Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СЫВĂ КУÇПА ТӖНЧЕ ИЛЕМЛӖРЕХ

Августăн 8-мӗшӗ – Халăхсен хушшинчи офтальмологи кунӗ

Тӗрӗсех çыртăмăр, офтальмологсен мар, вăл ноябрӗн 11-мӗшӗнче, офтальмологи кунӗ. Пресс-конференцие пынă спикерсем та çакна пусарсах каларӗç – августăн 8-мӗшӗ куç сиплевçисемшӗн те, пациентсемшӗн те уяв. Шăп çак кун 1927 çулта паллă врач-офтальмолог Святослав Федоров çуралнă. Куç сиплевне пысăк тӳпе кӗртнӗ тухтăра сума суса унăн çуралнă кунне офтальмологи кунӗ пек ирттерме сӗннӗ Раççей сывлăх сыхлав ӗçченӗсем, çак пуçарăва чикӗ леш енчи ӗçтешӗсем те хапăлласа йышăннă. 2004 çулхи августăн 8-мӗшӗнчен пырать ку уяв.

 

Çак кунпа саламлама, сывă куçăн пӗлтерӗшӗ çинчен аса илтерме Е.В.Адамюк ячӗллӗ Республикăн клиника офтальмологи больницин ӗçченӗсем: тӗп врачăн поликлиника енӗпе çумӗ Елена Александровна Жиденко, тӗп врачăн клиникăпа эксперт ӗçӗ енӗпе çумӗ, ТР тава тивӗçлӗ врачӗ Ильгиз Бакиевич Исмагилов тата ача-пăча офтальмолог-врачӗ Ленара Хабировна Ханифатуллина «Татар-информ» информаци агентствине пычӗç.

Спикерсем пӗр саслăн куç чирӗсемпе аптракансем йышланнине пӗлтерчӗç (тен, ку куç чирӗсене палăртакан технологисем аталанса сисӗмлӗрех пулнипе те çыхăннă– Авт.).

 Аслă çулсенчисен макулодистрофи (ВМД), глаукома час-час тӗл пулни çинчен, çакна пула суккăрланакансем нумаййине каласа пачӗç. Кун пек лару-тăру пӗр Тутарстанра, Раççейре çеç мар, тӗнчипех теме пулать. Тӗрӗсрех каласан экономика тӗлӗшӗнчен лайăх аталаннă çӗршывсенче асăрханă çакна. Вăхăтра палăртсан, тен, чирсем çаплах сиенлеймӗччӗç çын куçне. Елена Александровна глаукома çинче уйрăммăн чарăнчӗ. Чир малтанах хăй çинчен нимӗнпе те систермест иккен. Çын курать, куçӗ ыратмасть, тухтăр çеç тӗрӗсленӗ чух асăрхама пултарать ăна. Шел, хамăр тӗллӗн офтальмолог патне тӗрӗсленме çеç çӳреме хăнăхман çав эпир. Çакăн пек чух диспансеризаци иртни пулăшать. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, Е.Жиденко сăмахӗсемпе, 736 çыннăнне куç чирӗ тупса палăртнă – глаукомăпа 132 çын чирленӗ иккен, катаракта 144 çыннăн палăрнă. Глаукомăран сипленнӗ чух чи пӗлтерӗшли  тухтăр çырса панă препаратсемпе пӗр май усă курмалла. Çапла кăна чире тытса чарма пулать. 

Халӗ Тутарстанра 12 пин çынна аслă çулсенчи макулоидлă дегенераци диагноз лартнă. Паллах, куç çутине çамрăк чухнехи пек тавăрма пулмасть ӗнтӗ, анчах хальхи вăхăтри технологисем пулăшнипе вӗсене те пулăшу параççӗ, чи кирли – вăхăта ирттерсе ямалла мар, çийӗнчех пулăшу йышăнмалла. 

Ачасен куç чирӗсем çинчен те нумай калаçрӗç пресс-конференцие пынисем. Пӗчӗкрен куç чирӗсемпе аптракансен йышӗ пысăкланать. Çакăн сăлтавӗсенчен пӗрне Ленара Хабировна гаджетсене ир ача аллине панипе ăнлантарать. Çын куçне çутçанталăк инçете пăхмалла тунă, анчах пӗчӗк ачине телефона хăнăхтарни çутçанталăка хирӗç пынипе пӗрех: пит çывăха темӗнч­чен пăхни куç сетчаткине сиен кӳрет. Ачана çуралсан пӗрремӗш уйăхрах офтальмолога кăтартмалла теççӗ офтальмологи больницин ӗçченӗсем. 

Ильгиз Исмагилов çуллахи вăхăтра хура çырла, çӗр çырли витрипе çисе юлмалла тесе канаш пачӗ. Тухтăр сăмахӗпе, куç çутишӗн кирлӗ витаминсемпе çулталăклăхах пуянланма пултарать организм.   

Паллах, тата куçа вылятса куллен гимнастика тăвассине, кӗнеке вуланă чух куçпа кӗнеке хушши 33 сантиметр пулмаллине, телевизора 2 метртан çывăхарах пăхмалла маррине аса илтерчӗç. Л.Ханифатуллина паянхи кун ачасене гаджетсенчен уйăрма çуккине ăнланать, çавăнпа аслисене компромисс сӗнет: енчен те ача питӗ вылясшăн, ăна 15 минутлăха выляма ирӗк пама юрать, анчах пысăк экран умне (компьютер, ноутбук) лартсан сиенӗ сахалрах пулнине астумалла.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев