Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Тамаша» театра йӗркелесе яраканӗ, пултаруллă чăваш çыравçи Наталья Зотеева пурнăçран уйрăлса кайрӗ

Наталья Александровна ырă чунлă, çав вăхăтрах çирӗп кăмăллă та ӗçчен çынччӗ. Калаçнинчен ытла ӗçне тăватчӗ. Анат Камăра вăл пуçласа чăвашсен ентешлӗхне пуçарса ячӗ, унтан «Тамаша» театр уçрӗ. Хăй тавра пултаруллă та талантлă çынсене пуçтарса театр труппине йӗркелесе ячӗ.

Ку эрне хурлăхлă хыпартан пуçланчӗ. Анат Камăра пурăнакан юлташсем пирӗн хаклă тусăмăр, пултаруллă чăваш çынни, обществăлла ӗçчен, çыравçă Наталья Александровна Зотеева пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнине пӗлтерчӗç... 

Наталья Александровна ырă чунлă, çав вăхăтрах çирӗп кăмăллă та ӗçчен çынччӗ. Калаçнинчен ытла ӗçне тăватчӗ. Анат Камăра вăл пуçласа чăвашсен ентешлӗхне пуçарса ячӗ, унтан «Тамаша» театр уçрӗ. Хăй тавра пултаруллă та талантлă çынсене пуçтарса театр труппине йӗркелесе ячӗ. Уйрăмах Кама леш енчи чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче çитмен ял юлмарӗ вӗсен. Çапла театр çулран çул ăнăçлă ӗçлесе пырса халăх театрӗ ята илме тивӗçрӗ. 
Пултăклă чăваш хӗрарăмӗ Наталья Зотеева 1934 çулхи мартăн 3-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Аксубаево ялӗнче Атряскинсен çемйинче çуралнă. Ачалăхӗ вăрçă çулӗсене тивет, выçăллă-тутăллă, нушаллă пурнăç. Ашшӗне 1941 çултах вăрçа илсе каяççӗ. Тепӗр виçӗ уйăхранах вилнине пӗлтерекен хыпарпа хут çитет. Çапла амăшӗ пилӗк ачапа упăшкинчен тăлăха юлать. Килти йывăр ӗçсене амăшӗпе пӗрле аслисем пайлаççӗ. Тетӗшӗ Коля (тăххăрта пулнă ун чух) выльăх пăхнă, хӗле вутă, утă-улăм хатӗрленӗ. Наталья вара çиччӗрен килти хӗрарăм ӗçӗсене хăнăхса пынă, пӗçернӗ, кӗпе çунă, мунча хутнă... Вăрçă ачалăха вăрласа вӗсене ытла ир çитӗнтернӗ. 

Çемьен пуçа усма ирӗк пулман, пурăнас тесен малаллах талпăнмалла пулнă. Çак йывăрлăхра туптаннă та ӗнтӗ Наталья Александровнан характерӗ, кăмăлӗ. Çичӗ класс пӗтерсе шкултан вӗренсе тухсан тăван районӗнчи педагогика училищине вӗренме кӗрет, вăтам профессилле пӗлӳ илет. Çамрăк вӗренекене распределенипе Кузнечихино районӗнчи Тури Качаел ялне ӗçлеме яраççӗ. Шкулта математика предметне вӗрентме пуçлать. Тепӗр çултан куçăн мар майпа Хусан патшалăх педагогика институчӗн физикăпа математика уйрăмне вӗренме кӗрет. Тăватă çултан асă пӗлӳ илнине çирӗплетекен диплома алла илет. 

Вӗренекен пулса Элкел, Аксу районӗсенче, Элмет хулинче ӗçлет. 1977 çулта Анат Кама хулине пурăнма куçать, шкулта математика вӗрентет. Шăп çакăнта, 1989 çулта тивӗçлӗ канăва тухсан пуçланать те ӗнтӗ унăн чăваш культурипе ӗçлес çулӗ. 1991 çулта вырсарни шкулӗн никӗсӗнче «Тамаша» театр йӗркелесе ярать. 17 çул тăрăшать вăл çак ӗçре. Педагог опычӗ, çынпа ӗçлеме, пӗр чӗлхе тупма пӗлни пулăшать ăна ентешлӗхпе театр ӗçӗсене йӗркелесе пыма. Сăмах май, Наталья Александровна вӗрентӳре нумай çулсем ӗçленӗшӗн педагогика ӗçӗн ветеранӗ ята тивӗçет. Культура сферинче тăрăшса вăй хунăшăн ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, ЧР наци культурин тава тивӗçлӗ ӗçченӗ ятсене тивӗçнӗ. 

Театр валли те час-часах интермедисем, пьесăсем, кӗске юморескăсем хăйех çырать. Кӗнеке çырас ӗçпе те палăрать вăл. Наталья Зотееван «История Нижнекамского чувашского общества», «Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле», «Телее укçа парса илеймӗн» кӗнекисене пӗлетпӗр эпир. Наталья Александровна 2014 çултанпа ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗнче те тăратчӗ. 

Наталья Александровна юлашки вăхăтра чирлесе тăратчӗ. Çулӗсем те сахал мар та, çапах чирлесе кайман пулсан пурăнатчӗ пулӗ-ха. Шел, чире çӗнтереймесӗр ӗмӗрлӗхех куçне хупрӗ... 

Малашне вăл пирӗн астăвăмра пурăнӗ, ячӗ хăй пуçарнă ӗçӗсенче, литературăра упранӗ. Ун ячӗ чăваш халăх историне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлӗ, нумай тăрăшрӗ тăван халăхăмăршăн, чӗлхе, культура аталанăвӗшӗн. 

Çак йывăр хуйха эпир, «Сувар» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсем, Чăваш наципе культура автономийӗн пайташӗсем Наталья Александровнăн çемйипе, çывăх çыннисемпе, тус-тăванӗсемпе пӗрле пайласа тарăннăн хурланнине пӗлтеретпӗр. 
Лăпкă çывăр хаклă тусăмăр...
«Сувар» хаçат редакцийӗн коллективӗ, 
ТР ЧНКА Ӗçтăвком пайташӗсем.

Сăнӳкерчӗк Вконтактери  https://vk.com/wall-420346 страницăран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Знаменитые чуваши Татарстана