СЫХЛАННИ ЫТЛАШШИ МАР
Ял хуçалăх ӗçченӗсемпе кил хуçисен кашни çуркунне, ăшă енне хӗл каçма кайнă вӗçен кайăксем таврăннă вăхăтра, тепӗр пуç ыратăвӗ хушăнать. Çунаттисем çинче мӗн çаклатса килессине никам та пӗлмест вӗт, кайăк-кӗшӗк грипӗ е тата урăх инфекци. Çавăнпа сыхлăх кирлех.
Шăпах çак тӗллевпе майăн 12-мӗшӗнче ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствинче кайăк-кӗшӗк грипӗ тата выльăх-чӗрлӗх чирӗсене республикăна кӗрсе сарăласран сыхлассипе ӗçлекен штабăн ларăвӗ иртнине пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Ведомство ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Ленар Гарипов сăмахӗсем тăрăх, республикăн сисчӗвленмелли сăлтавӗ пур – Раççейре, çав шутра кӳршӗллӗ регионсенче те, кайăк-кӗшӗк грипӗ палăрнă вырăнсем йышланнă. Чире чарлансем сараççӗ иккен. Тутарстанра чăх-чӗп фабрикисем, фермер хуçалăхӗсем пуртан тата ял халăхӗ чăх-чӗп усранăран ку ыйтăва çирӗп тимлӗхе илнӗ. Спикер сăмахӗсемпе, мӗнле пулсан та чире республикăна кӗме памалла мар, урăхла каласан профилактика мерисене çирӗп пăхăнмалла.
Профилактика чăх-чӗп тытакансене кăна пырса тивмест. Африка мурӗ, ящур чирӗсем сарăлас хăрушлăх та пысăк. Çавăнпа килти выльăха урам тăрăх çӳретмелле мар, хупса усрамалла, уйрăмах сыснасене. Ку кăна та мар, вӗсене килти ытти выльăх-чӗрлӗхрен, чăх-чӗпрен расна тытмалла, витене кӗнӗ çӗре дезинфекци кавирӗсене сармалла, типӗ апата вӗри шывпа пăшăхласа пама ӳркенмелле мар. Вăрмансене çӳремесен лайăхрах ку чух. Енчен те выльăх чирлерӗ-тӗк, васкаса районти ветеринари службине пӗлтермелле.
Хир сыснисен шутне те çирӗп тӗрӗслесе тăрать ведомство. Хальлӗхе кайăк-кӗшӗк, выльăх-чӗрлӗх чирӗсемпе республикăра лару-тăру лăпкă, пӗр тӗслӗх те палăрман, анчах лăпланмалли сăлтав мар ку.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев