Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӑҫтан эпир? Ҫӗпӗртен!

Мал енне пӑхса кӗлтунӑ пирӗн мӑн асаттесем. Турӑран ыр пурнӑç ыйтнӑ, кӗтнӗ çӑлӑнӑç вӗсем…

 

Аслӑ Тухӑç… Мӑнаçлӑ Тухӑç… Пирӗн мӑн асаттесем унтан мӗне пула куçса килнӗ-ши? Хуса янӑ-ши? Хӑйсен ирӗкӗпех çула тухнӑ-и? Апла-и, капла-и, Чулман Атӑлпа Аслӑ Çарӑмсан хушшине çитсе вырнаçайнӑ-ха. Телее-и, хур курма-и – вӗсем пӗлмен. Шанӑçӗ пулнах ӗнтӗ. Чулманпа Çарӑмсан ятне Çӗпӗрти тӑван çӗршывӗнченех илсе килнӗ. Çӗнӗ çӗре куçакансем ялан çапла тӑваççӗ. Çак йӑлана пӗлсе эпӗ Çӗпӗр картти çинче мӑн асаттесен çӗршывне шырама пикентӗм. Вӑрах шырамалла пулмарӗ. Акӑ, хӑвӑрах чухлӑр.
Томск облаçӗнче Обь юханшыва сылтӑмран Чулым ятлӑ самаях пысӑк юпӑ юхса кӗрет. Чулым ят çумне -ан аффикс хушсан Чул(ы)ман пулать (аффиксӗ сармат чӗлхинчен). Чулман ятӑн пӗлтерӗшӗ вырӑсла –​ Чулымский.
Чӑвашсемпе марисен ӗлӗкхи арçын ячӗсен хушшинче Чилымпа Чолым та пур. Ял ячӗсене те аса илес: тутарсен Чалманарат, чӑвашсен Чалӑмкасси тата Чалӑм-Кӑкшӑм, марисен Чоломкино, пушкӑртсен Шалман ту пур.
Чулым юханшыв Хакасири Шур Июспа Хура Июс шывсем пӗрлешсе пуçланать. Çапла Июс ятпа Чулым ят уйрӑлми. Июс ят Чӑваш Енре темиçе те пур: Йӳç Шӑхаль, икӗ Йӳçкасси, Йӳçкасси Шетмӗ, Йӳçпан.
Хакасире Черемушка ятлӑ юханшыв, поселок пур, паллах, ку вырӑслатнӑ ятсем. Çаплах Джирим ятлӑ поселок, кӳлӗ. Тата XVII ӗмӗрте яринсен çӗрӗ пулни çинчен çырса хӑварнисем пур. Хакассен йышӗнче яринсен тӑхӑмӗнчен чарын ятлӑ ӑру юлнӑ. Çак ята тӗплӗ тӗпчевçӗ В.Радлов «тяром» тесе çырнӑ. Вырӑнти тӗрӗксем шӑп та лӑп черем/чарын/тяром сӑмахран «чулым» тунӑ. Халӗ вӗсене тӗпчевçӗсем чулым тӗрӗкӗсем (тутарӗсем) теççӗ. Йышӗпе вӗсем икçӗре яхӑн кӑна. Ачисем шкулта тӑван чӗлхепе вӗренменнипе пурте вырӑсланса пӗтнӗ ӗнтӗ, вырӑссемпе мӑшӑрланаççӗ, килӗсенче тӑван чӗлхепе калаçакан аслисем те сахал.
Пирӗншӗн чи кӑсӑкки вӑл – Чулым тӑрӑхӗнчи тата Чӑваш Енпе Тутарстанри топонимсен пӗрпеклӗхӗ. Акӑ вӗсен туллиех мар списокӗ (малта – Чулым тӑрӑхӗнчи, тире хыççӑнхи – Чӑваш Енри е Тутарстанри). Анга – Онкӑпуç; Байгулово – Байгулово; Батурино – Патӑрьел; Балагачево – Пӑлакасси; Басандайка – Васан; Будеево – Будайка; Ежи – Ежевка е Йӗшӗмкасси; Зыряново – Сӑранкасси; Кия – Кият/Хӑят; Кайбысово – Кайпӑç; Кыце – Киччӗ; Мамак – Мамакасси, Мамăк; Мингер – Мингер; Салтаково – Салтаки; Самушка – Самуська; Сойге – Суйкăн; Тургай – Туркай; Тегульде – Тойкилтӗ тата Тойгилде; Тутал – Тутай; Харск – Харино; Черкеево – Черки; Чичка-юл – Чачка; Чугайка – Чигайка; Шегарка – Шӗкӗр, Шегер.
Тата Чулым тӑрӑхӗнчи топонимсене В.К.Магницкин «Чувашские языческие имена» кӗнекинчи арçын ячӗсемпе танлаштарсан, пӗр пек ятсен списокӗ вӑрӑм пулчӗ. Акӑ питӗ кӗскетнӗ список: Анга/Ангач; Байгалы/Байгалыш; Байдуково/Байдук; Балагачево/Балагаш; Бергаево/Перка; Бихтулино/Пихтула; Ежи/Ежей; Елбагач/Елгач; Илиндук/Илендук; Иштан/Иштень; Июс/Юсук; Казанка/Казанка; Каклаево/Кагалей; Каштак/Качак; Кожаново/Коженер; Кульбень/Кулбей; Кучуково/Кучук; Мондраково/Мондеряк; Омачеево/Омекей; Петчанка/Петчи; Порос/Порыс; Пуданга/Потанка; Пуштаково/Постак; Тонгул/Тонгал; Тургай/Торгай; Тюзюны/Тосын; Тызырачево/Тойзеряк; Ушай/Ушабай; Чебак/Чебак; Черкеево/Черкай; Чюняшка/Чоняк; Яя/Яись.
Обь шывӗн бассейнӗнче, Алтая çывӑхарах, Алей, Иня, Кальджа, Катунь, Чарыш, Чумыш ятлӑ юханшывсем пур. Кальджа ят 922 çулта Пӑлхара ислам тӗнне кӗртме килнӗ араб Ибн Фадлан çырнӑ Рисалара асӑннӑ Халджа кӳлӗ ячӗпе пӗр тан. Ытти ячӗсем валли Чӑваш Енпе Тутарстанра аташсем чылай – Аля, Алькеш, Ене, Ăнӑ, Катӑш, Чураш, Чораш, Чамӑш, Чумаш, Шумӑш.
Çапла пирӗн мӑн асаттесем Чулым тӑрӑхӗнчен çеç мар, Тури Обь таврашӗнчен те килнӗ пулса тухать.

Петр МУЛЬДИЯРОВ.
Мускав хули.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: История