Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Студентсем республика бюдăетне тӳпе кӗртеççӗ

Самай вăхăт студентсен ӗç отрячӗсем çинчен хыпар çукчӗ, юлашки çулсенче,калăн, вӗсене çӗнӗ вăй кӗнӗ. Çулран çул ку юхăм ӳссех пырать. 2024 çулта Тутарстанри студентсен отрячӗсем 550 миллион тенкӗ ӗçлесе илнӗ. Республикăри пысăк производствăсенче «Алабуга», «КАМАЗ» – вăй хурса çамрăксем 50-100 пин укçа ӗçлесе илеççӗ, республикăна налог хываççӗ, паллах, çын алли çитсе пыман предприятие пысăк усă кӳреççӗ.

Çакăн çинчен журналистсене иртнӗ эрнере студентсен ӗç отрячӗсене ертсе пыракансем, вӗсенче хутшăнакансем каласа пачӗç. «Татар-информ» ИА ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗ Софья Галиева-Мустафина, «Студентсен ӗç отрячӗсен Республика центрӗ» Патшалăх бюджет управленийӗн директорӗ Василий Ислаев, «Ирбис» КИСИ студентсен ӗç отрядӗнчен Абдельмалик Асоев, «Тесла» КГЭУ студентсен отрячӗн штабӗн комиссарӗ Айгуль Миннекаева, «Фикс» студентсен строительство отрядӗнчен Александр Решетняк пулчӗç. 

2024 çулта Тутарстанра ӗç семестрӗнче 12 пин ытла студент 54 организацире вăй хунă. Çӗршыври 45 регион çамрăкӗсем республикăн тӗрлӗ сферинче вăй хунă. Çывăх вăхăтрах ку цифрăна 15 пине çитересшӗн. Çамрăксен ытти юридици организацийӗсемпе танлаштарсан шăпах студотрядсем ТР бюджетне пысăк тупăш хываççӗ. Кăçал 60 миллион тенкӗ ытларах налог хывнă вӗсем.  

Студентсен ӗç отрячӗсен чикӗ леш енче ӗçлессипе те опыт пур: 86 студент Беларусьре, Турцире, Бангладешра тата Египетра ӗçленӗ. А.Асоев Египетра Атомлă электростанцисем тунă çӗрте ӗçленине, çакă строительство институтӗнче вӗренекенсемшӗн пысăк опыт пулса тăнине хавхаланса каласа пачӗ. Беларусьре патриотизм центрне тунă çӗре хутшăннă «Тесла» отрядăн ӗç семестрӗ те ăнăçлă иртнӗ. Кун çинчен штаб комиссарӗ А.Миннекаева каласа пачӗ. Центр туни çинчен ӳкерекен документлă фильмра Тутарстан студенчӗсене те курма пулать. Паллах, ку историшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Александр Решетняк Донецк Халăх Республикинчен. Вăл Снежное хулинче строительствăпа архитектура академийӗнче вӗренет. Пӗлтӗр Мариупольте ӗçленӗ вăл хутшăнакан «Фикс» студентсен отрячӗ, кăçал «КАМАЗ» йыхравне йышăннă. Кӗске вăхăтрах завод студента фрезировщика вӗрентнӗ. Çырчалли автогигантăн заводсен комплексӗнче ӗçлеме интереслӗ те, хăйшӗн усăллă та тесе шутлать каччă. Çавăнпах вӗренӗве дистанци мелӗ çине куçарса «КАМАЗра» ӗçлеме килӗшнӗ вăл. Халӗ Александр машинăсен кабинисене пухассипе ӗçлет. Ӗç укçи тӳлессипе те студентсене предприяти кӳрентермест – 50 – 100 пин ӗçлесе илеççӗ вӗсем кунта.     

ТР Студентсен ӗç отрячӗсен центрӗ ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствине пăхăнса тăрать. Çамрăксене шухăш-кăмăлне, вăй халне пурнăçа кӗртме условисем туса пани наци проекчӗсен – «Сывлăх сыхлав», «Вӗрентӳ», «Туризм тата тараватлăх индустрийӗ», «Экологи», «Демографи», «Наука», «Культура», «Пурăнмалли вырăн тата хулари тавралăх» – тӗллевӗсемпе те килӗшсе тăрать тесе шутлаççӗ кураторсем. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: студенты