Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Свияжск утрав-хулара кимӗсен парчӗ пулать

Атăл пирӗншӗн юханшыв кăна мар – пурнăç йӗрки. Шăпах çавăнпа Свияжск хула-утрав Атăл хӗрринче пурăнакансен йăлисене, вăййисемпе апат-çимӗçне, ал ӗçне сыхласа çамрăк ăрăва парса хăварас шутпа августăн 5-6-мӗшӗсенче (11 сехетрен пуçласа 18 сехетчен) «Халăх кимми» фестиваль ирттерет.

Шучӗпе вăл виççӗмӗш. Икӗ куна тăсăлакан фестивальте 2021 çулта 17 пин çын пулса курнă. Кăçал та хăнасем нумай килессе шанаççӗ йӗркелӳçӗсем. Сумӗ çулсерен ӳссе пынăран, тен, малашне кăмăл пур кашни çынах лекеймӗ те унта. Утрав-хула кунран ытларах çынна шăнăçтараймасран шикленеççӗ. Тӗрӗссипе, фестиваль августăн 5-6-мӗшӗсенче мар, кăшт маларах пуçланать. 3-4-мӗшӗсенче «Çырма пурнăçӗ» наукăпа практика конференцийӗ иртет. Атăлçи тăрăхӗнчи кимӗ тăвакансем, экологсем, вырăс кухнин ăстисем, фольклористсем терлӗ темăна сӳтсе явӗç унта.

Фестивалӗн программи кăçал та анлă, вăл икӗ пайран тăрать. Пӗри утрав-хула территорийӗнче иртет пулсан, тепри – шывра. Фестивале августăн 5-мӗшӗнче 12 сехетре Атăлçи тăрăхӗнчи кимӗ ăстисем ăсталанă паруслă кимӗсен парачӗ уçать. Хальлӗхе пӗтӗмпе 15 кимӗ хутшăнасси паллă. Киммисене трейлерсемпе илсе килекенсем те, юханшыв тăрăх ишсе килекенсем те пур. Марий Элри Козьмодемьянск хулинчи «Юнг» команда, тӗслӗхрен, хăй ăсталанă 11 метр вăрăмăш «Ушкуй» кимӗпе авăсса ишсе килме хатӗрленет. Сăмах май, фестивальте кимӗсемпе ярăнма май пур, кун валли кимӗсен капитанӗсем патне кăна пымалла. Çаплах сап-бордсен прокачӗ те ӗçлӗ. Йӗркелӳçӗсем шантарнă тăрăх, фестивале курма кăна мар, хутшăнма та пулать. Кимӗпе авăсса ишессипе командăсен хушшинче ăмăрту иртет. Командăсене вара çыр хӗрринчех пухӗç. Кунсăр пуçне бурлаксем пек кимӗсене вӗренпе туртассипе те вăй виçме пулать.

Типçӗр çинче иртекен пайӗ те интереслӗ пуласса шантарать программа. Çитменнине концерт тата театр коллективӗсем валли кăçал ятарласа Атăл çинче 19 ӗмӗрте çӳренӗ карап евӗр 9 метрлă сцена туса хунă. Концерт программине йăлтах Атăла халалланă. Пултарулăх ушкăнӗсем Самара, Ульяновск, Киров облаçӗсенчен килӗç. Концерт программине тӗрлӗ жанрлă юрă-кӗвӗ кӗнӗ, çав шутра классика та. Куракансене паллă вырăс фолкӗн ăсти Сергей Старостин, Александр Маточкин этно-юрăç, «Медвежий угол», «Митьки» ушкăнсем тата романс ăста шăрантаракан Юлия Зиганшина хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарӗç. Çаплах театр юратакансене спектакль кӗтет.

Фестивалӗн «тутлă пайӗ» те халăха килӗшмелле. Çав кун унта Атăл тăрăхӗн кухни хуçаланӗ. 721 № дебакардер çинче вырăс кухнин эксперчӗ, паллă повар «Спас» телеканалăн ертӳçи Максим Сырников мастер-класс-дегустаци ирттерет. Вăл пулăран апат хатӗрлеме вӗрентӗ. Фуд-кордра вара Санкт-Петербургран ятарласа чӗннӗ шеф-повар, «Битва шефов» телекăларăм çӗнтерӳçи, хăйӗн апачӗпе сăйлӗ.

 Çапла вара фестивальте кимӗ тăвассинчен пуçласа апат пӗçересси таран пурӗ 25 мастер-класс ирттерме палăртнă. Ал ăстипе ремесла ярмаркки пӗчӗкех пулмӗ. Унта тӗрлӗ регионтан пурӗ 40 ăста хăйӗн продукцине сутма килме кăмăл тунă. Йӗркелӳçӗсем фестивальте чи пӗчӗккисене те кичем пулмасса шантараççӗ. Çавăнпа кăмăл пуррисене пурне те кӗтеççӗ.

Свияжск утрав-хулара иртекен мероприятие августăн 5-6-мӗшӗсенче Хусанти цирк патӗнчен ирхине 9 сехетре Хусан– Свияжск– Хусан маршрутпа ятарлă автобус каять. Электричкăпа пыракансене «Сивяжск» станцире автобус кӗтет. Анчах вырăнсем шутлă кăна, çавăнпа билетсене маларах çак сайтсенче туянмалла:

1.Казань-Свияжск-Казань трансфер https://ostrov-sviyazhsk.timepad.ru/event/2512629/

2. «Свияжск» станцирен автобус   https://ostrov-sviyazhsk.timepad.ru/ev

Программăпа https://ostrov-sviyazhsk.timepad.ru/ev  сайтра паллашма пулать.

(Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество