Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТАВАХ САНА, АННЕÇӖМ!

Нурлат хӗрӗ хăйӗн шăпине Теччӗ çӗрӗнче тупнă

Пирӗн анне, Тамара Алексеевна Самаркина, паян, декабрӗн 25-мӗшӗнче, 95 çул тултарать. Вăл Октябрь (халь Нурлат) районӗнчи Коммунар поселокӗнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшӗпе амăшӗн – Алексей Николаевичпа Вера Константиновна Николаевсен – ултă ача пулнă. Василисăпа Анна педучилище пӗтернӗ, пурнăç тăршшӗпех ачасене вӗрентнӗ. Александра Хусанта мединститут пӗтернӗ те врач пулса ӗçленӗ. Анчах та унăн ӗмӗрӗ кӗске пулнă, чӗре чирне пула вăхăтсăр вилсе кайнă. Ананий Ульяновскри педучилищӗре пӗлӳ илнӗ. Çав тери талантлă художник пулнă. Анчах та вăл пӗр хыпарсăр çухалнă. Халăхра ăна аякка-аякка вăрласа кайнă тесе калаçатчӗç... Клавдия вăрçă хыççăн питӗ лайăх çынна качча тухнă, вӗсем мăшăрӗпе 6 ача çуратса ӳстернӗ. Вăл çемьере асли вырăнне пулнă, мӗншӗн тесен амăшӗ чирлесе ир вилнӗ вӗсен.

Тамара, пирӗн анне, Елабугăри культурăпа çутӗç училищинчи библиотека уйрăмне пӗтернӗ. Вӗренсе пӗтерсен ăна Вăрмарти (Чăваш Ен) шкул библиотекине ӗçлеме янă. Вăл икӗ хӗр ӳстерекен Василиса аппăшӗ патӗнче пурăннă. Аппăшӗн упăшки вăрçăра пуç хунă.

Анне каласа панă тăрăх, вăрçă вăхăтӗнче ăна вăрман касма та, çӗрулми лартнă чух сухапуç тытма та тивнӗ. 6 çултан пуçласа амаçури амăшӗпе ӳснӗ пулсан та çывăх çынсен юратăвӗсӗр пурăнман вăл, ашшӗ те, аппăшӗсемпе пиччӗшӗ те ăна çав тери юратнă. Пиччӗшӗ каникула килсен ăна йӗлтӗр ăсталаса панине хальхи пек астăвать вăл. Çичӗ çултах çăм арлама вӗреннӗ анне, вăл еплерех хăвăрт та çинçе арланине пăхма кӳршӗ-аршăсем те каçнă тет.

Аппăшӗ Анна чирлесе ӳксен ăна Теччӗ районӗнчи Çӗньяла чӗнсе илнӗ. Хăйӗн пулас мăшăрӗпе, пирӗн аттепе – Кирилл Павлович Самаркинпа – çакăнта паллашнă та вăл. Атте ун чух тин салтакран таврăннă пулнă. Библиотекăна кӗнеке илме тесе кӗнӗ те çамрăк библиотекаре пӗрре курсах юратнă. Хитре хӗрпе калаçа-калаçа тăватă кӗнекех илнӗ вулама. Эх, кайран хăйне вăрçнă вăл мӗншӗн нумай кӗнеке илтӗм-ши тесе. Ара, кӗнекисене вуласа пӗтермесӗр тепре библиотекăна епле кайăн? Чипер хӗре вара хăвăртрах курас килет-çке...

Аттепе анне 1955 çулхи декабрӗн 19-мӗшӗнче пӗрлешнӗ. 45 çул пӗр-пӗринпе телейлӗ пурăннă. Виçӗ хӗр – Надежда, Ольга тата Галина – çуратса ӳстернӗ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-60-мӗш çулӗсенче Çӗньялти библиотекăна хупнă. Анне вара колхозра ӗçленӗ. Пирӗн çемье çав тери туслă. Пурте пӗр-пӗрне пулăшса, тӗрев парсах тăратпăр. Савăнăçра та, йывăрлăхра та пӗрле эпир.

Эпир асаннепе пӗрле ӳснӗ. Питӗ ăслă, ырă кăмăллă, ӗçчен çынччӗ вăл, 11 ача çуратса ӳстернӗ. Аннепе асанне питӗ килӗштеретчӗç, нихăçан та харкашнине илтмен.​ Асанне 91 çула çитиччен пурăнчӗ.

Анне ӗмӗр тăршшӗпех вӗлле хурчӗсем ӗрчетес ӗçпе аппаланчӗ. Аттен пыл хурчӗ сăхни çине аллергиччӗ, çавăнпа та аннене эпир пулăшаттăмăрччӗ ку ӗçре. Атте ветеринарччӗ пирӗн, ялан ӗçреччӗ. Ял-йыша выльăх-чӗрлӗхне сыватма нумай пулăшнă, пулăшу ыйтма килекенсене нихăçан та çук темен вăл.

Эпир халӗ те час-часах пӗрле пуçтарăнма тăрăшатпăр, юратнă аннене кайса курма тăтăшах вăхăт тупатпăр. Анне мӗн чухлӗ кӗпе çӗлемен-ши, крючокпа тата йӗпсепе мӗн чухлӗ çыхман-ши пирӗн? Шучӗ çук. Çӗр ӗçне те сӗре кăмăллатчӗ вăл вăйпитти чух. Çулла анне ялтах пурăнать, кӗркунне вара эпир ăна хӗл каçма хамăр пата илсе каятпăр.

Анне час-часах вăрçă вăхăтӗнче мӗнле пурăнни пирки каласа парать пире. Çамрăк чух унăн тăван ялӗнче хăйпе пӗр çулхи Аркадий ятлă каччи пулнă. Вăл анне хуть ăçта пулсан та унăн адресне тупса çырусем çырнă. Шел, вăрçăран таврăнайман...

Анне хӗр-тантăшӗпе пӗрле 25 километр аякка вӗренме çӳренӗ, хваттерте пурăннă. Хуçа арăмӗ вӗсене хупăллă çӗрулми пӗçерсе панă. Урăх нимӗн те çимелли пулман. Пӗрре кукаçей нумай çăпата тунă та аннене вӗсене сутма май килнӗ. Çав укçапа кăшт тумтир туяннă вара.

Каярах вăрманта мăйăр нумай пуçтарса типӗтнӗ, вара сутнă. Мăйăр сутса тунă укçапа çӗвӗ машинки туяннă. Анне пире кӗпе-йӗмрен пуçласа пальто таранах çӗлесе тăхăнтартнă. Шкул пӗтернӗ чух тăхăнма илемлӗ кӗпесем те вăлах çӗлесе панă пире. Пире кăна-и? Юлташ хӗрсене те...

Халӗ пирӗн çемье тата пысăкрах. Манăн аннен 6 мăнук, 6 кӗçӗн мăнук. Унăн пахчинче 56 тӗп хурлăхан, хăмла çырли, çавăн пекех улмуççи, чие, слива ӳсеççӗ. Техӗмлӗ чей ӗçме матрӳшкепе пӗтнӗк курăкӗ те пахчарах ӳсет. Анне пахча çимӗç вăрлăхӗ туса, калча ӳстерсе çынсене те мӗн чухлӗ паман-ши... Алли çăмăл унăн, мӗн акать – çавă ăнса ӳсет.

Пирӗн анне çирӗп кăмăллă, ăслă çын, тӗрӗслӗхе юратать. Эпир яланах унран канаш ыйтатпăр. Анне пире пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăнма вӗрентнӗ, çавăнпа та эпир питӗ туслă. Çакăншăн çав тери савăнатăп. Тавах сана, аннеçӗм, юбилей ячӗпе! Юратнă çыннăма халалласа сăвă та çыртăм (вырăсларан Е.Турхан куçарнă. – Ред.):

АННЕ

Ачалăхри сукмакпала килеп,

Хыç алăкран кӗретӗп шал енне.

Часах ăна куратăп, чăн пӗлеп,

Яланхи пек чунтан кӗтет анне.

Тем пахчара аппаланать-çке, эх,

Ачаш куçпа мана савса тӗллет.

Ăçта çулсем ман? Пӗчӗк эп каллех,

Ачалăх таврăнчӗ теес килет.

Ун чунӗ Турă куççулӗ пекех,​ ​

Кăвак куçсем – çап-çутă кӳлӗсем.

Сасси ман хăлхара янрать текех,

Нумай сиктернӗ вăйлă аллисем.

Каллех мана вӗсем, ав, ыталаç:

– Епле-ха сывлăху? – тесе ыйтап.

– Турра тавах! – ун куçӗсем кулаç,

Хаваслăха ниçта эп хураймап.

Хӗвел анать, кӗретпӗр кӗç пӳрте,

Ӗшеннӗ эпӗ, вăл та ӗнертен.

Телей кунта иккен, тăван çӗрте,

Çапла вăл пулса кайнă ӗмӗртен.

Надежда ГУРЛИХИНА (САМАРКИНА).

Ульяновск облаçӗ,

Унтăр.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев