе тулман. Хăш-пĕрне ăнланма та çук. Пулас лидерсем тÿрех палăрчĕç. Хăюллă, харсăр тытаççĕ хăйсене, вĕçкĕнреххисем те пур. Хам та çавсен йышĕнче ĕнтĕ. Ак пĕр лутрарах та тăн-тăн хĕр тавра ултă-çичĕ хĕр пуçтарăннă та çăвар карсах итлеççĕ ăна. Тем каласа култарать. Эп те çывăхарах пытăм. «Хазăр çампак пырап çулпала», – тет ку хайхи. Ял каччисем çинчен каласа парать пулмалла. Юлашки ик сăмахне кăна ăнлантăм, тем тет. Калаçса кайрăмăр. Алексеевски районĕнчи Чăваш Майнинчен терĕ. Оля ятлă. Ун пек район пуррине пĕлмен те ун чух. Чулман Атăл (Кама) леш енчен иккен. Çарăмсанран икĕ хĕр пур, вĕсем тутарларах калаçнă пек туйăнчĕ. Оля Никифоровăпа вара пиллĕкмĕш курсра общежитире пĕрле те пурăнтăмăр.
Оля чăвашла «тĕрĕс» калаçма вĕрентнĕ хушăра пирĕн пата модель евĕр çÿллĕ хитре хĕр пырса тăчĕ. Хăйне именчĕклĕн тыткаларĕ вăл. Пире итлерĕ-итлерĕ те: «Пирĕн вара çампекле», – тесе хучĕ çемçен. «Çавăн пек» тенине пĕлтерчĕ ку. Вăрмар районĕнчен килнĕ Алена Волкова пулчĕ вăл. Тем вăхăтран çума тепĕр çÿллĕ хĕр пырса тăчĕ. Сăмахри «а» саспаллисене о-латсарах калать: «пысок», «вором». Кайпăçри Кÿлпуçран килнĕ Люда Федотова иккен, унпа тăваттăмĕш курсра пĕрле пурăнтăмăр. Сăмах май, Теччĕ тăрăхĕнче те çапларах калаçаççĕ. «Суварăн» иккĕмĕш редакторĕн Николай Сорокинăн калаçăвĕнче çапла акцент пурччĕ. Аксу тăрăхĕнчи пĕр ялтан килнĕ хĕрача глаголсем çумне «ле» хушса калаçатчĕ: «пыратьле», «каятле»...
Çапла, тĕлĕнмелле чĕлхе вăл чăваш чĕлхи, диалектсемпе пуян. Мĕнле калас, вырăнти халăх уйрăмлăхĕсене те палăртать. Пирĕн ушкăна илес пулсан, эпир музей экспоначĕсем евĕрччĕ. Кам кăна килсе курмастчĕ пире: Хусанти паллă чăвашсем те, Шупашкарти аслă шкулсен ĕçтешĕсем те, писательсем те, общество ĕçченĕсем те.

Асра юлнă самант нумай, сăмахран, вĕренÿри экватор. Ăна Вăрмартан килнĕ Надя Павловăн тăванĕсем патĕнче уявланăччĕ. Артиллери училищине тата Хусан çамрăкĕсем ирттерекен дискотекăсене кĕпĕрленсе çÿрени те манăçман. Анчах кусем – хăйне уйрăм историсем, ун пирки тепĕр чух каласа парăп.
Пиллĕкмĕш курс тĕлне эпир пĕр-пĕрне питĕ лайăх ăнланма пуçларăмăр, анчах шел, уйрăлма вăхăт çитрĕ.
Автор архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем.
1-мĕш сăнÿкерчĕкре Ирина Трифонова – сулахай енче, иккĕмĕш сăнÿкерчĕкре – варринче.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев