Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«СУВАР» ÇЫРĂН ТА​ ИКӖ АКЦИЕ ХУТШĂН

Ҫырăнтару – 2023​ ​ 2023 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли хаçат-журнал çырăнас кампани малалла тăсăлать. «Сувар» хаçата кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнма май пур. Çавăн пекех Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă килтен тухмасăрах çырăнма пулать.​

Редакци «Сувар» çырăн та çӗвӗ машинки санăн! Хаçат 30 çул тултарнă ятпа тата ытти хаклă парнесем!» акци ирттерет. «Сувара» 2023 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли 6 уйăха çырăннисен хушшинче парнесем вылянтаратпăр. Тӗп парне – çӗвӗ машинки! Унсăр пуçне тата нумай паха парне кӗтет акцие хутшăнакансене. Эппин «Сувар» хаçат çырăнăр та хаклă парнеллӗ пулма васкăр!
Çавăн пекех «Сувар» хаçат çырăнса эсир «ТАТМЕДИА» АО ирттерекен акцие те хутшăнма пултаратăр. Вăл акцие хутшăнас тесен сирӗн 2023 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли «Суварпа» пӗрле «ТАТМЕДИА» АО кăларакан пӗр журнал çырăнмалла, квитанцисен копийӗсене podpiska@tatmedia.ru электронлă почта çине 2023 çулхи январӗн 21-мӗшӗччен ярса памалла. Сăмах май, «ТАТМЕДИА» акционерлă общество халиччен ирттернӗ акцисене хутшăнса парнене тивӗçнисен хушшинче пирӗн вулакансем те пур.​
«Сувар» хаçат ирттерекен акцие хутшăнакансен вара квитанцисене 420066, г.Казань, а/я 64 почта адресӗпе, suvar@mail.ru электронлă адреспа е редакцин +79179076881 телефон номерӗпе мессенджерсем урлă ярса памалла.​
Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.​
«Сувар» хаçат кашни чăваш çемйинчех пултăрччӗ!
Реклама АО «ТАТМЕДИА».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев