Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«СЫВĂ, АПЛА ПУРĂНАТПĂР-ХА...»

Фронт линийӗ те, вăрçă нуши те эпир шутланă пек аякра мар.

 

Мартăн 1-мӗшӗнче «Татмедиа» информаци агентствин фойинче Михаил Юрьевич Захаров фотографăн Донбасри командировкăри сăнӳкерчӗкӗсен куравӗ уçăлчӗ. Фронт çывăхӗнчи çурма ишӗлнӗ хулан сăнӗ хăйех çурăм тăрăх сивӗ чуптарать-ха, çапах та фотохудожник хăй ӗçӗпе пит кăмăллах юлманни палăрчӗ: «Лайăхрах та, нумайрах та ӳкернӗ пулăттăм...» – терӗ вăл шухăшлăн. Çапла калать-тӗк, кадра кӗменни нумай. Аса илтеретпӗр, «Татар-информ» информаци агентствин журналисчӗпе Светлана Беловăпа Михаил Захаров фотокорреспондент нумай пулмасть Донбасран командировкăран таврăнчӗç. Фронт çывăхӗнчи пурнăç çинчен журналистсене каласа пачӗç.

Украинăри ятарлă çар операцийӗ пуçланнă кунранах «Татар- информ» çак темăна тӗрлӗ енлӗ çутатать: салтаксемпе офицерсен паттăрлăхӗ, мобилизаци, гуманитари пулăшăвӗ тата ытти те. Темăна урлă та пирлӗ пӗлсе çитнӗ пек, çапах та Светлана Беловăшăн ку çителӗксӗр иккен, вырăна кайса килмех шутланă вăл. 

– Пытармалли çук, пиртен нумайăшӗшӗн вăрçă тытăçăвӗ таçта-таçта аякра, 1,5 пин çухрăмра кăна пырать пек туйăнать. Çавăнпа командировкăна Раççейӗн мирлӗ территорийӗсенче пурăнакансене вăрçă нуши эпир шутланинчен чылай çывăхраххине, тахçанах кашни çемьене тенӗ пекех пырса шакканине аса илтерес тӗллевпе кайрăм, – командировкăн тӗп тӗллевӗпе паллаштарчӗ Светлана Белова.

Кун пек командировка яланхисеннин йышӗнчен мар, каяс тенипех кайма çук унта, ятарлă хатӗрленӳ кирлӗ тата ирӗк илмелле, илсе каякана, илсе çӳрекене тупмалла. Светлана Белова каланă тăрăх, вӗсене ку енӗпе Хусанти Серафим Саровский храмăн православи волонтерӗ, Мария Ефремова фотограф пулăшнă. Мария пӗлтӗр ноябрьтенпе Донбасри мотострелоксен батальонӗнчи медиксен взвочӗ, мирлӗ халăх валли уйăхне пӗрре гуманитари пулăшăвӗ леçет иккен. Ырă çынсем пулăшнипе вăл взвода хирурги лампи, дизель генераторӗ, ноутбук тата аманнисене турттарма «УАЗ» автомобиль туянса панă. Шăпах Мария Ефремовăпа пӗрле çула тухнă та пирӗн ӗçтешсем.

– Хăрушсăрлăхпа пире «Татмедиа» тивӗçтерчӗ, Мишăпа иксӗмӗр ятарлă инструктаж та иртрӗмӗр. Унта каймалли аптечка та яланхи командировкăрисенни пек мар, кашни хатӗрӗн хăйӗн тӗллевӗ. Телее, кирлӗ пулмарӗ, – терӗ Светлана Белова кун пирки. Темиçе çул каялла Мускавра Халăхсен хушшинчи Хӗрлӗ Хӗрес обществи çумӗнче журналистсем валли хатӗрленӗ 10 кунлăх хăрушсăрлăх курсне иртни ку командировкăра питӗ кирлӗ пулнине асăнчӗ журналист. Фронт çывăхӗнче, çитменнине кунӗн-çӗрӗн лăпланман артиллери сассипе 5 кун пурăннă вӗсем. Çак вăхăтра Лисичанск хулинче, ун çумӗнчи хула-поселоксенче çар çыннисемпе те, вырăнти халăхпа та, Лисичанск больницинче ӗçлекен хамăр тухтăрсемпе те тӗл пулса калаçнă. Камера çине кăна йăлтах çыртарайман. Фотографăн та ăнăçлă ракурс пирки манма тивнӗ.

– Унта хăв тӗллӗн пăхса çӳрейместӗн. Мӗншӗн тесен камера йăтса утакансем патне ыйтусем нумай: «Ăçта, кам янă, мӗн валли?..» Çакăн пек ыйтусем ан пулччăр тесе пире çар çыннисем ертсе çӳрерӗç те. Кун пек чух мӗн тата мӗнле ӳкересси пиртен кăна килмест, – тăсăлчӗ малалла калаçу. 

Çакăн пек вăхăтра усал шухăшлисем нумай. Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан видеорепортажа е ролике курсан неонацистсем çав вырăна пӗр шелсӗр пенӗ иккен.

 – Вырăнти çынсем пирӗнпе уççăнах калаçрӗç, хăйсен килне кӗртсе кăтартакансем те пулчӗç, анчах камерăсăр – снаряд вӗçсе килесрен шикленеççӗ. 10 çул артиллери сассине итлекен çынсем ку лару-тăрăва та хăнăхса çитнӗ. Паллах, хитре тăхăнасси, ăçта канасси çинчен мар вӗсен шухăшӗ, ӗçме шыв, хутма вутă тупасси хумхантарать. «Сывă, апла пурăнатпăр-ха», – теççӗ ниме пăхмасăр хăйсем. Лавккисем те пирӗннисенчен уйрăлса тăраççӗ. Çӳлӗксем çинче çав лару-тăрура пурăнма чи кирлӗ хатӗрсем ытларах. Эпир пулнă хула Ешӗлвар пысăкăш кăна, унта малтан 10 пин çын пурăннă пулсан, халӗ 2-3 пинрен ытла мар. Ниçта кайма çуккисем, ватăсемпе чирлисем юлнă. Вӗсенчен те хăшӗ-пӗрин кăна 10-шар пин тенкӗ пенсийӗ пур, нумайăшӗ ăна та илеймест, мӗншӗн тесен докуменчӗсем çухалнă. Шăп вӗсем Мария пек волонтерсен пулăшăвӗпе кăна пурăнаççӗ те. Ку хулара икӗ çул ӗнтӗ пӗр шкул та ӗçлемест. 100 пин çын пурăнакан Лисичанскра та хальхи вăхăтра çынсем 30 пин кăна. Ачасен сывлăхне тӗрӗслеме майсем туса панăшăн çынсем Тутарстана тав тăваççӗ. «Хусан – Лисичанска» тесе çырнă шурă пысăк фурăсене çав тери кӗтеççӗ. Эпир Лисичанскра хамăр тухтăрпа, ача-пăча психологӗпе калаçрăмăр. Мӗнрен ытларах хăраççӗ кунти ачасем тесе ыйтсан: «Ача вăл ачах, тӗттӗмрен хăрать», – терӗ кӗскен.

«Хăрушăччӗ-и? Снаряд вӗçсе килнине сисме пулать-и? – текен ыйтусене Светлана Белова: «Ухмах кăна хăрамасть. Снаряд сассине уйăрса çитмелӗхех пурăнмарăмăр», – çурма шӳтлӗн хуравлама пăхрӗ пулсан та йывăр шухăшпа килни сисӗнчӗ. «Фронт линийӗ те, вăрçă нуши те эпир шутланă пек аякра мар иккен, шăпан пӗр пăрăнăçӗ кăна кирлӗ – эсӗ те ун пек лару-тăрăва лекме пултаратăн. Çак чикӗ питӗ черчен», – терӗ журналист тарăн шухăшлăн. 

Донбаса каяс шутлă журналистсем пулсан, малтан хăвна унти лару-тăрăва хатӗрлемеллине каларӗ Светлана Белова, мӗншӗн тесен курăну çемçе кăмăллисем валли мар иккен. «Хаклă аппаратура мар, батарейки нумая чăтакан пӗчӗк фонарик илме ан манăр. Вăл унта чи кирли», – сӗнчӗ Михаил Захаров та.

Вилӗмпе кашни кун куçа-куçăн тӗл пулакан вырăнти халăх ку лару-тăрăва хăнăхсан та мирлӗ пурнăç çитессе, вăрçă хăвăртрах чарăнасса çав тери кӗтет.

Ирина КУЗЬМИНА.

М.Захаров сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев