Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Танк училищине виçӗ хутчен «штурмланă»

Айрат Самигуллинпа Аксу районне Уява кайсан паллашрăмăр. Ятарлă çар операцийӗнчен отпуска килнӗскере йӗркелӳçӗсем чи хаклă хăна шутӗнче праçнике чӗнсе илнӗ. Айрат район центрӗнче – Аксу хула евӗрлӗ поселокра çуралса ӳснӗ, 1999 çулхи.

Уявра сăмах парсан вăл хăйне питӗ те тивӗçлӗ тытрӗ, ăс-тăнне, тыткаларăшне пăхсан çирӗм тăватă çулта кăна тееймӗн. Кирлине кăна,  виçеллӗ калаçать. Çар çынни пулни те витӗм кӳрет паллах. 

Айрат çирӗп характерлă, тӗллевлӗ каччă. Пурнăçне çарпа çыхăнтарма мӗн ачаран ӗмӗтленнӗ. 

– Хампа пӗр класра вӗренекен Сергей Овчинников пысăк витӗм кӳчӗ çак çулпа кайма. Чăваш ачи вăл, Енрусьелтен. Мана хăй Суворов училищине вӗренме кӗме кайнине каласа панăччӗ, анчах кӗреймен. Унтан мана пӗрле çар училищине вӗренме кайма калаçтарма пуçларӗ. Час-час çар çынни куккăшӗ çинчен каласа паратчӗ, ку професси перспективлă пулни пирки калаçатчӗ. Вара эп те шухăша кайрăм. Малтанласа архитектура ӗçӗ енӗпе каяс кăмăл пурччӗ, нумай тăван çак енӗпе ӗçлет. Ку ман валли мар пулнине ăнланса илсен çар училищине вӗренме кӗресси пирки шутлама пуçларăм. Сергей хистенипех физкультурăпа аппаланма, хатӗрленме тытăнтăм. Ăçта мӗнле çар училищисем пуррине пӗлместӗм, Хусанти танк училищисӗр пуçне, – каласа парать Айрат. 

Вун пӗр пӗтерсен вăл танк училищине докуменчӗсене кайса парать, анчах конкурс урлă иртеймест. Ӗмӗчӗ татăлнипе хурланса таврăнать вăл килне. Ăçта каймалла, мӗн тумалла – çак пӗлменлӗх ăна хытă пăшăрхантарать. Тăванӗсем унта-кунта кӗме сӗнсе пăхаççӗ. Анчах çамрăк каччăна çар романтики тыткăнран ямасть ниепле те.  Вара вăл вӗренӳпе кăштах тăхтаса кӗркуннехи призывпа çар хӗсметне каять. Çар тиевӗсен сопровожденийӗнче тăрать вăл. Çур çултан тепӗр хутчен танк училищине кӗме хăтланса пăхать. Анчах каллех ăнăçу ун енче пулмасть. 

– Хама шанни те пурччӗ ӗнтӗ, нумай мар пулин те çар пурнăçне çапах та тутанса курнă. Кӗреепех тенӗччӗ... Шел, иккӗмӗш хут та мана илмерӗç, – тăсăлать малалла калаçу. 

2018 çулта та ăнмасть Айрата. Вăл каялла çар чаçне таврăнать.

– Мана çар чаçӗн командирӗ кӗтсе илчӗ. «Ну, мӗн тума шутлан малалла?» – тесе тӗпчеме пуçларӗ. Анчах парăнма ман шухăш та çук. «Алексей Геннадиевич, эп амбициллӗ çын, пурпӗрех кӗретӗп», – тетӗп ăна. Ăшра пăлхануллă пулин те кăтартмастăп çавна. 

Çар служби вӗçленсен командира контракт çырма шухăш тытнине пӗлтерет. Тӗрлӗ кăлтăксене пула виççӗмӗш хутӗнче тин контракт çырать вăл.  Çулла çитсен вара виççӗмӗш хутчен танк училищине штурмлама пикенет. Тур калашле виççӗ тенӗ пек, тинех ӗмӗтленнӗ çар училищине вӗренме кӗретех Айрат. Тепри пулсан парăнса ӗмӗте пăрахăçлӗччӗ те-и, анчах Айрат мар.  Çакăнта палăрать ӗнтӗ унăн тӗллевлӗхӗ, çине тăраслăхӗ тата çирӗп характерӗ. 

Хăй каланă тăрăх, çăмăл мар танк училищине кӗме. Атте-анне кайса янипе кăна кӗрейместӗн унта, физподготовкăсăр пуçне профессилле хатӗрлӗхе тата ытти кирлӗ енсене шута илеççӗ. 

Çӗршыври лару-тăрăва кура тăватă çул вырăнне виççӗ çурă вăхăт вӗренет училищӗре. Вӗренсе пӗтерсен çамрăк курсанта Çӗпӗре, Тӗп çар округне яраççӗ. Кӗçех ăна взвод шанса параççӗ, урăхла каласан командир тивӗçӗсене пурнăçлама тытăнать. 2023 çултанпа Айрат Самигуллин ятарлă çар операцийӗн зонинче. Донецкри Водяное ялӗ патӗнче наступленипе кайса командование хăй аллине илсе  экипажӗпе çар колоннине хӳтлӗхпе тивӗçтерет, тăшманăн техникине сирпӗтет. Хамăрăн атьсемпе техникăна вара упраса хăварма пултарать. Кӗске хушăрах икӗ патшалăх наградине тивӗçет – «Хăюлăхшăн» тата «Паттăрлăхшăн» медальсене. Хальхи вăхăтра Айрат танк ротин командирӗ. 

– Эпир Раççей Федерацийӗн Аслă главнокомандующийӗ лартнă задачăсене пурнăçлатпăр. Пӗр наступлени те танксем хутшăнмасăр иртмест. Училищӗре илнӗ пӗлӳ шутлама пултарнинчен те ытларах кирлӗ пулчӗ. Командирсемпе наставниксене пысăк тав ăс панăшăн. Атьсем, хăшӗсем унта, пурте паттăрсем. Ман командăра мобилизованнăйсем те пур. Вӗсен те ӗнтӗ халь çар опычӗ пур. Çӗнтерӗве çывхартас тӗллевпе хамăртан килнине йăлт тăватпăр. Тăван çӗршыва хӳтӗлесси – пирӗн тивӗç. Пӗр утăма та парăнмастпăр, – терӗ салтак çирӗппӗн. 

Автор тата Л.Жаренова сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев