ШЫВ-ШУР САНИТАРӖ
Çанталăк лайăх тăрсан пăрчкан çăвӗпе икӗ хутчен те чӗпӗ кăларма пултарать
Пăрчкан – вăрăм ураллă, хӳрине пӗрмай вылятакан, çерçирен кăшт кăна пӗчӗкрех вӗçен кайăк. Вӗсем икӗ тӗрлӗ, пирӗн тăрăхра шурă тата сарă тӗслисем тӗл пулаççӗ.
Пурин те çунаттисем çинче вӗçевре урлă икшер шурă йӗр йӗркелекен шурă пăнчăсем пур. Пӗкӗ евӗр авăнса вӗçеççӗ вӗсем, вăрăм хӳрине тăрук сарса анса лараççӗ. Апат пухнă чух, вӗçевре ялан хăйне евӗр сасă кăлараççӗ. Хитре те, япăх та теме çук çак янкăр уçă сасса. Шыв-шур, хирсен хӗррисенче, пурăнмалли çуртсен çывăхӗнче йăва çавăрма пултараççӗ. Ытти пӗчӗк вӗçен кайăксем пекех хурт-кăпшанкăпа тăранса пурăнать. Çавăнпа ытларах йăва çавăрма шыв-шурсен чăнкă çыранне суйлать, мӗншӗн тесен кунта апат çителӗклӗ. Хурт-кăпшанка сывлăшра та тытаять. Çуркунне пăр кайнă чухне уйрăм пăр катăкӗсем çинче ларнине те курма пулать, апат шырать иккен вăл унта.
Пирӗн тăрăха пăрчкан апрель уйăхӗн пӗрремӗш декадинче вӗçсе килет. Тӗслӗхрен, 2016 çулта апрелӗн 3-мӗшӗнче, 2017, 2019 çулсенче 4 – 10-мӗшӗсенче, кăçал 4-мӗшӗнче килнине асăрхарăм. Сăмах май, çак вăхăтра хурт-кăпшанкă вӗçмест-ха, çавăнпа çырма-çатрасенче апат шырать вăл. Çавăншăнах пăрчкана шыв-шурсен санитарӗ тенӗ пулăттăм эпӗ.
Ача чухне çуллахи каникулсенче Чăваш Енри Енӗш юханшывӗ хӗрринче ӗне кӗтеттӗм. Ун урлă хывнă йывăç кӗпер пурччӗ унта. Урлă хунă юман пӗренесен çурăкӗсенче çулсерен йăва çавăрса чӗпӗ кăларатчӗç. Йăва валли кунран лайăх вырăн та çукчӗ-тӗр таврара, шыв çийӗн 4 метр çӳллӗшӗнче вырнаçнипе пӗр чӗрчун та хăратаймастчӗ вӗсене. Йăва çавăрма вырăн шыранă чух шăпах хăрушсăрлăха тӗпе хурать вӗт пăрчкан. Тăшманӗсем вара чăнах та сахал мар: ула курак, чакак, куккук, кушак... Хăрушлăх йăва çумне çывхарнине асăрхасанах канăçсăрланма пуçлать – вырăнтан вырăна вӗçет, хурлăхлăн кăшкăрса ыттисене чӗнет. Кӳршисем хăрушлăх иртсе каймасăр та хăйсене кăна хăвармаççӗ. Куккуксем ыттисенчен те ытларах тарăхтараççӗ пăрчкана, хуçисем çук чухне йăпăрт кăна йăвана кӗрсе хăй çăмартине хурса хăварма пултараççӗ. Куккук мӗн шухăшпа çӳренине лайăх чухлать пăрчкан, çавăнпа курсанах канăçсăр сасă пама тытăнать те.
Май уйăхӗн пуçламăшӗнче ами 3–5 çăмарта туса пусма ларать. Çак вăхăтра аçи тăрантарса тăрать. Ами хăй йăваран сайра-хутра кăна тухкалать.
Чӗпписем тухсан иккӗшӗ те çитерме пикенеççӗ. Тӗслӗхрен, чӗпписем валли мăшăр ирхине 5 сехетрен пуçласа 21 сехетчен пӗр чарăнмасăр хурт-кăпшанкă сӗтӗрет. Пирвайхи сехетӗнче кăна – 24, иккӗмӗшӗнче – 26, 16 сехетре пурӗ 384 хутран кая мар йăвана каллӗ-маллӗ хутлать. Çавăнпа та пуль чӗпписем хăвăрт ӳсеççӗ пăрчканăн, май уйăхӗн вӗçӗнчех тăван йăваран вӗçсе тухса хăйсем тӗллӗн пурăнма тытăнаççӗ, çапах та ашшӗ-амăшӗпе çыхăнăва татмаççӗ-ха. Çанталăк лайăх тăрсан пăрчкан çăвӗпе икӗ хутчен те чӗпӗ кăларма пултарать. Çырмана шыв ӗçме аннă ӗне çурăмӗ çинчи вăрăм тунана мӗнле тытнине е çӳп-çапра хурт-тавраша нине сăнама шутсăр кăсăк.
«Казаньпромстрой» трестра ӗçленӗ чухне пирӗн базăн территорийӗнче çӗмрӗк ЗИЛ-130 кран ларатчӗ. Вӗçен кайăксемпе интересленнине кура крановщик мана чӗнсе илчӗ те капот айӗнче пӗр мăшăр пăрчкан тирпейлӗн йăва çавăрнине кăтартрӗ. Унта тăватă чӗпӗ те пурччӗ. Сасă илтсенех апат кӗтсе çăварӗсене карчӗç пӗчӗкскерсем. Чӗпписем патне двигателӗн аялти пайӗ тӗлӗнчен вӗçсе кӗретчӗ мăшăр пăрчкан. Мӗншӗн çак вырăна килӗштернине хăйсем кăна пӗлетчӗç-тӗр вӗсем.
Вăхăт иртнӗçемӗн крана юсарӗç те унпа вакунсем тиеме-пушатма тытăнчӗç. Пăрчкансемшӗн вара ним те улшăнман тейӗн, чӗпписем валли апат унччен мӗнле сӗтӗрнӗ, малаллах сӗтӗрчӗ. Вăхăт хăй еккипе шурӗ, пирӗн «квартирантсен» те вӗçсе кайма вăхăчӗ çитрӗ-тӗр. Крановщик Алексей пӗррехинче пирӗн вӗçен кайăксен йăви пушшине каларӗ.
Пăрчкан кӗркунне, шăнкăрчсем пекех, пысăк ушкăна пуçтарăнса ăшă еннелле вӗçсе каять. Африкăри Нил юханшывӗн хӗрринче хӗл каçать иккен. Хăвăрт вӗçеймесен те, яланхи вырăна чиперех çитет.
Альберт КОЛЬЦОВ.
Автор ӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев