Шупашкарти Чăваш тӗррин музейӗнчи экспонатсене 100 çул пухнă
Чăваш тӗрри – чăн-чăн искусство. Тӗрлес тенипех тӗрлеме çук ăна: геометрилле симметрие, шута çирӗп пăхăнма кашниех пултараймасть. Çакă йăлтах миллиметра яхăн шăтăклă пир çинче пулнине пăхсан тата хытăрах ӗненетӗн – çӳллӗ шайри ăсталăх.
Чăваш тӗрри – чăн-чăн искусство. Тӗрлес тенипех тӗрлеме çук ăна: геометрилле симметрие, шута çирӗп пăхăнма кашниех пултараймасть. Çакă йăлтах миллиметра яхăн шăтăклă пир çинче пулнине пăхсан тата хытăрах ӗненетӗн – çӳллӗ шайри ăсталăх. Тӗрӗссипе, чăваш тӗррине ӗлӗк кашни хӗр тӗрлеме пӗлнӗ. Мӗншӗн хӗр, хӗрарăм мар-ха? Хуравӗ ансат – чăваш хӗрарăмӗн тӗрлесе ларма вăхăчӗ пулман. Тупрана вăл качча кайиччен тӗрлесе хатӗрлесе хунă. Чăваш тӗррин çак тата ытти хăйне евӗрлӗхӗпе пире Шупашкарти Чăваш тӗррин музейӗн ертӳçи Надежда Аркадьевна Сельверстрова паллаштарчӗ.
Аса илтеретпӗр, Чăваш тӗррин музейӗ 2015 çулхине Республика кунӗ умӗн, июнӗн 23-мӗшӗнче, уçăлнă. Вăл хăйне уйрăм мар, Чăваш наци музейӗн пӗр уйрăмӗ шутланать. Надежда Аркадьевна пӗлтернӗ тăрăх, кунти экспонатсем 100 çул (!) пухнăскерсем. XVIII – XX тата кăштах XXI ӗмӗрсенчи чăваш тӗррин пуян коллекцийӗ.
Çухатма пултарнă
– Историрен пӗлетӗр, 100 çул каялла Атăлçи тăрăхӗнче выçлăх пулнă. Апат-çимӗçшӗн чăвашсем хӗрарăмсен кӗмӗлӗпе тӳленӗ. Çак кӗмӗл, чаплă тӗрӗ чикӗ леш енне е унта-кунта саланса ан пӗттӗр тесех энтузиастсем коллекцие пухма тытăннă, – пуçларӗ вăл хăй калаçăвне экспонатсемпе паллаштарнă май. – Кунта мӗн кăтартни – XVIII – XX тата кăштах XXI ӗмӗрсенчи япаласем. XVIII ӗмӗртен мӗнле тӗрӗ упранса юлма пултартăр? Паллах, йăла-йӗркепе çыхăнни – туй япалисем. Мӗншӗн тесен питӗ илемлӗ, чаплă тунă тата ахаль-махаль тӗрӗсем мар вӗсем, упракан, сыхлакан тата йăха кăтартакан паллăсемлӗ тумтирсем вӗсем, арча тӗпӗнче выртакан, ламран лама куçакан япаласем пулнă.
Сăмах май, укçапа виçме çук çакăн пек хаклă япаласем çынсенче халӗ те пур-ха. Надежда Аркадьевна нумай пулмасть XVIII ӗмӗрти хӗр пӗркенчӗкне сӗнекен те тупăннине, музей пӗр шухăшласа тăмасăр туяннине пӗлтерчӗ.
Мӗншӗн арçын кӗпи çук?
– Музейре эпир чăвашсен виçӗ этнографи ушкăнӗн те (тури, анат енчи тата анатри) ал ӗçне кăтартма тăрăшрăмăр. Кунта ытларах хӗрарăмсемпе хӗрсен тумтирӗсем. Арçынсем тепӗр чух пӗр арçын кӗпи те çук тесе кăмăлсăр каяççӗ. Ăнлантаратăп, XVIII ӗмӗрти арçын кӗписем тӗрӗллӗ мар, хăюсемлӗ. Кăкăр çинчи касăк тӗлне тӗрлесе илемлетесси вара кайран вырăссемпе ытти халăхсенчен кӗнӗ. Çавăнпа тӗрӗ кăтартмалăх арçын кӗписем çук. Хӗреслесе тӗрленисем чăнах та нумай, пӗр кашта пирӗн, анчах вӗсем XVIII – XIX ӗмӗрсенчисем мар.
Кӗскӗ – управ палли
– Чăн чăваш çӗввипе тӗрленӗ кӗпесем вара хӗрсен те мар, хӗрарăмсен. Мӗншӗн тесен хӗрарăмсен упрамалли нумай пулнă, вӗсем вӗт пурнăç паракансем: ачи-пăчи, кил ăшши, çемье. Веçех хӗрарăм упранипе пулса пыракан япаласем çаксем. Ку залри стенасем çинчи рамкăсенче акă тӗрлесе хатӗрлесе хунă кӗскӗсене куратăр. Вӗсем пирӗн нумай, çыххипех, 200 ытла, анчах пӗри те пӗр пек мар. Кашни хăйне евӗрлӗ, мӗншӗн тесен управ палли (унта хӗвел те, пурнăç та, вăй-хăват палли те пур). Хӗрарăмсем ӗлӗк кӗпе айӗнчен нимӗн те тăхăнман. Пӗр хут пиртен тăнă вăл, çавăнпа кăкăр тӗлне маларах хатӗрленӗ пир тата пурçăн çиппе тӗрленӗ кӗскӗне çӗлесе хунă. Çавăнпа кӗскӗсене ӗмӗр тăршшӗне çитмелӗх хӗр чухнех тӗрлесе хунă вӗсем. Çапла майпа тӗрӗллӗ кӗскӗсен пӗлтерӗшӗ анлă: хӗрарăмăн сывлăхне те, усал куçран-вăйран та упранă вăл.
Тупрана хӗрӗн хăйӗн тӗрлемелле пулнă
– Тăхăрьял тăрăхӗнче пулнă венгр этнографӗ Д.Месарош тупра валли хӗр 12 кӗпе хăй валли, тепӗр 100-е яхăнне упăшкин тăванӗсем валли хатӗрленине асăнать. XVIII – XIX ӗмӗрсенче хӗрсем чăнах та кӗпе валли пир тӗртсе е çӗлесех хунă. Качча кайма вăхăт çитсен хӗр-тусӗсем ăна тӗрӗсене çӗлеме пулăшнă, анчах та тӗрлесе пама юраман, ăна хӗрӗн хăйӗн тумалла пулнă, – тăсăлать малалла калаçу.
Кӗрӳ тутри те пысăк вырăн йышăннине асăнчӗ Надежда Аркадьевна. Ăна хӗр килӗшнӗ чух, евчӗсемпе ашшӗ-амăшӗсем тупрапа хулăм укçи пирки калаçса татăлсан, панă иккен. Урăхла каласан, туй пулмаллах тенине пӗлтернӗ. Авланакан туй кун кӗрӳ тутрине çурмалла хуçлатса хулпуççирен уртса е пиçиххирен çыхса янă. Туй халăхӗ кӗрӳ тутрине тӗсесе сăнанă. Алли ӗç патне пырать-и çӗнӗ кинӗн, пурнăç çине мӗнле пăхать?
– Чăваш тӗрри çыруллă теççӗ, тӗслӗхрен, хӗвел ури паллине туй япалисем (кӗрӳ тутрипе пӗркенчӗк) çине кăна тӗрленӗ. Кӗрӳ тутрин тӗррисем те интереслӗ, унăн пӗр кӗтесне – хӗр хăйӗн, хирӗçри кӗтесне пулас упăшкин йăх паллисене тӗрленӗ иккен. Тутăра косынка евӗр туса хуçлатни шăпах йăхсем пӗрлешнине пӗлтернӗ те. Хӗр пӗркенчӗкӗнчи тӗрӗсем те илемшӗн кăна пулман, унта хӗр мӗн калассине каланă, – чăваш тӗррин вăрттăнлăхне уçрӗ Н.Сельверстрова.
Масмак-сурпан
Тури чăвашсемпе анатрисен сурпанӗсем те пӗр пек мар. Турисен, тӗслӗхрен, кӗске, 2-2,10 метртан вăрăм пулман, вӗçӗсене пӗр пек тӗрленӗ. Сурпана çыхсан вӗçӗсене кăкăр çинче пӗр шайра вырнаçтарнипе çыхăннă иккен ку. Анатрисен вара вăл 3-3,70 метр таранах пулнă. Вӗçӗсенче тӗрри те тӗрлӗрен. Пӗр вӗçне çурăм çине, теприне хул çине уртса янă.Чăвашăн тӗррисем чăнах та питӗ интереслӗ, кашнин хăйӗн пӗлтерӗшӗ. Масмак çинче, тӗслӗхрен, ытларах тӳпе, асамат кӗперӗн паллисем пулма пултарнă. Шел те, тӗрӗсен тулли пӗлтерӗшӗсем сыхланса юлман. 100 çул каялла экспедицисенчен илсе килнӗ экспонатсене ун чух ячӗпе инвентарь номерӗсӗр пуçне урăх нимӗн те çырман-мӗн.
Чăвашсем ӗлӗк лăпкă тӗссемпе усă курнă, мӗншӗн тесен пӗветме сăррисем пулман. Марисем хура çиппе нумай усă курнă-тăк, чăвашсем унпа хӗрринчи контура кăна тӗрленӗ. Çӗвӗ технологийӗ кăна мӗне тăрать чăвашсен! Пӗрне те ансат теме çук.
Тӗрленӗ картта
Музейри тепӗр тӗлӗнмелли экспонат – 1939 çулта Октябрь революцийӗ 20 çул тултарнă тӗле Мускаври ВДНХра ирттернӗ Пӗтӗм Союзри ял хуçалăх куравӗ валли тӗрленӗ республика картти. «Чăваш промсоюзӗн» (халӗ «Паха тӗрӗ» фабрика) ăста çӗвӗçсен ятарлă бригади 1937 çулта пуçласа çулталăк тӗрленӗ. Ял-хула ячӗсем, çулсем, кӗперсем, уй-хир, делянкăсем çине пайланнă вăрмансем таран йăлт кăтартнă вӗсем. Карттăн периметрӗпе пучах евӗр тӗрлесе тухнă кайма эскизне нумай çул «Паха тӗрӗ» фабрикăн тӗп художникӗнче тăрăшнă Е.И.Ефремова тунă. Ун чухне вăл Мускавран вӗренсе килсе фабрикăра ӗçлеме кăна пуçланă пулнă-ха. Тӗрӗçӗсемпе картограф ӗçленӗ.
– Питӗ илӗртекен картта, кашни хăйӗн асламăшӗ-аслашшӗн ялне шырать кунта, – йăл кулчӗ Надежда Аркадьевна эпир те хамăр ăçтарах пурăннине çак карттăн тулашӗнче шыранине курсан. Музейре кунран пӗчӗкрех тӗрленӗ тепӗр картта та пур иккен, анчах кам, ăçта тӗрлени çинчен информаци сыхланса юлман.
Чăваш тӗррин кунӗ
– Чăваш тӗррин кунне тахçанах тăвасшăнччӗ. Мӗншӗн ноябрӗн 26-мӗшне суйларăмăр-ха? Пӗрремӗшӗнчен, чăвашсем çӗр ӗçӗсем пӗтсен тӗрленӗ, улах ларма пуçласан. Иккӗмӗшӗнчен, Екатерина Иосифовна Ефремован çуралнă кунӗ. Ăна хисеплесе, вăл тунă ӗçсене сума суса пирӗншӗн пысăк та пӗлтерӗшлӗ уява çак куна палăртрăмăр. Шел, хăй кӗтсе илеймерӗ. Тепӗр пысăк ăстаçă, паллă чăваш тӗрӗçи Евгения Николаевна Жачева та уявлаймарӗ, 2020 çулхи сентябрӗн 23-мӗшӗнче вилсе кайрӗ. Чăваш тӗррине тӗрлессипе республикăн кашни районӗнче филиалсем пулнă унччен, веç алăпа тӗрленӗ вӗсем. 1970 çулсенче машинăпа тӗрлеме пуçлаççӗ. Материалӗ те, тӗсӗ те, тӗрри те урăхланать. Кунсăр пуçне кӗрӳ тутрисене салфетка пек, сурпансене алшăлли пек, пӗркенчӗксене сӗтел çитти пек туса яраççӗ. Чăваш тӗррин пурнăçӗ капла малалла тăсăлать-ха ӗнтӗ, анчах пӗлтерӗшӗ çухалать, – терӗ
Надежда Аркадьевна чăваш тӗррин историйӗ мӗнле улшăнса пынипе паллаштарса.
Евгения Николаевна Жачева чăваш тӗррин технологийӗн «азбукине» те хатӗрленӗ иккен. Урăхла каласан, чăвашсен виçӗ этнографи ушкăнӗн те çанă, аркă, кăкăр ум, масмак, хӗр пӗркенчӗкӗ, кӗрӳ тутрин тӗррисене уйрăмшар пухса методичка пек кăтартнă. Пăхăр та тӗрлӗр кăна. Кăкăр ум тӗррине аркă вӗçне тӗрленине курсан питӗ тарăхнă маçтăр.
Чăваш тӗррин музейӗ тепӗр пысăк ӗçе те пуçарнă, кунта тӗрӗçӗсен шкулӗ ӗçлет. Чăвашсен çыруллă тӗррине хуть кам та тӗрлеме вӗренме пултарать халӗ. 2022 çул музей историне тепӗр пысăк пулăм кӗрсе юлчӗ – ку вăл тӗрленӗ орнаментсен Раççей картти. Авалхи чăвашсен ал ӗçӗн ӗмӗрӗ вӗçленмест-ха апла, ăна чăнах та çухатма юрамасть, вăл пирӗн нимӗнпе виçме çук хаклă тупра.
Ирина КУЗЬМИНА.
И.Трифонова тата
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев