Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» хăни – Анат Камăри 34-мӗш чăваш гимназийӗ!

Хаклă вулакансем! Ку эрнере сире Анат Кама хулинчи 34-мӗш номерлӗ гимназире ӗçлекен вӗрентекенӗсем хатӗрленӗ материалсемпе паллаштаратпăр. Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, ку вӗрентӳ учрежденийӗнче тӗпрен илсен чăваш ачисем вӗренеççӗ. Республикăри пӗр хулара та ачасене чăвашла вӗрентекен шкул урăх çук. 34-мӗш гимназире яланах ӗç вӗресе тăрать, ачасене тарăн пӗлӳ парас тесе ырми-канми тăрăшаççӗ кунта ӗçлекенсем. Педагогсен коллективне нумай çул ӗнтӗ Галина Анатольевна Ляхова ертсе пырать. Эппин паллашар-ха Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатăн пурнăçӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе.

1999 çулхи сентябрьте Анат Кама хулинче чăвашсен пӗрремӗш тата пӗртен-пӗр гимназийӗ уçăлчӗ (халӗ «Анат Камăри 34№ гимнази-интернат» муниципаллă бюджетлă пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учреждени). 2024 çулта гимнази 25 çул тултарчӗ. Çак çулсенче гимнази чăваш халăхӗн чӗлхипе культурине чӗртсе тăратас ӗçӗн чи активлă центрӗсенчен пӗри пулса тăчӗ, вăл Тутарстанра йышпа тата хастарлăхпа виççӗмӗш вырăн йышăнать.

Пирӗн гимназие ыттисенчен уйăрса тăракан паллăсем çаксем: пӗрремӗшӗнчен, вăл вӗрентӳпе воспитани тӗлӗшпе этнокультура компоненчӗллӗ; иккӗмӗшӗнчен, вӗренекенсемпе учительсен тӗп контингенчӗ – чăваш наци представителӗсем; виççӗмӗшӗнчен, вӗренӳ тата воспитани парас ӗçе ФГОСсене пурнăçланă условисенче пӗр этнокультура анлăшӗ тума янă. Гимназин этнокультура вӗренӳ анлăшне çакăн пек направленисем тăратнă: 

• тăван (чăваш) чӗлхепе литературăна 1-мӗш класран пуçласа 11-мӗш класс таран вӗренесси; 

• воспитани процесне этнопедагогика никӗсӗ çинче йӗркелесси, çав шутра, тăван чӗлхери активлă хутлăха аталантарасси урлă; 

• тутар чӗлхине 1-мӗшӗнчен пуçласа 11-мӗш класс таран тарăннăн вӗренни;

• хушма пӗлӳ тытăмӗнчи ăс-хакăлпа пурлăх культурин никӗсӗсене тӗпчесе вӗренесси тата алла илесси. Пирӗн гимназире çакăн пек занятисем пур: юнармеецсем, шăхличӗ, чăваш фольклорӗ, шурă алă, хореографи, кăсăк акăлчан чӗлхи, хамăр тăватпăр, ирӗклӗ кӗрешӳ, çемье çаврăнăшӗ, çамрăк музееведсем, оратор искусстви.  

Гимназире вырăс, тутар, мари тата ытти халăх ачисем те пӗлӳ илеççӗ. Тăватă чӗлхене – вырăс, тутар (100 проценчӗпех), чăваш тата акăлчан – киленсех вӗренеççӗ. Нумай çул хушши гимназире пӗлӳ  пахалăхӗ çирӗп шайра. 

Гимнази педагогӗсем муниципалитет, республика тата Пӗтӗм Раççей шайӗнчи тӗрлӗ конкурссене тухăçлăн хутшăнаççӗ:

– пуçламăш классене вӗрентекен И.И.Третьякова – Пӗтӗм Раççейри тăван чӗлхепе литература учителӗсен мастер-класӗсен çӗнтерӳçи (2022 çул); С.В.Козлова – Пӗтӗм Раççейри тăван чӗлхепе литература учителӗсен «Туган тел» конкурсӗн призерӗ («Туган тел», 2023 çул); О.С.Абдулкина – Пӗтӗм Раççейри тăван чӗлхепе литература учителӗсен «Туган тел» конкурсӗн лауреачӗ (2024); чăваш чӗлхине вӗрентекен Т.Н.Леонтьевăпа Л.П.Ильгузина – «Учитель-эксперт» республика конкурсӗн çӗнтерӳçисем (2022); физика учителӗ Р.И.Гайнуллина, акăлчан чӗлхине вӗрентекен А.М.Закирова – «Пирӗн çӗнӗ учитель» конкурс çӗнтерӳçисем (2022, 2023); химипе биологи учителӗ В.А.Разинова – Пӗтӗм Раççейри дидактика материалӗсемпе пособисен конкурсӗн çӗнтерӳçи (2023).

Коллективра педагогсен автор программисене туса хатӗрлесси, апробацилесси тата пурнăçласси çине пысăк тимлӗх уйăраççӗ.  Гимназире вӗренекенсемпе педагогсем тăван чӗлхесемпе наукăпа практика мероприятийӗсене, наци культурисен фестивалӗсене тухăçлăн хутшăнаççӗ. Педагогсен коллективӗ  ашшӗ-амăшӗпе тата гимназире вӗренекенсемпе куллен ӗçлет,  çавăнпа пысăк çитӗнӳсем тăватпăр та. Гимнази И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗпе те тачă çыхăнура. ЧПУ пирӗн гимназире кашни çулах регионсен хушшинчи «Мӗн? Ăçта? Хăçан?» ăс-хакăл вăййи йӗркелесе ирттерет. Унта Тутарстанри чăваш шкулӗсенче вӗренекенсем те, университет студенчӗсем те хутшăнаççӗ.

Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗпе пӗрле «Яковлев вулавӗсем» регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцине ирттеретпӗр, Чăваш Республикин Вӗренӳ аталанăвӗн центрӗпе пӗрле учительсем валли çавра сӗтелсемпе семинарсем йӗркелетпӗр. 

Гимнази регионсен хушшинчи инноваци площадки пулса тăрать: кунта тăван чӗлхене, халăхсен историйӗпе культурине вӗренме, пултарулăха аталантарма пӗтӗм услови пур. Гимназин педагогика коллективӗ ачасене тăван халăха, чӗлхене тата мăн асаттесен йăли-йӗркисене юратмашкăн вӗрентме тăрăшать.

 

Галина Анатольевна ЛЯХОВА, 

Анат Камăри 34№ гимнази-интернат директорӗ.

И.Кузьмина  сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Образование Нижнекамск