«Сувар» хаçат редакцийӗ Хусанта Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă музыкăпа поэзи фестивалӗ ирттерчӗ
«ТАТМЕДИА» акционерлă обществăна кӗрекен Хусанти хаçат-журналсен редакцийӗсем çулла хăйсем ӗçлекен Декабристсен урамӗнчи 2-мӗш çурт патӗнче урамра тӗрлӗ уяв ирттересси йăлана кӗчӗ тесен пӗрре те йăнăш мар. Пӗлтӗртенпе çу тăршшӗпех кашни эрнере вăл е ку редакци мӗнле те пулин мероприяти ирттерсе вулакансене, пичет кăларăмӗсен тусӗсене пуçтарать. Çак ӗçе пуçараканӗ «ТАТМЕДИА» АО генеральнăй директорӗ Ш.М.Садыков. Вăл çакнашкал мероприятисене ирттерни, халăха пухса илемлӗ уяв кăтартни вулакансемпе редакцисен хушшинчи çыхăнăва тата та вăйлатать тесе шутлать. Чăн та çапла.
Регионсен хушшинчи шайра
Акă иртнӗ эрнекун, июлӗн 19-мӗшӗнче, «ТАТМЕДИА» çурчӗ çумӗнчи Фестиваль бульварӗнче «Сувар» хаçат редакцийӗ чаплă уяв – чăвашсен паллă поэчӗ Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă «Чăваш ачи, сассуна пар» музыкăпа поэзи фестивалӗ ирттерчӗ. Асăннă фестивале регионсен хушшинчи тесен те тӗрӗсех пулать пуль, мӗншӗн тесен унта Шупашкартан та хăнасем килсе çитрӗç. «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова Хусанта Çеçпӗл Мишшине халалласа çакăн пек мероприяти ирттерессине пӗлсен Чăваш халăх поэчӗ, журналисчӗ, композиторӗ Светлана Асамат хапăлласах Хусана килме кăмăл турӗ. Светлана Васильевна ӗçе пуçăнать-тӗк – тӗплӗ те интереслӗ тăвать. Хальхинче те вăл пирӗн пата пӗччен çеç килмерӗ, ятарласа программа хатӗрлесе хăйпе пӗрле Шупашкартан Çеçпӗл Мишши музейӗн заведующине Антонина Андреевăна, Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалăх çамрăксен театрӗн артисчӗсене Юрий Торговцевпа Надежда Полячихинăна илсе килнӗ. Çавăн пекех пирӗн уява «Хыпар» Издательство çурчӗн тин кăна çирӗплетнӗ çӗнӗ директорӗ – тӗп редакторӗ Виктория Вышинская килсе курма кăмăл туни çав тери савăнтарчӗ. «Эпӗ тунтикунран çеç çӗнӗ должноçра ӗçлеме пуçларăм. Çӗнӗ çӗрте ӗç нумай, кашни кунах ăçта çитмеллине, мӗн пурнăçламаллине çырса хунăччӗ. Эрнекуна та палăртнă ӗçсем пайтахчӗ. Ирина Федоровна мана шăнкăравласа Хусана йыхравласан пӗр çеккунт та шутламарăм – тӳрех килӗшрӗм. Çак уява килсе курнишӗн пӗртте ӳкӗнмерӗм», – терӗ Виктория Анатольевна фестиваль вӗçленсен.
Кăнтăрла 12 сехет тӗлнелле Фестиваль бульварӗнче халăх пухăнма пуçларӗ – Хусанта пурăнакан чăвашсем, хаçат-журнал редакцийӗсен журналисчӗсем, «ТАТМЕДИА» акционерлă обществăн департаменчӗсенче тата пичетпе массăлла коммуникацисен агентствинче тăрăшакансем... Фестиваль бульварӗ Хусанти илемлӗ вырăнсенчен инçе вырнаçманран – юнашарах «Казан» Çемье центрӗ (çынсем ăна Чаша тесе калама юратаççӗ), Кремльпе Казанка юханшывӗн илемлетнӗ çыранӗ те курăнсах тăраççӗ – пӗрре те пушă тăмасть. Халӗ те иртен-çӳренсем интереслӗ мероприяти пынине курса чарăнса тăрсах пăхрӗç, смартфонӗсем çине ӳкерчӗç.
Поэт Теччӗре «Çеçпӗл» псевдонимпа çырма пуçланă
Чăваш поэтне халалланă музыкăпа поэзи фестивалӗ палăртнă вăхăтра пуçланчӗ. Мероприятие «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова йӗркелесе ертсе пычӗ. Вăл пухăннисене малтан Çеçпӗл Мишши пирки кăшт каласа пачӗ, вăл чăваш халăхӗшӗн мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине ăнлантарчӗ. Унтан Чăваш наци музейӗн филиалӗ шутланакан Çеçпӗл Мишши музейӗн ертӳçи Антонина Андреева хăй ятарласа хатӗрлесе килнӗ «Яш кун-çулри сенкер тӗссем» куравпа паллаштарчӗ. Каласа хăвармалла – курава Çеçпӗл Мишшин пурнăçӗн Теччӗре пурăннă тапхăрне халалланă. Антонина Васильевна каласа панă тăрăх, Теччӗри виçӗ çул паллă поэт-революционерăн пурнăçӗнче чи çутă тапхăр пулнă. Шăп çакăнта вӗреннӗ чухне Михаил Кузьмин (Çеçпӗл Мишшин чăн хушамачӗ. – Ред.) пуçласа «Çеçпӗл» псевдонимпа сăвăсем çырнă, Хусанта тухса тăракан «Канаш» хаçатра пичетленнӗ. Çакăн çинчен тӗплӗн пӗлме куракансене питӗ интереслӗ пулчӗ.
Саламлакансен сăмахӗ – чи хакли
«ТАТМЕДИА» АО генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков хăй сăмахӗнче чăвашсем Тутарстанра питӗ хастар та туслă ӗçленине, Хусанта тата тăватă районта пилӗк чăвашла хаçат тухса тăнине палăртрӗ. Çакăн пек пуян тытăмлă фестиваль йӗркеленӗшӗн «Сувар» хаçатăн тӗп редакторне Ирина Трифоновăна мухтарӗ. Пӗлтӗр çак площадкăра чаплă, асра юлмалла «Медиа-Уяв» иртнине те аса илмесӗр хăвармарӗ. «Малашне те çакăн пек пӗр-пӗрне хамăр халăхсен культурипе, йăлисемпе, паллă çыннисемпе паллаштарсах тăрсан аван пулӗччӗ», – тесе вӗçлерӗ сăмахне Шамиль Мухаметович. Унтан Светлана Асамата, Антонина Андреевăна, Юрий Торговцевпа Надежда Полячихинăна «ТАТМЕДИА» акционерлă обществăн Тав хучӗпе чысларӗ.
Виктория Вышинская Хусан чăвашӗсене Чăваш Республикин Пуçлăхӗн, «Хыпар» Издательство çуртӗнче тухса тăракан пичет кăларăмӗсенче ӗçлекенсенчен питӗ пысăк салам каларӗ, суварçăсене «Тăван Атăл» журналăн Çеçпӗл Мишшине халалласа кăларнă номерӗсене парнелерӗ. Фестиваль пуçланиччен хăй «ТАТМЕДИА» АО ертӳçипе курса калаçни, малашне пӗр-пӗрин опычӗпе паллашса курăмлă ӗçлесси пирки калаçса килӗшни пирки каларӗ. ЧР Пуçлăхӗн хушăвӗпе Чăваш Енре те Тутарстанри пек пӗтӗм хаçат-журнала пӗрле пухакан медиацентр туса хума йышăннă иккен.
ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Р.Н.Валиуллин та чунтан саламларӗ «Сувар» ӗçченӗсемпе вӗсен хăнисене. Ренат Накифович Çеçпӗл Мишшин пурнăç çулне, пултарулăхне тӗплӗн пӗлни тӗлӗнтерчӗ. Унран Тутарстанри чăвашсем уявсене çӳллӗ шайра, çын тӗлӗнмелле ирттерни пирки каланине илтме те кăмăллă пулчӗ.
Сăвăсем янрарӗç, юрăсем шăранчӗç
Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалăх çамрăксен театрӗн артисчӗсем Юрий Торговцевпа Надежда Полячихина Çеçпӗл Мишшипе унăн савнийӗ Анастасия Червякова пӗр-пӗрин патне çырнă юратуллă сăвăсене чуна тивмелле вуласа пачӗç. Светлана Асамат вара хăй Çеçпӗл Мишшин сăввипе çырнă юрăпа паллаштарчӗ.
Поэзипе музыка фестивалӗ тесен, паллах унта сăвăсем те янрамалла, юрăсем те шăранмалла. Çеçпӗл Мишшин сăввисене Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ, Хусанти Халăхсен Туслăх Çурчӗн режиссерӗ Сильвия Чаркина, «Аталан» çамрăксен пӗрлешӗвӗн лидерӗ Артем Носков, ТР тата ЧР Писательсен союзӗсен пайташӗ Евгений Турхан вуласа пачӗç.
Юрлакансем вара мӗне тăчӗç! Хусанти чăваш пикисен Анжелика Еремеева ертсе пыракан «Ӗмӗт» ушкăнӗ вӗр çӗнӗ юрăсемпе тыткăна илчӗ – кашни шедевр! Лайăш районӗнчен килнӗ «Веснавея» ушкăнăн солистки Елена Корсакова юрланă чух ун çинчен куçа илме çук, вăлах «Сувар» хаçатăн гимнне шăрантарчӗ. Мероприятин сасă режиссерӗ, Лайăш районӗнчен килнӗ Фидаиль Валиуллин та пурте юратакан тутарла юрăсемпе савăнтарчӗ халăха. Хусанта кăна мар, Раççейӗпех паллă «Шану» этно-джаз ушкăнӗн солисткине Вера Кожемановăна та итлесе килентӗмӗр. Хусанти 19-мӗш гимназире вӗренекен, тӗрлӗ ача-пăча фестивалӗсемпе конкурсӗсен лауреачӗ Стефания Чаркина хăйӗн репертуарӗнчи чăвашла юрăпа тухса пурне те ташлаттарчӗ. Мероприятие Чăваш халăх артистки Августа Уляндина килни вара пуриншӗн те кӗтмен савăнăç пулчӗ. «Соцсетьсенче афиша куртăм та килсе курас терӗм. Пăхса лартăм-лартăм та – мероприяти питӗ кăмăллă, тухса юрламасан çылăх пулать капла терӗм», – терӗ Августа Васильевна. Куракансене икӗ юрă парнелерӗ.
Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче çитӗннӗ, Хусанти чи чаплă шоуменсенчен пӗри, туйсем, тӗрлӗ уявсем ертсе пыма ăста Николай Никоноров аллине микрофон тытсан вара нихçан вырăнтан хускалман каска пуканӗ те ташша ярӗ. Николай чăваш ташшин мастер-класне ирттерчӗ: тӗлӗнмелле хитре ташлаканскерӗн хусканăвӗсене хăвăрт вӗренме пулать. Николай куракансенчен тăватă арçынна суйласа илчӗ те вӗсене тӗрлӗ кӗвӗпе ташлаттарчӗ. Конкурса хутшăнакансем хăйсенче çапла талант пуррине маларах, тен, тавçăрман та пуль? Кашни «Сувар» хаçатăн парнине тивӗçрӗ.
Юлашкинчен мероприятие хутшăнакансем Светлана Асамат ертсе пынипе пурте пӗрле Çеçпӗл Мишшин «Хурçă шанчăк» сăввине харăссăн вуларӗç, асăнмалăх сăн ӳкерӗнчӗç. Чăвашсем çеç мар, ытти халăх çыннисем те «Сувар» мероприятине вӗçне çитиччен пăхса тăни фестиваль çӳллӗ шайра иртнине çирӗплетрӗ пуль тетпӗр. Паян кунчченех унта пулса курнисем «сирӗн мероприяти питӗ интереслӗ, тӗрлӗ енлӗ иртрӗ» тенине илтме кăмăллă пире.
Сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев