Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Татьяна Фуртас: «ЧĂВАШ ЮРРИСЕМ ЧУНА ТЫТКĂНЛАÇÇӖ»

Иртнӗ эрне вӗçӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче «Тăван çӗршыва юратса» творчествăлла проект хӳттинче вокалпа инструментлă концерт пулчӗ. Татьяна Фуртас вокалистка тата Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчӗн вокал искусствин кафедрин доценчӗ Валентина Архипова пианистка чӗрӗ концерт лартрӗç. Вӗсем вырăс тата чăваш классик-композиторӗсен хайлавӗсемпе паллаштарчӗç. Татьяна Фуртас сопрано саслă вокалистка, опера арийӗсене тӗлӗнмелле илемлӗ юрлать. Чăваш хайлавӗсене итлеме уйрăмах интереслӗ пулчӗ. Чăваш культуринче опера жанрӗ ытти çӗршывсемпе танлаштарсан самай каярах аталанса кайнă. Чăваш оперин пӗрремӗш утăмӗсем В.С.Васильев, Г.Я.Хирбю, А.В.Асламас тата ытти паллă композиторсен ячӗсемпе çыхăннă. Васильевăн «Шывармань» опери чăваш кӗвви-юррине питӗ çӳллӗ шая çӗкленӗ.

Татьяна Фуртас чăваш композиторӗсем çинчен питӗ те хавхаланса каласа пачӗ. Чăваш юррисене пӗр акцентсăр юрланипе ăна чăваш тесех йышăнтăм. Йăнăшнă иккен. Опера юрăçи хутăш çемьерен, ашшӗ украин, амăшӗ вырăс. Паллах, юрăç хăй творчествине мӗншӗн чăваш юррипе çыхăнтарнине пӗлес килчӗ. Концерт умӗнех вăл хăш наци çыннине пӗлес тесе пытăм, анчах Татьяна йăл кулса пуç сӗлтнипех çырлахрӗ. Каярахпа Татьяна Фуртас мӗншӗн çапла хăтланнине хăйех интервью панă чух ăнлантарчӗ. Валентина Архипова та калаçăва хутшăнчӗ. 

– Каçарăр, анчах сасса перекетленипе ытлашши сăмахламарăм. Опера юрăçисем концерт кунӗнче сцена çине тухиччен пач та калаçмаççӗ, мӗншӗн тесен сасă çыхăнăвӗсене юрлама урăх позицие лартмалла, калаçсан ăна пăсма пулать. 

– Чăвашла çав тери таса та илемлӗ юрлатăр. Мӗнле наци çынни эсир?

– Тавах ыр сăмахшăн. Эп вырăс хӗрарăмӗ, анне вырăс манăн, атте – украин. Вӗсем Урал тăрăхӗнче паллашнă та каярахпа Улатăр хулине пурăнма куçса килнӗ. Чăваш музыкине питӗ юрататăп. Чăвашла калаçаймасан та юррисене çăмăллăнах вӗренетӗп. Акăлчанла, нимӗçле, французла та юрлатпăр-çке, чӗлхине пӗлмесӗрех. Инди юррисене те юрлатăп. Хайлав хăш чӗлхепе пулсан та вӗсене вырăсла куçаратăп, тытăмне, шухăшне чӗрене илетӗп. Пӗтӗмӗшле содержанине кăна мар, кашни сăмахне куçаратăп. Чӗлхене пӗлекенсенчен консультацисем илетӗп, сăмах тӗрӗс илтӗнтӗр тесе. 

– Татьяна, эсир опера юрăçи, халăхсен хушшинчи конкурссен лауреачӗ. Хăвăрăн ӗç çинчен кăштах каласа парăр-ха?

– Халӗ эпӗ И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университетӗнче ӗçлетӗп,  музыка инструменчӗсемпе вокал кафедрин доценчӗ. Аслă пӗлӳ малтанласа педагогика университетӗнче илтӗм. Унтан Чулхулари М.И.Глинка ячӗллӗ патшалăх консерваторийӗн музыкăпа педагогика факультетӗнче вӗрентӗм. Вара мана хамăн тăван университета преподаватель пулса ӗçлеме чӗнсе илчӗç. Çав вăхăтрах оперăпа балет театрне те чӗнчӗç. Вунă çула яхăн унта ӗçлерӗм. Юлашки вунă çулта гастрольсене тăтăш тухса çӳреме пуçларăм. Францире, Италире, Германире, Тайландра тата ытти çӗршывсенче оркестрпа пӗрле концертсем патăм. Темшӗн Тайландри концерт ытларах асра юлчӗ. Питӗ юратаççӗ унта опера юррисене. 

– Хăш çӗршыв çыннисем куракан пек ытларах килӗшрӗç? 

– Кашни çӗршыв кураканӗ пархатарлă. Çапах Итали çыннисене палăртса хăвармалла. Музыка туйăмӗ пысăк вӗсенче. Концертсем унта каçхине 9 сехетре пуçланаççӗ те 3-4 сехете тăсăлаççӗ. Çур çӗр иртсен те саланасшăн мар халăх. Опера вӗсен юнӗнче пулӗ. Германире те лайăх йышăнчӗç. Тӗлӗнмелле те, унта питӗ нумай çын вырăс культурипе интересленет. Малтанласа эп нимӗç чӗлхипе опера юрлама çук пуль теттӗм, чӗлхере хупă сасăсем пит нумай.   Питӗ йăнăшнă. Музыка тесен урăх шут. Ачаран Моцарта, Шумана, Штрауса итлесе ӳснӗ. Нимӗç оперипе эпӗ Италире пурăнакан пӗр нимӗç çынни урлă паллашрăм. Вăл мана интернетра шыраса тупса нимӗçле юрлама сӗнчӗ. «Сирӗн сасă тембрӗ нимӗç оперине пит çывăх. Итлесе пăхмасăр тархасшăн ан пăрăнăр», – терӗ. Килӗшрӗм. Чăн та, чуна хускатрӗç Барбара Бони юрлакан нимӗç юррисем. Халӗ вӗсем ман репертуара та кӗчӗç. 

– Европăра панă концертсене чăваш юррисене кӗртетӗр-и?

– Паллах, пӗрре те хăварман! Мӗн çинчен юрланине те каласа  параттăм. 

– Валентина Анатольевна, эсир те хăвăрпа кăштах паллаштарăр-ха? 

– Эпӗ чăваш çӗрӗ çинче тахçантанпа пурăнатăп, качча тухнăранпа. Çамрăклăх Хусанта иртрӗ тесен те юрать. 12 çултан пуçласа 23 çулччен кунта пултăм. Малтан консерватори çумӗнчи ятарлă музыка шкулӗнче, унтан консерваторире пурӗ 11 çул вӗрентӗм. Çак çулсен хушшинче вăл маншăн тăван хула пулса тăчӗ. Вӗренсе пӗтерсен мăшăрпа Шупашкарта пурăнма пуçларăмăр.

– Хăвăр чăваш?

– Çук, эп марийка, Йошкар-Олара çуралса ӳснӗ. Чăваш музыкине питӗ юрататăп. Ун кӗвӗ çемми марисенне çывăх, çавăнпа та пулӗ чӗрене кӗрсе вырнаçрӗ. Пирӗн çемьере музыкантсем нумай. Тăван аппа Элина Архипова – мари композиторӗ, унăн ывăлӗ Григорий Архипов опера театрӗн дирижерӗ пулса ӗçлет. Çемйипех музыкăна парăннă. Концертсем хамăн иккӗмӗш тăван хулара пуçланнишӗн питӗ савăнтăм.  

– Паян эсир тӳлевсӗр концерт патăр. Мӗнпе çыхăннă ку? 

– Тӳлевлӗ тума канаш паракансем те пулчӗç. Çавсенчен пӗри шăпах паян концерта ертсе пымаллаччӗ. Анчах чирлесе ӳкнипе килеймерӗ. Тавах Юлийăна (чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн председателӗ. – Авт.), концерта ертсе пырассине хăй çине илсе пире çăлса хăварнăшăн. Тӳлевлӗ тусан пухăннă укçана ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене пама тӗллев пурччӗ. Тӗрӗссипе концерт тӳлевсӗр иртмелле те. Эпир Театр ӗçченӗсен союзӗн грантне выляса илтӗмӗр. Çав условипе пирӗн темиçе концерт тӳлевсӗр памалла, эпир Хусантан пуçларăмăр, тепри Çӗмӗрлере пулать. Виççӗмӗшӗ Шупашкарта, вăл историлле çуртра, питӗ те илемлӗ особнякра иртет. Ефремов улпутăн çурчӗ пулнăскер. Концерт питӗ те хитре атмосферăра пулать терӗç, çуртасем çунӗç, чăваш классика музыкине кăмăллакан хитре хăнасем... Ку программа çумне тата 1812 çулта пулнă Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин паттăрӗсене халалланă юрăсем кӗреççӗ. Мӗншӗн тесен декабрӗн 9-мӗшӗнче çак çуртра 1812 çулхи вăрçăпа çыхăннă картинăсен куравӗ уçăлать.

– Татьяна, калăр-ха тархасшăн, эсир Валентина Анатольевнăпа мӗн вăхăт пӗрле ӗçлетӗр? 

– Тахçантанпах пӗрле, Валентина Анатольевнăпа пӗрле классика музыкипе партисем, нимӗç, француз, итали чӗлхисемпе кăткăс программăсем хатӗрлессипе ӗçлетпӗр. 2021 çулта, пандеми чухне,  онлайн-концерт хатӗрлерӗмӗр, ăна пӗтӗм тӗнчипе кăтартрӗç. Халăхсен хушшинчи конкурсра виççӗмӗш вырăн йышăннă хыççăн конкурса йӗркелекен çӗршыв, Америка, пире çапла тӗнчене тухма май пачӗ. Тӗрлӗ çӗршывсен композиторӗсен хайлавӗсене кӗртрӗмӗр программăна, çав шутра чăвашсенне те. Чăваш музыки питӗ илемлӗ, кӗвви çепӗç, чуна тивмеллискер. «Савнă Шупашкарăм» хайлав килӗшет, ăна Шупашкар хулин гимнӗ тесе те калас килет. Чăвашла та, вырăсла та юрлаççӗ ăна. 

– Паян эсир ытларах Анисим Асламасăн юррисене юрларăр. Вăл сирӗн чи юратнă композитор-и?

– Ун музыки тыткăнлать, чăваш халăхӗн юрри-кӗввипе пит çыхăнса тăрать вăл, тата вӗсем кивелмеççӗ. Ман репертуарта чăннипе те ун хайлавӗсем чи нумаййи, мӗншӗн тесен вăл чи килӗшнӗ композитор. Турри ăна пит нумай панă, таланчӗ пысăк унăн. Санкт-Петербургри паллă композитор Владимир Иванишин Шупашкарти музыка училищине килсен студентсене «Нарспи» оперăна выляса панă. Вăт çавăн чухне Асламас кăткăс та вăрăм увертюрăна пӗр нотăна та сиктермесӗр пăхмасăр выляса панă. Мӗн итленине вăл йăлт астуса юлнă. Иванишин çакăн пек пултарулăхран питӗ тӗлӗннӗ. Турă панисӗр пуçне Асламасăн тăрăшулăхӗ те пысăк пулнă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине те хутшăннă вăл, 1942 çултан мӗн çӗнтерӳ çитиччен. Берлина, Варшавăна хăтарнăшăн медальсем илме тивӗçнӗ. Пирӗн репертуара кӗнӗ композиторсем пурте вăрçă ветеранӗсем. Çавăнпа вӗсен музыки концерт концепцийӗпе килӗшсе тăрать. Тепӗр юратнă композитор – Тимофей Фандеев. Эп астăвасса Японипе вăрçа хутшăннăшăн награда илме тивӗçнӗ. Çак икӗ композитор Чăваш патшалăх педагогика институтӗнче, халӗ университет, ӗçленипе те мана çывăх. Сăмах май, Тимофей Фандеев музыка грамотине ашшӗнчен вӗреннӗ, вăл ялта чи паллă купăсçă, баянист пулнă. Инструмента хăй те ăсталама пултарнă. Çапла ачаран вăл музыка тӗнчинче ӳснӗ. Асламас, Фандеев тата Хирбю композиторсем маншăн питӗ çывăх, тăван. 

– Тавах сире, калаçушăн. Тепре килӗр пирӗн пата

– Эпир хаваспах, чӗнӗр кăна! 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Искусство