Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сывă ашшӗ-амăшӗн ачи те сывă

Çитӗнсе çитнисем валли пӗтӗмӗшле диспансеризаци иртнӗ вăхăтрах репродуктивлă сывлăха та тӗрӗслеме пулать

Раççейре чи пӗрремӗш диспансеризаци 1923 çулта Мускавпа Мускав кӗпӗрнинче пурăнакансен хушшинче иртнӗ. 1920-мӗш çулсен вӗçнелле массăллă диспансеризацие йышлă диспансерсем улăштарнă.

Апла пулин те халăхра диспансеризаци ирттерме хăтланнисем темиçе те пулнă çӗршыв историйӗнче. 1986 çулта поликлиникăсенче профилактика кабинечӗсене уçнă. Халӗ çӗршывӗпе граждансен çулӗсене шута илсе иртекен диспансеризаци вара 2013 çулта «Сывлăх» наци проекчӗн витӗмӗпе пуçланнă. Çитӗннисен диспансеризацине 18-39 çулсенчисем. 40 –75 çултисем кашни çулах иртеççӗ.

Кăçал Тутарстанра 1 миллион та 450 пин ытла çын диспансеризаци иртнӗ.  Çакăн çинчен «Татар-информ» информаци агентствинчи пресс-конференцире ТР Сывлăх сыхлав министерствин профилактика пулăшăвне паракан уйрăмăн пуçлăхӗ Е.Д.Хафизова, ТР Сывлăх сыхлав министерствин репродуктивлă сывлăх енӗпе штатра тăман тӗп специалисчӗ Ф.М.Сабирова, ТР Сывлăх сыхлав министерствин медицина профилактикипе  штатра тăман тӗп специалисчӗ Л.И.Фейсханова каласа пачӗç.

Диспансеризацин тӗп тӗллевӗ – сывлăха тӗрӗслесе чирсене çийӗнчех палăртса хăвăрт сиплеме пуçласси. Çапла майпа граждансен сывлăхне хӳтӗлесе, тепӗр чух çăлса хăварасси. Уйрăмах чӗрепе юн тымар чирӗсем тата онкологи пирки çакна каламалла. 2025 çулта çеç Тутарстанра диспансеризаци иртнисенчен 32 пинӗ чӗрепе юн тымар чирӗсемпе аптрани паллă. 1,5 пин çынăнне онкологи чирне палăртнă. 100 пинӗ хăйсем чирлине диспансеризацирен пӗлнӗ. Кун пек чухне диспансеризацие икӗ тапхăрпа ирттереççӗ.  Короновируслă инфекципе чирлесе ирттернисене диспансеризаци тӗрӗслевӗсемпе тимлесси те малаллах пырать, Елена Хафизова сăмахӗсемпе, халӗ ун пек пациентсем иртнӗ çулсенчисемпе танлаштарсан чылай сахалрах. Апла пулин те 2,5 пин çынна (планпа пăхнинчен 1,5 пин ытларах) тимленӗ медиксем.  

2024 çултанпа репродуктивлă сывлăха та диспасеризаци ирттерсех тӗрӗслме пуçланă. Ку тӗрӗслевӗн тӗллевӗ – арçыннăн, хӗрарăмăн çие хăварса ача çуратаяссине тӗрӗслесе палăртасси. 18-49 çулсенчи хӗрарăмсемпе арçынсем  иртеççӗ ку йышши диспансеризацие. Малтанах ăна республикăн 10 районӗнче тест шайӗнче йӗркеленӗ. Кăçал республикипехирттернӗ тӗрӗслеве. Репродукивлă сывлăх диспансеризацийӗ пӗтӗмӗшле диспансеризаципе пӗр вăхăтрах, паралельлӗ пырать. Кăçал кун пек тӗрӗслеве 450 пин çын хутшăннă. Чир тупăннă пациентсем ку йышши диспнсеризацие те икӗ тапхăрпа тухаççӗ. Специалистсем ку енӗпе пӗрремӗш пӗтӗмлетӳсем  тума хатӗр: арçынсенчен чылайăшӗн репродуктивлă сывлăхӗ япăх. Çавăна диспансеризаци вӗсем çине ытларх пусăм тунине пӗлтерчӗç спикерсем.

 Хӗрарӑмсен репродуктивлӑ сывлӑхӗпе çыхӑннӑ ыйтусем хушшинче пӗрремӗш вырӑнта – менструаллӑ çаврăм пӑсӑлни, шыçӑ чирӗсем тата амалăх хуранӗн шыççисем. Арçынсен-варикоцеле тата тӗрлӗ шыçӑ чирӗсем. Çаплах специалистсем çие юлманни арçынсем те, хӗрарăмсем те ытлашши мăнтăр пулнипе çыхăннă тесе çирӗплетеççӗ. Пӗтӗм тӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗ плтернӗ тăрăх 15-20 çул каялла арçынсем ача ашшӗ пулайманни 15 процент пулнă-тăк, халӗ  ку цифра 30 процентпа танлашать. Репродуктивлă сывлăхăн скринингӗ çемьешӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулсан та атте, анне пулма шутлакансем диспансеризаци иртме васкамаççӗ имӗш. Çакна Ф.Сабирова хăйсене (уйрăмах арçынсем) сывă тесе шутланипе çыхăннă тесе ăнлантарть. Чăннипе атте-анне пулма ӗмӗтленекен 320 мăшăртан 17 проценчӗ çеç сывă ача çие хăварса çуратма юрăхлă пулни çинчен каласа пачӗ Фирая Маратовна.  Пресс-конференци вӗçленес умӗн вăл диспансеризаци тӗрӗслевӗсем пациентсемшӗн тӳлевсӗр пулнине аса илтерчӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #ЗдоровьеТатарстан