Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăхăрьялсем Леонид Якубовича тӗлӗнтерсе хăварнă

Аса илтеретпӗр, передача эрнекун, октябрӗн 16-мӗшӗнче 19:45 сехетре пуçланать.

Эпир Тутарстанăн 100 çулхи юбилейне халалласа Мускавра «Поле Чудес» передача иртни çинчен çырнăччӗ ӗнтӗ, унта Аксу районӗнчен Алексей Калуков хутшăннă. Анчах Алексей чăвашла пӗлекен пӗр çын кăна пулман программăра. Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнчен Якубовичпа хире хирӗç Раиль Хисамов тăнă. Вăл чăвашла лайăх пӗлет, мӗншӗн тесен Пӳркелӗнче çуралса ӳснисӗр пуçне нумай çул «Вамин» хуçалăхӗн «Гигант» уйрăмне ертсе пычӗ.

Халӗ Пӳркел фермерӗ лашасем ӳстерет, вӗсен какайӗнчен касăлăк, кăлпасси, тултармăш туса сутать. Хисамов продукцине Хусанта, Чӗмпӗрте, Пăвара та тутанса пăхма май пур. Леонид Аркадьевич патне те Раиль Загитович пушă алăпа кайман, паллах, чи лайăх касăлăкне, кумысне,  тăхăрьялсен çавра çăкăрне илсе кайнă. Питӗ килӗшнӗ Якубовича пӳркелсен кучченеçӗ.

Барабан çине кăларса хумалăх пăвасем Мускава каякансене нумай парне парса янă, çав шутра пӗр михӗ сахăр та.

Чăвашла пӗлекен тепӗр çын та пулнă çав кун Останкинора. Тăхăрьялти Ескӳлӗнче çуралса ӳснӗ Анна Ракова Тутарстан делегацийӗн костюмерӗ пулса хутшăннă передачăна ӳкерме. Шел, пандемияна пула капитал-шоу куракансемсӗр иртнӗ. Апла пулин те пăвасем «Поле чудеса» хутшăннăшăн хӗпӗртеççӗ. 

 
Аса илтеретпӗр, передача эрнекун, октябрӗн 16-мӗшӗнче 19:45 сехетре пуçланать. 

Анна Ракова архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев