«Сувар» хаçата çырăн та хаклă парнеллӗ пул!
2023 çулта пирӗн юратнă хаçатăмăр 30 çул тултарать. 30 çул тăршшӗпе «Сувар» Тутарстан чăвашӗсене çеç мар, ытти регионсенче пурăнакан йăхташăмăрсене те пӗрлештерсе тăрать. Çитес çул та хаçатăмăр юратнă вулакансене савăнтарсах тăрӗ, нумай ырă кӗтменлӗхсем пулӗç тепӗр çул. Çавăнпа çитес çул та хаçатсăр ан юлăр туссем. Малашне те пирӗн пӗрле пуласчӗ, çапла пулӗ те. Яланхи пек хаçата çырăннисен хушшинче вылянтару ирттеретпӗр. Пирӗн акцие хутшăнăр та хаклă парнеллӗ пулма васкăр! Çӗлемелли машинка кӗтет сире! Ун валли пурӗ те «Сувара» 2023 çулăн 1-мӗш çур çулне çырăнмалла та квитанцие редакцие ярса памалла. Положенире ун пирки йăлт çырса панă. Реклама АО «ТАТМЕДИА» 16+
И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев