ТĂВАН ЧӖЛХЕМӖР ВӖРЕНӲ ÇУЛӖ ÇИНЧИ ЧУЛ МАР
Якуркелӗнчи ачасем мӗншӗн чăвашла пӗлмеççӗ? Кам айăплă уншăн?
Статья çырас умӗн туллирех информаци пуçтарас тӗллевпе Тутарстан Республикин Электронлă вӗрентӳ сайтӗнче Нурлат районӗнчи Якуркел ялӗнчи ача садне шыраса тупрăм. Иртнӗ эрнекун эпир унта ӗçпе пултăмăр. Мана вӗрентӳ ӗçне епле чӗлхепе илсе пыни интереслентерчӗ. Вӗрентӳ чӗлхи: вырăсла тата тутарла. Çапла çырнă. Шутласа пăхăр-ха, чăн чăваш ялӗнче! Мӗн калаçмалли пур чӗлхене упраса хăварасси çинчен? Енчен те пӗрисем чӗрене ыраттарса ӗçленӗ, тăрăшнă чух теприсене тăван чӗлхен, апла пулсан халăхăмăрăн, пуласлăхӗ пач та хумхантармасан?! Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ тетпӗр, ӗнтӗ кашни кӗтесре ун çинчен калаçатпăр. Усси? Хăш-пӗр çӗрте ку пуш сăмах кăна. Кам юлать пирӗн хыççăн, кама кирлӗ пулӗ чăваш халăхӗн пуян литература, культура еткерӗ? Мӗншӗн-ха ашшӗ-амăшсем çине тăрса ачисене вырăслатаççӗ? Мӗн ку – харпăр хаклав пӗчӗк пулни-и, пуш амбицисем-и? Мӗншӗн-ха ашшӗ-амăшсем чӗлхе кирлӗлӗхне ниепле те ăса хываймаççӗ? Кам айăплă уншăн? Паллах, хамăр.
Вӗрентӳ учрежденийӗсенче чăваш халăхӗн историне вӗренменнин çитменлӗхӗ те ку. Тӗрӗссипе хамăрăн историе кашни вӗреннӗ çын та пӗлсе пӗтереймест. Каласа пама тытăнатăн та куç чарса итлесе лараççӗ. Чăваш халăхӗн историйӗ питӗ авал, культурипе еткерӗ çав тери пуян. Мӗскӗн халăхăн çырулăх та, искусство тӗсӗсен аталанăвӗ те çук. Пирӗн вара çаксем пурте пур, вӗрентекенсем çук. Апла тăван халăхăн историйӗпе факультатив шайӗнче те пулин малтанласа ачасемпе занятисем ирттермелле. Тӗллев вара пысăкрах – ăна ятарлă предмет пек вӗрентме пуçласси пулмалла. Раççей историйӗнче çӗршывра пурăнакан нацисем çинчен пайсем пулмаллах.
Якуркелӗнчи ача садне килсе кӗрсен, акă, йӗрес килчӗ. Ачасемпе чăвашла калаçас тен, вӗсене тăван чӗлхепе сывлăх сунан. Пăх та кур – сана вӗсем ăнланмаççӗ. Воспитательсен сăмахӗпе, вăтаннипе кăна калаçмаççӗ, капла йăлт ăнланаççӗ. Анчах куратăп-çке – ăнланмаççӗ. Куçран пăхсах палăрать. Шкула çак ачасем тăван чӗлхе пӗлӗвӗсӗр килеççӗ, ăна ют чӗлхене вӗреннӗ пек вӗренеççӗ кайран. Кун пирки чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем те кашни тӗл пулмассерен калаççӗ. Тăван чӗлхе вырăнне вырăслине суйласа илни лару-тăрăва пушшех çивӗчлетет. Вырăслин сехечӗсем ахаль те çителӗклӗ. Тăван чӗлхе чăваш чӗлхи пулсан мӗншӗн-ха ăна суйласа илес мар? Тăван чӗлхене вӗренни ытти чӗлхене вӗренме пач та мешетлемест. Вăл ытти чӗлхесене ăса хывма никӗс пулса тăрать. Пӗр чӗлхерен теприн çине куçарни пуç мимишӗн чи лайăх тренажер. Ик чӗлхе икӗ ăс тенине те манар мар. Ăна виççе те, тăватта та çитерме пулать. Сăмахран, вырăс чӗлхи акăлчан чӗлхине вӗренме чăрмантармасть-çке, вырăс ачисен ашшӗ-амăшӗсем хăйсен чӗлхинчен пăрăнмаççӗ вӗт. Чăваш чӗлхи те вӗренӳ çулӗ çинчи чул мар.
Çак ăнлава епле чăваш пуçне шăнăçтармалла-ши?
Якуркелӗнчи ача садне вара ятарласа «Сувар» хаçатра Аслă Çӗнтерӗвӗн 76-çуллăхне халалланă ача-пăча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗнче çӗнтернӗ Арина Зайцевăна саламлама кайрăмăр. Пире кунта Якуркел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Анатолий Борисов, вырăнти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул директорӗ Екатерина Киргизова, ача сачӗн заведующийӗ Татьяна Пичушкина кӗтсе илчӗç. Кӗскен кашни хăй ӗçӗнчи лару-тăрупа паллаштарчӗ.
Арина Зайцева 5-7 çулти ачасен хушшинче пӗрремӗш вырăн çӗнсе илчӗ. Ăна редакци ятӗнчен тӗслӗ хăйăрпа ӳкермелли картина парнелерӗмӗр. Арина хутăш çемьерен пулнипе чăвашла пӗлмест. Кăçал унăн пӗрремӗш класа каймалла. Вăл тăван чӗлхе предметне чăваш чӗлхине суйласа илессине питӗ шанас килет.
Якуркелӗнчи ача садне паяна 23 ача çӳрет, вӗсемпе 2 воспитатель ӗçлет. Садик заведующийӗ Татьяна Гуляртьевна ачасене чăвашла вӗрентмеллипе килӗшрӗ. Тӗп проблема – методика пособийӗсем, вӗрентӳ программи çукки. Анчах ку татса парайман проблема мар, тăрăшсан тума пулатех. Хамăртан килет. Ӗçлемелле.
Аса садне çӳрекенсем чăвашла юрлани вара савăнтарчӗ, акцентпа юрласан та çавах хамăр чӗлхепе. Татьяна Гуляртьевнăпа эпир Якуркелӗнчи ача садне çӳрекенсем хушшинче ятарласа чăвашла сăвă калассипе конкурс ирттересси çинчен калаçса татăлтăмăр. Тепӗр çур çултан каллех килме сăмах патăмăр. Ача сачӗ унччен чăвашланасса шанса тăратпăр.
Ирина ТРИФОНОВА.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ.
Якуркелӗнчи ача садӗнче.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев