Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» хаçата 2024 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцин пӗтӗмлетӗвӗ

«Сувар» хаçата 2024 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцие редакци ӗçченӗсем паян тӳрӗ эфирта пӗтӗмлетрӗç (ăна хаçатăн «ВКонтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче пăхма пулать). Хальхинче редакци парнисене камсем тивӗçрӗç-ха? Паллаштаратпăр.

Чăвашла кӗнекесем


Зоя Аниськина (Аксу районӗ, Сергеевский) — К. Малышевăн «Ачалăхăм» кӗнеки;


Елена Кожеманова (Аксу районӗ, Беловка) — К. Малышевăн «Ачалăхăм» кӗнеки;


Наталья Ярушева (Аксу районӗ, Кивӗ Саврăш) — К. Малышевăн «Ачалăхăм» кӗнеки;


Лидия Квакова (Çарăмсан районӗ, Акрель) — О. Федорова тӗрлӗ çыравçăсен калавӗсене пухса хатӗрленӗ «Чӗре тӗпӗнчи туйăм» кӗнеке;


Ольга Бахтинова (Пăва районӗ, Чăваш Киштек) — О. Федорова тӗрлӗ çыравçăсен хайлавӗсене пухса хатӗрленӗ «Чӗре тӗпӗнчи туйăм» кӗнеке;


Маргарита Дементьева (Хусан) — А. Павловскаян «Саланнă кӗлте» кӗнеки;


Татьяна Алексеева (Анат Кама) — Н. Мартыновăн «Пурнăç урапи» кӗнеки;


Алевтина Платонова (Пăва районӗ, Пӳркел) — Ю. Николаеван «Вăрçă çăкăрӗ» кӗнеки;


Юрий Адъютантов (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи) — И. Тенюшевăн «Вӗсем виççӗн çеç юлчӗç» кӗнеки;


Сергей Григорьев (Çӗпрел районӗ, Кивӗ Йӗлмел) — Г. Антонова тӗрлӗ çыравçăсен хайлавӗсене пухса хатӗрленӗ «Йăкăнат авланать» кӗнеке;


Вячеслав Никифоров (Алексеевски районӗ, Чăваш Майни) — Х. Агиверӗн «Йӗпхӳри сасă» кӗнеки;


Зиновий Морозкин (Теччӗ районӗ, Чăваш Чакăлтăм) — А. Кибечӗн «Юлашки çыру» кӗнеки.

 

Ытти парнесем
Луиза Семёнова (Теччӗ районӗ, Чăваш Чакăлтăм) — чăваш тӗрриллӗ çыхнă пӗчӗк сумка;


Владимир Иванов (Çарăмсан районӗ, Вăтăр Юман Киремет) — кухньăра усă курмалли нумай функциллӗ процессор;


Николай Иванов (Аксу районӗ, Кивӗ Саврăш) — нумай функциллӗ терка; 


Валентина Игнатьева-Тарават (Ульяновск облаçӗ, Чăнлă районӗ, Аслă Нагаткин) — фен-щетка;


Полина Кириллова (Хусан) — йогуртница;


Анатолий Шихранов (Хусан) — мультиварка.

 

Тӗп парне
Лидия Чентаева (Çырчалли) — паровой швабра.


Çӗнтерӳçӗсене пурне те чӗререн саламлатпăр, хаçатăмăрпа туслă пулнăшăн тав тăватпăр. Малашне те çак туслăх çирӗпленсе çеç пырасса шансах тăратпăр. 


Парнесене редакцие килсе илмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: акция