Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Татар сузе» конкурсра Пăва район хӗрӗ Анастасия Андреева çӗнтернӗ

Иртнӗ эрнере Хусанта наци культурипе литературин чăн-чăн уявӗ — «Татар сузе» илемлӗ сăмахăн халăхсен хушшинчи телевидени конкурсӗн гала-концерчӗ иртрӗ. Унта хутшăнма кăçал тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчен 3 пин ытла заявка панă. Конкурсăн преми фончӗ хальхинче 1,5 миллион тенкӗпе танлашнă.

Асăннă конкурс тăваттăмӗш хут иртрӗ ӗнтӗ. Кăçал унта çӗнӗ номинаци кӗртнӗ — «Туган тел» (Тăван чӗлхе), çавăнпа та унта чăвашсем те, марисем те, мордвапа удмурт халăхӗсен представителӗсем те хутшăнма пултарчӗç.
«Эпир хăйсен тăван чӗлхи пурăнтăр тесе тăрăшакан çынсене пӗрлештеретпӗр. Эпир чӗлхе куллен кун калаçмалли хатӗр кăна мар, культура факторӗ те пултăр тесе тăрăшатпăр», — терӗ ТНВ телеканалăн генеральнăй директорӗ Ильшат Аминов.
Çӗнтерӳçӗсене саламлама ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ, ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене сыхласа хăварассипе, аталантарассипе ӗçлекен комиссийӗн ертӳçи Марат Ахметов килнӗ. Вăл салам сăмахӗ каланă чух тăван культурăна ачисене парса, вӗрентсе пыракан çемьесене тав турӗ. «Пирӗн халăх мӗн чухлӗ йывăрлăх урлă иртсен те тăван чӗлхе илемне çухатман», — терӗ Марат Готович.
Гала-концертра хăйсен пултарулăхне кăтартма ТР Писательсен союзӗн председателӗ Ркаил Зайдулла ертсе пыракан жюри 37 çынна суйласа илнӗ. Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче чăваш пики Анастасия Андреева та пур. Пăва районӗнчи Мăкăр шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренет. Вăл «Тăван чӗлхе» номинацире пӗрремӗш вырăн йышăнчӗ. Ăна 30 пин тенкӗлӗх сертификат парса чысларӗç.
Хамăр корр.
Р.Мубаракшина сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев