СУЙЛАНĂ ТЕМĂСЕМ ÇӖНӖ, ТӖПЧЕВСЕМ ТАРĂН
Раççей халăхӗсен чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗпе наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Раççей Федерацийӗн халăхӗсен чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗпе наукăпа практика конференцийӗ пулчӗ. Виççӗмӗш хутчен вăл Хусанти 180№ гимназире иртет. Кăçалхи наукăпа практика конференцине республикăри чăваш шкулӗсенчен пурӗ те 11 тӗпчев ярса панă. Чăваш Республикинчен – 1 ӗç. Ытти çулсенче Тутарстанран кăна 20-е яхăн, Чăваш Енрен 4-5 тӗпчев ӗçӗ ярса параканччӗ. Пӗлтӗр пандемие пула шкул ачисен вулавӗ иртменни лару-тăрăва улăштарчӗ-ши? Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсенчен нумайăшӗ конференцин положенийӗ килменнине пӗлтерчӗ. Ку ыйтупа ТР Вӗрентӳпе наука министерствине тухсан вӗсем кашни муниципаллă районăн вӗрентӳ уйрăмне ярса панине, сăлтавне унта шырамаллине каларӗç. Шкул администрацийӗ çырăва вăхăтлă курманнипе те мероприятие хутшăнмасăр юлнисем пур.
1 çӗнтерӳçӗ, 3 призер, 2 лауреат
Çапла Раççей Федерацийӗн халăхӗсен чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗпе наукăпа практика конференцийӗн финалне 12 вӗренекен тухрӗ. Çавсен хушшинче Аксу районӗнчен Снежанна Андреева (Кивӗ Ӳселӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, 8-мӗш класс, вӗрентекенӗ – Е.Н.Титова), Çӗпрелӗнчен тăваттăн – Милана Хубахова, (Чăваш Çӗпрелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, 10-мӗш класс, вӗрентекенӗ – В.Н.Петрова), Яна Шингарева (Совет Союзӗн Геройӗ С.А.Уганин ячӗллӗ Матакри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул, 9-мӗш класс, вӗрентекенӗ – М.И.Ермолаева), Ирина Мусаткина (Чăваш Çӗпрелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, 11-мӗш класс, вӗрентекенӗ – А.В.Артемьева), Анастасия Казакова (Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, 8-мӗш класс), Теччӗрен виççӗн – Денис Сидоровпа Полина Трофимова (Пăхăрçăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, 9-10-мӗш классем, вӗрентекенӗ – Г.А.Тимрюкова), Вадим Торгашов (Пухтелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, 7-мӗш класс, вӗрентекенӗ – А.Н.Торгашова), Пăваран иккӗн – Михаил Андреев (Тури Лашчинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, 9-мӗш класс, вӗрентекенӗ – Л.А.Андреева), Эвелина Панева (Альшихри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, 9-мӗш класс, вӗрентекенӗ – С.А.Мукасева), Элкелӗнчен – Дмитрий Советников (Кивӗ Матакри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, 10-мӗш класс, вӗрентекенӗ – О.П.Салюкова), Чăваш Енри Муркаш районӗнчен – Виктория Лоцманова (Ярабайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, 11-мӗш класс).
Шел пулин те, асăннă финалистсенчен Д.Сидоров, П.Трофимова, С.Андреева, В.Лоцманова, А.Казакова тӗрлӗ сăлтава пула хутшăнаймарӗç. Жюри вӗсене ку çула хатӗрленӗ ӗçӗсемпе çитес çулхи конференцие хутшăнма сӗнчӗ.
Çапла жюри пайташӗсем сакăр тӗпчев ӗçне итлерӗç. Ачасен вулавӗпе тӗпчев ӗçне «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова тата Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи чăваш уйрăмӗн директорӗ Сильвия Чаркина хакларӗç.
Иртнӗ çулхисемпе танлаштарсан кăçал шкул ачисем питӗ те интереслӗ, халиччен çӗклемен темăсене хускатнă: ача-пăча вăййисен хăйне евӗрлӗхӗ, хӗр йӗрри, халăх сӑмахлӑхӗнчи тата йӑла-йӗркери мунча вырӑнӗ, чăваш литературинчи фантастикăлла хайлавсем, Уяв йӗрӗпе, тӗрлӗ чӗлхери тӗн-тӗшмӗше танлаштарни, чăваш халăхӗн тӗлӗк уççи, Петӗр Хусанкай пултарулăхӗ çинчен тата ытти те. Тӗпчев ӗçӗсен пахалăхӗ ӳсни те курăнать.
Жюри пайташӗсем наукăпа практика тӗпчевӗсене вӗсене наукăпа публицистика чӗлхипе çырнинчен пуçласа ăна мӗнле хӳтӗлени, тӗпчев ӗçӗнче вырăнти материалсемпе (музейри информаци (пур пулсан), ваттисемпе калаçни, шкул ачисен хушшинче йышăннă темăпа ыйтăм е тӗпчев ирттерни тата ытти те) усă курни, темăна классификацилесе пур енлӗн тишкерни, презентаципе усă курни, ыйтусене хуравлани таранах шута илчӗç.
ТР Вӗрентӳпе наука министерстви кашни наци секцийӗ валли çӗнтерӳçӗсене палăртма уйрăм квота йышăннă. Унпа килӗшӳллӗн, чăваш секцийӗнче пӗр çӗнтерӳçе, виçӗ призера тата икӗ лауреата палăртмаллаччӗ. Çапла çӗнтерӳçӗ ятне Эвелина Панева тивӗçрӗ. Чăваш литературинчи фантастикăлла хайлавсем темăна вăл питӗ тарăн тишкернӗ, хӳтӗлеме те лайăх хӳтӗлерӗ. Призерсем Милана Хубахова, Михаил Андреев, Вадим Торгашов пулчӗç. Яна Шингаревăпа Ирина Мусаткина – лауреатсем. Саламлатпăр!
Тӗрӗссипе каласан, финала тухнисем – пурте çӗнтерӳçӗсем. Кашнин ӗçӗ ТР Вӗрентӳпе наука министерстви çулсерен шкул ачисен наукăпа практика тӗпчевӗсемпе кăларакан сборника кӗрет. Ку хăйне пысăк çитӗнӳ.
Вырăс шкулӗсем валли хатӗрленӗ кӗнекесем чăваш чӗлхине вӗрентме юрăхсăр
Каласа хăвармалла, кăçалхи мероприяти онлайн-форматпа Zoom-ра иртрӗ. Шкул ачисен вулавне хакланă хыççăн жюри пайташӗсен чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе те калаçса илме май пулчӗ. Калаçакансен шутӗнче Чăваш Çӗпрелӗнчи шкул директорӗн вӗрентӳ енӗпе çумӗ тата чăваш чӗлхине вӗрентекен Валентина Петровăпа Матак шкул директорӗ тата чăваш чӗлхине илсе пыракан Марина Ермолаева пулчӗç. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, чăваш чӗлхине вӗрентессинчи чи çивӗч тема вăл – вӗрентӳ кӗнекисемпе методика пособийӗсем çитсе пыманни. Асăннă вӗрентекенсен сăмахӗсемпе, вӗсене ТР Вӗрентӳ министерствинчен кӗнекесем çитнӗ, анчах пурте чăваш чӗлхине вырăс шкулӗнче вӗрентмеллисем.
– Пире пӗтӗмпех вырăс шкулӗнче вӗрентмеллисем килчӗç. Эпир кун пек тăван чӗлхене пӗтерсе пыратпăр-çке? Мӗн те пулин тумалла вӗт, – пăшăрханчӗ Валентина Николаевна.
– Шупашкара чăваш чӗлхипе олимпиадăна кайсан министерствăра ӗçлекенсенченех чăваш грамматикине вӗрентни кирлех те мар, калаçма вӗрентесчӗ тенине илтрӗм. Мӗнле-ха капла? Кун пек эпир чӗлхене пӗтеретпӗр, – ӗçтешӗпе килӗшрӗ Марина Ивановна.
Ку чăннипех паянхи пысăк проблема. Ăна ЧР Вӗрентӳпе çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Ен ертӳçисем курмасан пирӗн улăштарма май çук. Хамăрăн вӗрентӳ пособийӗсем кăларма тытăнсан кăна. Чăваш Ен Пуçлăхӗ те грамматика пире кирлӗ мар тесе калать те. Тепӗр чăрмав – ЧР Вӗрентӳ министерстви чăваш чӗлхине вӗрентмелли пособисене федераллă перечене кӗртменни. Унсăрăн Тутарстан хăйӗн чăваш шкулӗсем валли кӗнеке туянса параймасть. Ку ыйтăва Шупашкара кайсан чи çӳллӗ шайра çӗклерӗмӗр те – проблемăна татса парассине кӗтсе илейӗпӗр-ши?
Хамăрăн проблемăсене эпир ТР Вӗрентӳпе наука министерствин наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн специалисчӗсене те çитертӗмӗр. Вӗсем çывăх вăхăтра республикăри наци шкулӗсенче тăван чӗлхе урокӗсене вӗрентессипе онлайн-конференцисем ирттерессине пӗлтерчӗç. Ăна чăвашсенчен пуçласшăн. Хамăр енчен конференцие ЧР Вӗрентӳпе çамрăксен политикин министерствин ӗçченӗсене, чӗлхеçӗсене тата вӗрентӳ кӗнекисен авторӗсене явăçтарма ыйтрăмăр. Вӗсем пирӗн сӗнӗве йышăнчӗç.
Ирина ГОРДЕЕВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев