ТĂВАН ЧӖЛХЕНЕ ПӖЛМЕН ÇЫН ВĂЛ ТЫМАРСĂР
Мӗнпе айăпа кӗчӗ-ши тăван чӗлхе? Мӗншӗн этемшӗн шыв е сывлăш пекех хăй вырăнӗнче пулнăскер тăрук пăрахăçа тухрӗ? Хăçантанпа вăл тепӗр чӗлхене алла илме чăрмантарма пуçларӗ? Тăван чӗлхепе калаçман çыннăн йăх-ăру тымарӗсем татăлаççӗ. Пехилсӗр манкурта çаврăнать этем.
Мӗнпе айăпа кӗчӗ-ши тăван чӗлхе? Мӗншӗн этемшӗн шыв е сывлăш пекех хăй вырăнӗнче пулнăскер тăрук пăрахăçа тухрӗ? Хăçантанпа вăл тепӗр чӗлхене алла илме чăрмантарма пуçларӗ? Тăван чӗлхепе калаçман çыннăн йăх-ăру тымарӗсем татăлаççӗ. Пехилсӗр манкурта çаврăнать этем. Хăйӗн историне те, культурине те пӗлмесӗр кăмăл-сипет енчен чухăнланса юлать. Хуть мӗнле халăха илес пулсан та тăван чӗлхе вăл ДНК кодӗнче çырăннă, пуç миминчи нейронсен çыхăнăвӗ ун никӗсӗнче аталаннă. Тăван чӗлхене вӗренмен çыннăн çав никӗс арканать. Ют чӗлхене те вăл йывăрпарах алла илет. Ансат ăнлантарсан – тăван чӗлхе вăл юнра.
Тăван чӗлхене вӗрентме çӗнӗ инструментсем кирлӗ
Тăван чӗлхене вӗрентесси йывăррăн пурнăçланса пыни ăна ашшӗ-амăшӗн ирӗкӗпе вӗренме май туса пани нумай ура хурать. Çак çынла мар закон ун статусне чакарчӗ те çынсен куçӗ умӗнче. Вăл камăн пуçарăвӗ пулнине пӳрнепе тӗллесе кăтартмăпăр, ăна пурте пӗлеççӗ.
Çав вăхăтрах Тутарстанра халăхсен тăван чӗлхисене упраса хăварассипе тата аталантарассипе тӗрлӗ программăсем ӗçлеççӗ. ТР Раисӗ çумӗнче Комисси йӗркелени таранччен. ТР Вӗрентӳпе наука министерстви тăван чӗлхепе литературăна вӗрентекенсем валли çулталăк тăршшӗпе наукăпа практика конференцийӗсем, семинарсем, мастер-классем, конкурссем ирттерет. Çулран-çул тăван чӗлхене вӗренекенсен шучӗ чакса пыни çӗнӗ инструментсем кирлине систерет. Ӗлӗкхи майсемпе меслетсем ӗçлемеççӗ. Апла пулсан чӗлхене вӗрентесси те цифра çине куçса пымалла, искусствăлла интеллектпа усă курмалла.
Шăпах çак тата ытти ыйтусене сӳтсе яврӗç октябрӗн 29-мӗшӗнче Хусанти «Адымнар –пӗлӳпе килӗшӳ патне çул» полилингваллă комплексра тăван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсен «Вӗрентӳ системинче тӑван чӗлхесене упраса хӑварассипе аталантарасси: стратегипе технологисем» республика семинарӗнче.
Мероприяти ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Минзалия Закирова, ТР Раисӗн Шалти политика ыйтӑвӗсемпе департаменчӗн Наци политикине пурнӑçлассипе управлени пуçлӑхӗ Данил Мустафин, Тутарстанри халӑхсен Туслӑх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров, ТР Халӑхсен ассамблейин Ӗçтӑвком председателӗн çумӗ Наталья Сабитова, наципе культура автономийӗсен ертӳçисем, Чӑваш Ен, Мари, Удмурт, Мордва республикисенчи вӗрентӳ сферин представителӗсем, тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсем хутшӑннипе иртрӗ.
Чăваш Енрен пирӗн пысăк тус, Чăваш Республикин Вӗренӳ институчӗн Чăваш чӗлхипе литературин кафедрин заведующийӗ, филологи наукисен кандидачӗ, доцент Анна Егорова килсе çитрӗ.
Чăваш шкулӗсен шучӗ чакнă
Тутарстанра пурăнакан тӗп халăхсен чӗлхисене вӗрентесси епле пурнăçланса пынипе Минзалия Закирова пленарлă ларура паллаштарчӗ. Спикерсен шутӗнче Данил Мустафин, Тимур Кадыров тата ыттисем пулчӗç. Анат Камăри 34№ чăваш гимназин директорӗ Галина Ляхова хăйсен ӗç опычӗпе паллаштарчӗ. Асăннă гимнази-интернат вӗренӳ шайӗпе республикăра лайăх вырăн йышăнать. Çавна май ашшӗ-амăшӗ хаваспах хăй ачине çак шкула илсе килет. Галина Анатольевна сăмахӗпе, гимназире чăвашсемсӗр пуçне вырăссемпе тутарсен, марисен тата ытти халăхсен ачисем пӗлӳ илеççӗ.
Минзалия Закирова палăртнă тăрăх, паян вӗрентӳ системине цифра технологийӗсемсӗр ăсласа илме те çук. Республикăра «Цифровая образовательная среда» федераллă проект ăнăçлă пурнăçланса пынине палăртса 2019-2024 çулсенче 201 шкула çӗнӗ йышши информаципе коммуникацисен хатӗрӗсемпе тивӗçтернине, 2022-2024 çулсенче вӗрентекенсене 40 пин нотубук валеçнине асăнчӗ.
Республикăра тăван чӗлхепе вӗрентекен шкулсем патне çитсен чӗре ыратса кайрӗ. Çулталăк каялла çеç чăваш шкулӗсен шучӗ 86-па танлашатчӗ. Кăçалхи вӗренӳ çулӗнче 81 юлнă. Нумай ялта хупăннă шкулсем. Çавсенчен пӗри Теччӗ районӗнчи Пухтелӗнчи тӗп шкул. Ачасене халӗ кӳршӗллӗ Урюм шкулне илсе çӳреççӗ. Пухтелӗнче вӗренекенсенчен хăшӗсем тăван чӗлхепе ОГЭ тытма хатӗрленнӗ пулсан халӗ вӗсен ун пек май çук. Мӗншӗн тесен Урюмри шкулта чăваш чӗлхине вӗрентмеççӗ. Çак проблемăна эпир ТР Вӗрентӳпе наука министерствин ертӳçисем патне çитертӗмӗр. ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн йышăнăвӗпе шкулта пӗр чăваш ачи вӗренсен те ăна тăван чӗлхене вӗренме майсем туса памалла. Шанса тăратпăр ку проблемăна татса парасса.
Шкулсем хупăнни паллă ӗнтӗ ача шучӗ чакнипе çыхăннă. Çамрăксем ялта юлмаççӗ, пысăк хулара тӗпленеççӗ те тăван чӗлхене манаççӗ. Паллă ӗнтӗ вӗсен ачисем вырăсланса ӳсеççӗ. Çавăнпа малашне пысăк хула çумӗнче ӳсекен поселоксенче пурăнакан чăваш çемйисемпе ӗçлеме тытăнмалла. Мӗнле те пулин çак проблемăна татса пама тăрăшмалла.
Экзамена тăван чӗлхепе тытасшăн
Тепӗр проблема вӗренӳ кӗнекисемпе методика пособийӗсем çителӗксӗрри. Министр çумӗ палăртнă тăрăх, 2021 çултанпа ку ӗç лайăх пурнăçланса пырать. Чăваш учителӗсем тӗл пулмассерен кӗнекесем кивелнине, çуккине калатчӗç. Телее, ку ӗç вырăнтан хускалчӗ. 2021 çулта чăваш шкулӗсене 1446, 2023 – 4821, 2025 – 1923 кӗнекепе тивӗçтернӗ. Çав шутра вӗренӳ кӗнекисем, пособисем, илемлӗ литература. Чи кирли – çак кӗнекесем усăллă пулччăр, ачасен вӗсемпе вӗренмелле пултăр. Минзалия Закирова Тутарстанăн шкул ачисем тӗп экзамена тăван чӗлхепе тытассине ытларах суйлама пуçланине те палăртрӗ. Мӗнлерех лару-тăру пирӗн ку енӗпе? Районсенчен пӗрремӗш вырăнта Аксу пырать, пӗлтӗр кунта 43 ача ОГЭне чăваш чӗлхипе тытнă. Иккӗмӗш вырăнта Çӗпрел, вӗсен кăтартăвӗ – 32. Пăвара 22 ача чăваш чӗлхине суйланă. Çарăмсанра 9-ăн. Элкелӗнче – 4-ăн, Теччӗре 3 ача, ытти районсенче 1-2-шер вӗренекен.
Министр çумӗн докладне пӗтӗмлетес пулсан республикăра халăхсен тăван чӗлхисене упраса хăварассипе пысăк ӗçсем пурнăçланаççӗ. Çав шутра тăван тăрăхăн историне вӗрентессипе те. Минзалия Закирова палăртнă тăрăх, РФ Президенчӗн «Истори вӗрентӗвӗн облаçӗнче Раççей Федерацийӗн патшалăх политикин никӗсӗсене çирӗплетесси çинчен» Указӗпе килӗшӳллӗн, Тутарстанра 5-7-мӗш классем валли «Пирӗн тăрăхăн историйӗ» вӗренӳпе методика комплексне хатӗрленӗ те ӗнтӗ. халӗ ăна вӗрентӳ программине кӗртессипе ӗç пырать. Министр çумӗн сăмахӗпе, унта республикăра пурăнакан мӗнпур халăхсене шута илнӗ.
Пӗр сăмахпа, ертӳçӗсем енчен тимлӗх пур, хамăрăн ахаль лармалла мар. Шкулсем, районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен хастарӗсем, çамрăксен пӗрлешӗвӗсем, ашшӗ-амăшсен сообществи пӗр командăпа ӗçлесен хамăр умра тăракан йывăрлăхсене татса пама эпир пултаратпăр.
Хисеп турӗç
Пленарлă лару тăван чӗлхесене упраса хăварассипе аталантарассине пысăк тӳпе кӗртнисене наградăланипе вӗçленчӗ. Чăваш учителӗсем питӗ йышлăн пулчӗç вӗсен хушшинче. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин хисеп паллине Валентина Петровапа (Çӗпрел, Чăваш Çӗпрелӗнчи вăтам шкулăн вӗрентӳ енӗпе директор çумӗ) Валентина Захарова (Аксу районӗ, Кивӗ Саврăшри вăтам шкулăн чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ) тивӗçрӗç. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Хисеп тата Тав хучӗсемпе çак вӗрентекенсене чысларӗç: Надежда Шишкина (Çӗпрел, Кивӗ Çӗпрелӗнчи вăтам шкул), Евгений Бондарев (Пăва, Чăваш Киштек шкулӗ), Луиза Мошкова (Аксу, Сӗнчелӗнчи вăтам шкул), Майя Назарована (Çарăмсан, Йăвашкел вăтам шкулӗ), Галина Сандиярована (Çӗпрел, Хурăнвар Шăхаль ялӗнчи вăтам шкул), Татьяна Романована (?), Наталья Тарасова (Çӗпрел, Хулаçырми вăтам шкулӗ), Валентина Ярмушова (Çӗпрел, Аслă Аксу вăтам шкулӗ).
Вӗрентекенсен опытӗнчен
Пленарлă лару вӗçленсен тăван чӗлхе вӗрентекенӗсем секцисем çине пайланса ӗçлерӗç. Тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт чӗлхисене вӗрентессипе çыхăннă çивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗç унта. Секци ӗçне Анна Егорова йӗркелесе ертсе пычӗ. Унпа тӗлпулу чăваш учителӗсемшӗн яланах парне, квалификацие ӳстермелли кӗске курспа танлаштарма пулать ун лекцийӗсене. Хальхинче те акă вӗрентекенсен нумай ыйтăвне татса пама пулăшрӗ вăл. Вӗренӳ институчӗн доценчӗ хальхинче те акă нумай усăллă меслетпе паллаштарчӗ. «Чăваш чӗлхи урокӗсенче коммуникаци компетенцийӗсене аталантарасси: педагогикăри чи лайăх практикăсем» темăпа пулчӗ унăн лекцийӗ.
Çӗкленӗ проблемăсен шутӗнче вырăсланнă ачасене чăвашла вӗрентесси тӗп вырăнта пулчӗ пулӗ. Çавăнпа кашнин опычӗ кунта пӗлтерӗшлӗ. Хулара мар, халӗ ялта та ачасене чăвашла вӗрентмеççӗ. Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи тӗп шкулта чăваш чӗлхине вӗрентекен Марина Захарова та пăшăрханса çак проблемăна палăртрӗ. Ача садӗнчен, çемьере чăвашла калаçманнипе те, вӗсем вырăсланса килеççӗ шкула. Кун пекки халӗ ытти районсенчи чăваш шкулӗсенче те, шел те, куратпăр. Паллах, вырăсланнисене тăван чӗлхене вӗрентесси çăмăл мар. Тата мӗнле хакламалла-ха вырăсланнисен пӗлӗвне? Паллă ӗнтӗ, чăвашла пӗлекен ачасемпе танлаштарса пăхаймăн вӗсен çине. Çавăнпа паллă (оценка) системине палăртмалла. Вăл тӗрӗс те объективлă пултăр тесен мӗнле хакламалла-ши? Вӗрентекен ку енӗпе хăйӗн методикипе паллаштарчӗ. «Тăван чӗлхепе литература урокӗсенче вӗренекенсен çитӗнӗвӗсене мӗнле хакламалла? Эффективлă мелсем» темăпа çырнă ӗçӗпе паллаштарчӗ Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи вӗрентекен.
Семинарта хăйсен опычӗпе пӗтӗмпе 6 вӗрентекен паллаштарчӗ. Валентина Петрова чăваш чӗлхи урокӗсенче ачасене этнокультура воспитанине парасси çинчен каласа пачӗ. Аксу районӗнчи Енрусьел шкулӗнче ӗçлекен Светлана Никонова «Чăваш тата тутар литературисен диалогӗ» ӗçӗпе паллаштарчӗ. Алексеевскинчи Чăваш Майнинчи шкулта ӗçлекен Светлана Федорова чăваш чӗлхипе литературине вӗрентес ӗçре шухăшлă вулавпа усă курать, Пăвари Элшелӗнчи шкул педагогӗ Елизавета Мышкова «Моя школа» платформа чăваш чӗлхине вӗрентмешкӗн питӗ усăллă пулнине палăртрӗ. Чистайри Анат Кăтратари шкулта вăй хуракан Анастасия Назарова шучӗпе, ялтан тухнă паллă çынсемпе паллаштарни ачасенче патриотизм туйăмӗсене вăратса чăвашла вӗренес туртăма вăйлатма пулăшать.
Тăрăшаççӗ пирӗн вӗрентекенсем, кам мӗнле пултарать çапла. Вӗсен тӗллевӗ – ачасене тăван чăваш чӗлхипе таса калаçма вӗрентесси. Çакăнтан килет-çке халăх пек юлăпăр эпир малашне е çук. Пысăк тав вӗсене куншăн. Паллах, пӗр энтузиазмпа çеç мала каяймăн. Шел те, хăш-пӗр чăваш шкулӗнчех директорсем те тăван чӗлхе кирлӗлӗхне пит мала хумаççӗ, сахал тимлӗх уйăраççӗ. Чылай чухне вӗсен сӳрӗклӗхӗ чăваш чӗлхи учителӗсене ӗçлеме ура хурать. Капла ан пултăрччӗ. Халиччен ӗçлесе çитерейменнине ырана хăварас марччӗ, паянах татса парасчӗ пирӗн.
Сăнӳкерчӗкӗсене GigaChat нейросетьпе усă курса тунă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев