Таркăн ялӗ çӗр çулта
Легендăсем тăрăх, çак яла Емельян Пугачев çумӗнче çӳренӗ Чăпăк ятлă çын никӗсленӗ. Анчах та Пăкача пăлхавӗ 250 çул каялла пулса иртнӗ, яла вара мӗнле 100 çул кăна пултăр? Мекен, таркăнсем çак вырăна куçса килнӗренпе çул çул çитнӗ пулмалла.
Апла-и, капла-и, чăваш «Робин Гучӗн» легенди таркăнсене кăмăлне каять. Вăл çак тăрăхра выльăх вăрласа пурăннă, пуянсене çаратнă, лашисене туртса илнӗ. Вӗсене хăй хӳттине илнӗ хресченсене валеçсе панă. Çапла хӗн-хур айӗнчен тарса чăвашсем вăрманти илемлӗ вырăна килсе тухаççӗ. Тымарсене кăкласа тăвайккинче çӗр пӳртсем тăваççӗ, çырмара пулă тытма тытăнаççӗ. Çывăхри вăрманта халӗ те «Чăпăк ӗшни» текен вырăн пур.
Хальхи вăхăтра ялта 154 çын кăна пурăнать, апла пулин те вăл пӗтекеннисен шутне кӗме васкамасть-ха. Кивӗ Илтрекьел ял хутлăхне кӗрекен Таркăна асфальтлă çул кӗрет, газ пур, шыв. Валерий Сапеев ертсе пыракан фермер хуçалăхӗ те çитӗнӳсем тăвать. Паллах, кун пек мешехене спонсорсен пулăшăвӗсӗр ирттерме йывăр. Шупашкартан Елена Иовлева ертсе пыракан артистсене чӗнтерме хал çитренӗ-ха таркăнсем. Сценăна та кирлӗ пек илемлетнӗ. Ялăн ӗмӗрхи юбилейне питӗ илемлӗ вырăнта уявларӗ ял-йыш. Вăл иртсен те кану валли ку сăрт – чух кăна.
Малтан пухăннисене вырăнти хăйтытăмлăх канашӗн пуçлăхӗ Сергей Маклаков саламларӗ. Унтан педагог-ветеран Михаил Пикмуллин ял историйӗпе паллаштарчӗ. Аксу районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Роза Чентаева яла упраса хăварма чӗнсе каларӗ. Аксури чиркӗвӗн настоятелӗ, протоиерей Александр Качаев, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев та, Анат Камăра пурăнакан сăвăç Михаил Краснов-Таркăн та ял-йыш ячӗпе ăшă сăмахсем каларӗç. Ялăн ӗмӗрхи юбилейӗ, паллах, нумай çул пӗрле пурăнакансене, аслă çулти çынсене, чи çамрăккисене саламламалли сăлтав. Тав сăмахӗсене «Аксу-Агро» агрофирмăн механизаторӗ Андрей Кузнецов, «Нива» уйрăмӗн управляющийӗн Михаил Васильевăн ячӗпе те каларӗç.
Тен, район администрацийӗнчен пысăк çынсем килменни халăх савăнăçне туллирех те турӗ-тӗр. Пуçлăхсем çине çаврăнса пăхмасăр, кăмăлтан уявлама май пур-çке. Райцентрти Универсаллă технологисен техникумӗн директорӗн Фаргат Аюповăн саламӗ Аксурисенчен пурин ятӗнчен те пулчӗ-тӗр.
Кăмăллă уяв, çынсем хӗпӗртеççӗ пӗр-пӗрне курса. Вырăнӗ те хăй патне туртать, йӗри-тавра ялавсем вӗлкӗшеççӗ. Кунта фотозона та пур, таканккисем те, шашлык хатӗрлемелли мангал та. Таркăн пылне те тутанса пăхма пулатчӗ, мăрсалине те. Тахçанхи сăнӳкерчӗксен куравӗ хăй мӗне тăрать. Ăна Кивӗ Илтрекьел ялӗн библиотекинче ӗçлекенсем ял халăхӗ пулăшнипе хатӗрленӗ.
Какай шӳрпи вӗрет, кăвар çинче аш пиçет, поэтсем сăвă калаççӗ, юрăçсем пултарулăхӗпе халăха савăнтараççӗ. Йăлт вырăнлă. Уява ертсе пыракансем хăшин-пӗрин ячӗсене арпаштарни те темех мар пек. Эдуард Ильинпа «Урмандеевские бабушки» ансамблӗн пӗр-пайӗ çак ялта çуралса ӳснӗ Анатолий Хмыт вырăсларан куçарнă «Ан пăрах мана» юрра шăрантараççӗ. Чуна ирӗке ярса Алина Выйгетовапа пӗрле ташлас килет.
Инçетри беседкăра шавласа ларакан арçынсен сасси хăш чух сцена патнех çиткелетчӗ. Вӗсен хăйсен йăпанăвӗ. Çапах хӗрӗнкӗскерсем ыттисене чăрмав кӳмесӗр ларчӗç. Вӗсен пӗр-пӗрне шӳтлесе чӗпӗткеленӗ сăмахсене çил ачисем вăхăтлă çавăрса хир еннелле хăвалани уявăн хаваслă саманчӗсене кансӗрлемерӗ.
Мухтатпăр йӗркелекенсене!
Хамăр инф. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев