СВЕТЛАНА АСАМАТ ПУЛТАРУЛĂХ ÇУЛÇӲРЕВӖНЧЕ
Чăваш халăх поэчӗ кашни тӗлпулура хăйӗн çичшер кӗнекине парнелерӗ
Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул тата Чăваш писательсен союзӗ йӗркеленсе кайнăранпа 100 çул çитнине палăртса Чăваш халăх поэчӗ Светлана Асамат Тутарстанпа Ульяновск тăрăхне килсе кайрӗ. Унăн тӗллевӗ – шкул ачисемпе тӗл пулса И.Я.Яковлев, Писательсен союзӗ, чăваш чӗлхи тата литератури çинчен каласа парасси, хăйӗн тӗрлӗ енлӗ пултарулăхӗпе паллаштарассиччӗ.
Хаклă хăнана Çӗпрел районӗнче кӗтсе илтӗмӗр. Автобус çинчен ансанах хăнана хам çуралнă яла – Çӗнӗ Йӗлмелне – илсе кайрăм. Пире вăтам шкул директорӗ В.А.Мискин ăшшăн кӗтсе илчӗ. Ачасемпе тата вӗрентекенсемпе ялти клубра тӗл пултăмăр (заведующийӗ Н.В.Макарова).
Кунта Светлана Васильевна Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн председателӗнчен Улькка Эльменрен пысăк салам илсе килнине пӗлтерчӗ, союз çинчен каласа пачӗ. Унтан тăван чӗлхе пӗлтерӗшӗ çинчен сăмах хускатрӗ, хăйӗн кӗнекисемпе паллаштарчӗ, сăввисене вуларӗ. Светлана Асамат – поэт çеç мар, юрăçă та, музыкант та. Вăл сцена çинче хăй кӗвӗленӗ юрăсене баян каласа юрларӗ, хăйне Виталий Адюков парнеленӗ шăхличпе тӗрлӗ кӗвӗ каларӗ. Пӗр-пӗччен – пӗр оркестр! Ачасене те мероприятие хутшăнтарма манса каймарӗ. Тăватă ачана тăватă шăхлич пачӗ, хăй вара баянпа ташă кӗвви пуçларӗ. Ачасем ун хыççăн шăхличпе шăхăрса пычӗç. Пӗтӗм зал кӗрлерӗ çак вăхăтра, алă çупрӗ.
– Сирӗн пек пултаруллă çынна курма питӗ хавас, тӗлӗнтерсе хăвартăр, пирӗн пата тата килӗр! – тесе ăсатрӗç çӗнйӗлмелсем сумлă хăнана.
Тутарстан çӗрӗнчи тепӗр тӗлпулу Пăва районӗнчи Чăваш Киштек шкулӗнче иртрӗ. Светлана Васильевна унта Ульяновскри Чăваш культура центрӗн заведующийӗпе И.В.Гавриловăпа тата «Канаш» хаçатăн журналисчӗпе Е.Г.Алексеевăпа пӗрле çитрӗ. Тӗлпулу шкулта (директорӗ Н.В.Емельянова) иртрӗ. Чăвашкиштексем хăнасене çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç, экскурси ирттерчӗç, таврапӗлӳ музейӗпе, «Асанне кӗтесӗпе» паллаштарчӗç, чăваш чӗлхипе литература кабинетне илсе кӗрсе кăтартрӗç. Учреждени завучӗ Л.В.Никитина Светлана Васильевнăн пултарулăхӗпе хăтлав хатӗрленӗ. Пурте пӗрле Светлана Асамат юррисене юрларӗç.
Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче те Чăваш халăх поэтне хапăл туса кӗтсе илчӗç. Ял клубне ачасем, вӗрентекенсем, çаплах ял халăхӗ те пухăнчӗ. Чи малтан сумлă хăна умӗнче шкул ачисем хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç, сăвă каларӗç, юрларӗç. Клуб заведующийӗ Н.Н.Клементьева хăйӗн сăввине вуласа пачӗ. Юлашкинчен куракансем умне тухса темиçе çын тав сăмахӗ каларӗ, вӗсем тӗлпулупа кăмăллă юлнине пӗлтерчӗç. Çӗпрел районӗнчи культура уйрăмӗ хаклă хăнана Тав çырăвӗпе чысларӗ.
Светлана Васильевнăна Ульяновск облаçӗн чăвашӗсем те пӗтӗм кăмăлтан кӗтсе илчӗç. Чăнлă районӗнчи Кивӗ Улхашра, Ульяновск хулинчи 47-мӗш тата 57-мӗш шкулсенче, Çӗнӗ хулари «Ниме» культура центрӗнче, Новоульяновскри «Чӗкеç» чăваш культура центрӗнче тӗлпулусем иртрӗç. «Ульяновская правда» медиахолдинг студийӗнче Çӗнӗ Шупашкартан килнӗ хăнапа телекăларăм та ӳкертӗмӗр.
Светлана Асамат Шупашкара каякан автобуса ларас умӗн республика тулашӗнчи чăвашсемпе тӗл пулма татах та кăмăл пуррине пӗлтерчӗ.
Пурӗ çичӗ тӗлпулу палăртнăччӗ, Новоульяновск чăвашӗсем ыйтнипе саккăр та пулса кайрӗ. Светлана Васильевна кашни çӗрте хăйӗн çичӗ кӗнекине парнелесе хăварчӗ (асамат кӗперӗ çичӗ тӗсрен тăрать-çке).
Ку тӗлпулусем куракансемшӗн мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртса «Ниме» ушкăн чатӗнчи темиçе йӗркене çеç илсе кăтартатăп (унта нумай çын тав сăмахӗ çырнă): «Çын чӗрисем патне çакăн пек пултарулăх кӗперӗ хывнăшăн Асамата пысăк тав. Питӗ талантлă çын, чунӗпе те илемлӗ. Вăл тӳрех пирӗн чӗресене кӗрсе ларчӗ. Ку тӗлпулусем ӗмӗрлӗхе асра юлӗç. Асамат пурнăçа юратма вӗрентекен, хăйӗн юратнă ӗçне парăннă çын. Унра хавхалану туйăмӗ тапса тăрать. Вăл – чăваш халăхӗн мухтавӗ».
Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.
Е.Алексеева сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев