Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван чӗлхене упрасси вӗрентекен ӗçӗ кăна мар

ЮНЕСКО чăваш чӗлхине çухалса пыракан чӗлхесен шутне кӗртнипе пӗрре те килӗшес килмест. Тарăхтарать, кăмăла пăсать ку. Çапах чăваш ăс-тăнпа вăранасса, чӗлхе хаклăхне, пӗлтерӗшне тарăннăн ăнланса илессе шанас килет.

Пуян литературăллă, йăла-йӗркесемлӗ, культурăллă халăхăн пӗтмелле-им вара? Çук паллах! Сӳрӗклӗх – пирӗн тăшман. Ялта пурăнакансем те каçса кайса ачисене вырăсла вӗрентни ниçта юрăхсăр япала. Эпир чăвашла калаçсах ӳснӗ, шкулта та,  университетра та экзаменсене йӗркеллех тытнă, никам та çухалса кайман. Хăçан пуçланчӗ вăл тăван чӗлхе тепӗр чӗлхене вӗренме чăрмантарать тени? Апла шутлас пулсан мӗншӗн вырăса акăлчанла е ытти чӗлхене вӗренме тăван чӗлхе чăрмантармасть? Кашни халăхăн хăй чӗлхи пур, унсăр пуçне ытти чӗлхесене те вӗренеççӗ вӗт? Чăваш чӗлхине, апла пулсан хăйне, нацилӗхе тиркесси ăçтан пуçланчӗ? Ăçта этем хăй хаклăхне йӳнетекен комплекссен тымарӗ? Вуншар, çӗршер ыйту... Хăшӗ ашшӗ-амăшне айăплать, тепри социокультура тавралăхӗнче курать сăлтавне. 

Çав вăхăтра хамăр республикăрах – Тутарстанра наци чӗлхисене упрассипе, аталантарассипе питӗ нумай ӗç тăвăнса пырать. Вӗрентӳ министерстви те, ТР Раисӗ çумӗнчи Республикăра пурăнакан халăхсен чӗлхисене упрассипе тата аталантарассипе комитет та тӗрлӗ мероприятисем пуçараççӗ. Нумай пулмасть Хусанта тăван чӗлхе вӗрентекенӗсен анлă наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ун пирки хаçатăн 46№ çырнăччӗ. 

Çавăнта тăван чӗлхесене упраса хăварассипе, шкулта вӗрентессипе нумай ыйтăва сӳтсе яврӗç. Тӗрӗссипе, тăван чӗлхене упраса хăварассипе ыйту та тăмалла мар пек, вăл хăйпе хăй аттепе аннерен куçса пымаллискер. 

Палăртса хăварар, вӗрентекенсен конференцийӗ Хусанти А.С.Пушкин ячӗллӗ 93№ гимназире иртнӗччӗ. Ахальтен мар, пӗрремӗшӗнчен,  кăçал вырăс поэчӗн 225 çуллăхне палăртатпăр, иккӗмӗшӗнчен, гимнази вырăс этнокомпоненчӗллӗ вӗрентӳ учрежденийӗ. Республикăра çеç мар, Раççейӗпех палăрса тăрать. Ку шкулта вырăс чӗлхисӗр пуçне Тутарстанри ытти халăх чӗлхисене те тимлӗх уйăраççӗ. Çакна ТР Вӗрентӳ министерствин Наци вӗрентӗвӗн управленийӗн пуçлӑхӗ Алсу Шарипова та палăртса хăварчӗ. «Паян эсир хăвăра хумхантаракан ыйтусем çине хурав тупасса шанатăп», – терӗ управлени пуçлăхӗ. 
 
Кашăк мӗнне пӗлмеççӗ?!
 
ЧР Вӗрентӳ министерствин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин заведующийӗ Анна Семеновна Егорова тахçанах ӗнтӗ Тутарстанри чăваш вӗрентекенӗсен çывăх тусӗ шутӗнче. Министерство  ирттерекен мероприятисенче вӗсем тăтăш тӗл пулса тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Халӗ те чылай паха сӗнӳ пачӗ ӗçтешӗсене. 

Анна Егорова шучӗпе тӗрлӗ халăх ачисемпе ӗçлесе тӗрлӗ культурăпа, чӗлхепе танлаштарса вӗрентни эффективлă мел пулса тăрать. 20-30 çул каяллахи меслетлӗхпе вӗрентме çук. Халӗ нумай чӗлхелӗх тапхăрӗ. Ку уроксене кăсăклă та интереслӗ ирттерме май парать. Ачасем калаçу чӗлхине пӗлменни пирки те сăмах хускатрӗ доцент. «Пӗррехинче мана пӗр хӗрарăм шăнкăравласах эсир ачасене тем те вӗрентетӗр, анчах кашăк мӗн иккенне вӗсем пӗлмеççӗ тесе ятлаçрӗ. Ку иккен тăван ялне амăшӗ патне килнӗ те, хăй халӗ Чулхулара пурăнать, йăмăкӗн ачисем чăвашла ăнланмаççӗ иккен. «Кашăк пар» тесе ыйтма та пӗлмеççӗ иккен. Чăваш ачисемшӗнех иккӗмӗш класс программи те йывăр иккен, словарьпе ӗçлесе кăна чӗлхепе калаçса кайма çук вӗт чӗлхе тытăмне пӗлмесен. Малтан кулянтăм ку шăнкăрав хыççăн, кайран савăнса кайрăм. Чăнах тем те вӗрентетпӗр, анчах куллен усă курмалли сăмахсене вӗрентместпӗр. Çавăнпа куллен усă курмалли тата тӗрлӗ лару-тăрупа çыхăннă сăмахсене вӗрентмелле», – терӗ Анна Семеновна. Вӗрентӳ кӗнекисен федераллă списокӗнче чăваш кӗнекисен шучӗ ӳснине те асăнса хăварчӗ спикер. Апла пулсан чăвашсем йышлă пурăнакан республикăсем вӗсене туянса пама пултараççӗ.
 
Чӗлхене камсем йӳнетрӗç?

Çак лару-тăру пӗтӗмпех хамăр чӗлхене йӳнетсе янипе çыхăннă. Акă вăл тăван чӗлхе предметне ирӗклӗ, ашшӗ-амăш йышăнăвӗпе вӗрентме май паракан закон çимӗçӗ. Ăна йышăннăранпа нумай та вăхăт иртмерӗ (наци республикисенче нумай хумхану çуратрӗ вăл) панă çимӗçӗ вара тухăçлă ӗрчерӗ, мӗн чухлӗ чăваш шкулӗ хупăнчӗ республикăра? Е Шупашкарта чăваш шкулӗ, гимнази е лицей çукки намăс япала мар-и? Вӗрентӳ министерствине мӗншӗн вăл хумхантармасть? 
Шкулсенче пӗр вӗрентекенсем кăна тăрăшнипе тăван чӗлхене упраса хăварма çăмăл мар. Республика ертӳçисен авторитетлă йышăнăвӗсем кирлӗ. 
Наукăпа практика конференцине хутшăннисенчен пилӗк вӗрентекен спикер шутӗнчеччӗ. Вӗсем хăйсен ӗç опычӗпе, мӗнле меслетсемпе чăваш чӗлхине вӗренессипе ачасене интереслентернине каласа пачӗç. 

 Алешкин Саплăкри В.С.Дементьев ячӗллӗ вăтам шкул вӗрентекенӗ Надежда Григорьева чăваш чӗлхине вӗрентес енӗпе ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен тăван чӗлхисене аталантарассипе тата упрассипе комитет нумай пулăшнине палăртрӗ. «Халӗ пирӗн вӗрентӳ кӗнекисем пур, вӗсем çӗнӗ, лайăх, илӗртӳллӗ, тытăмӗ те пуян. Хăвăрт каларăшсем те пур, кашни сăмаха уçса ăнлантарнисем. Ӗлӗкхи кӗнекесенче паллă çынсен биографийӗсем çукрахчӗ, кунта пур. ОГЭне хатӗрленмелли хăнăхтарусем таранччен. Пӗр ыйту пур, çак кӗнекесем çумне ӗç тетрачӗсем те тума май çук-ши? Çакна кӗнеке авторӗсем патне çитерсен аван пулӗччӗ. Ак 5-мӗш классен тăван литературăпа ӗç тетрачӗ питӗ меллӗ, ачасем кăсăклансах ӗçлеççӗ унпа. Авторӗ Надежда Иванова. Малашне тата литературăпа кӗнекесем кӗтетпӗр», – терӗ вăл кирлӗ шухăша çитерсе. 

Вӗрентӳре çӗнӗ инструментсем кирлӗ

Надежда Васильевна «Сувар» хаçат редакцине «Шăнкăрав» кăларăмшăн, редакторне чăваш шкулӗсем валли кӗнекесем илсе парас ӗçе вырăнтан хускатнăшăн тав турӗ. Паллах, кăмăллă пулчӗ ыр сăмах илтме. «Паян самана таппинчен юлма çук. Çамрăксене ӗлӗкхилле вӗрентсе интерес çуратаймăн, тăван чӗлхене вӗрентессинче çӗнӗ инструментсем кирлӗ», – палăртрӗ Надежда Васильевна. Вӗрентӳ министерствин гранчӗсем пуçарнă проектсене пурнăçа кӗртме май панине те асăнчӗ вӗрентекен. Çӗпрел районӗнче ăна 2020 çулта Аслă Аксу, 2021 çулта Алешкин Саплăк, 2022 çулта Чăваш Паснапуç шкулӗсем выляса илнӗ. Кăçал Чăваш Çӗпрел шкулӗ грант илме тивӗçрӗ. 

Чăваш чӗлхине вӗрентекенсене класс тулашӗнчи ӗçсене пурнăçлама 50-шар пин тенкӗ пани те пысăк пулăшу. Ку тăван чӗлхе кабинечӗсен пурлăх базине çирӗплетме пулăшать.  

Альшихри вăтам шкулăн чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ Светлана Мукасева вулас ăсталăха аталантарасси пирки тӗпчевӗпе паллаштарчӗ. «Ӗлӗкхипе танлаштарсан сехетсен шучӗ чакни, ачасем вырăсланса пынипе вулас умӗнхи хатӗрленӳ ӗçӗ улшăнса пырать. Шел те, ачасем мӗн вуланине йывăррăн ăнланаççӗ. Ку пысăк проблема. Çавăнпа ăнлантару ӗçӗ кирлех», – палăртрӗ вӗрентекен.  Светлана Мукасева сăмахӗпе, ачасене кӳртӗм сăмахӗсемпе ӗçлеме вӗрентни те кирлӗ. Мӗншӗн тесен вӗсемсӗр сочинени çыраймаççӗ, текст сыпăнса пымасть. 

Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи шкулта ӗçлекен Марина Захарова чăваш чӗлхине вӗрентессинче музей ӗçӗпе анлă усă курмаллине палăртрӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, ку тăрăхран   чăваш халăх поэчӗ Порфирий Афанасьев тухнă. Хальхи вăхăтра ун ячӗллӗ литература музейне йӗркелессипе ӗç пырать районта. «Музей педагогики политкультура талккăшӗнчи вӗрентӳпе воспитани ӗçӗнчи инновацилле технологи» темăпа пулчӗ ун тӗпчевӗ. Вӗрентекен шучӗпе шкул музейӗ интерактивлă пулмалла, унта тӗрлӗ мероприятисем ирттермелле.

Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнчи вăтам шкул директорӗн вӗрентӳ енӗпе çумӗ тата районти чăваш вӗрентекенӗсен пӗрлӗхӗн ертӳçи Валентина Петрова вӗрентӳ программине 2020-2021 çулсенче харпăр проект предметпа çыхăннă ӗçӗпе паллаштарчӗ. Валентина Николаевна палăртнă тăрăх, ку ачасене çӗнӗлле вӗрентме сӗнет тата пысăк çитӗнӳсем тума та пулăшса пырать. Ун сăмахӗпе ачасем чăваш чӗлхипе, культурăпа çыхăннă чылай проектсем çыраççӗ, наукăпа практика конференцийӗсене ăнăçлă хутшăнаççӗ. 

Людмила Ильгузина Анат Камăри 34№ чăваш гимназийӗн пӗтӗмӗшле ӗçӗпе, чăваш чӗлхине вӗрентесси мӗнле мероприятисемпе пурнăçланса пынине каласа пачӗ. 
 
Тахçанах кӗтни пурнăçланчӗ

Наукăпа практика конференцийӗн секци ӗçӗ питӗ тухăçлă иртрӗ. Пӗтӗмлетӳсене пленарлă сессире турӗç. Унта ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Минзалия Закирова, ТР Раисӗн Шалти политика ыйтăвӗсен департаменчӗн Наци политикине пурнăçлассипе управлени пуçлăхӗ Данил Мустафин, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи Ренат Валиуллин, филологи наукисен кандидачӗ, доцент Анна Егорова хутшăнчӗç. 
Спикерсем конференцие хутшăннисене тав туса мероприяти вӗрентекенсен профессилле ӳсӗмӗшӗн, вӗрентӳ системинчи малашлăхлă проектсен аталанăвӗшӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗç. 

Данил Мустафин конференци республикăн шалти политикин пурнăçланăвӗшӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине çирӗплетрӗ. «2024 çулта тинех Раççей Правительстви патшалăх чӗлхисен политикин концепцине çирӗплетрӗ. Ку Раççей халăхӗсен чӗлхисене упраса хăварассин пысăк пӗлтерӗшне палăртать. Тахçанах кӗтнӗ документ ку. Пирӗн тăван чӗлхесем – Раççей хăйевӗрлӗхӗн тӗп палăрăмӗ. Тăван чӗлхесене вӗрентессинче эпир пӗр-пӗринпе пӗр çыхăмра», – терӗ Данил Мустафин кӳршӗллӗ республикăсен пӗрле ӗçлемеллине палăртса. Хăй енчен Чăваш Ен, Марий Эл, Удмурт республикисенчен килнӗ педагог-филологсене тав турӗ. ТР Раисӗ кӳршӗллӗ регионсен пуçлăхӗсем патне тăван чӗлхесене вӗрентессипе ӗç ушкăнне йӗркелес сӗнӳпе тухнине те асăнса хăварчӗ. 
Юлашкинчен ӗçре пысăк çитӗнӳсем тунисене патшалăх тата ведомство наградисемпе чысларӗç. Чăваш вӗрентекенӗсенчен Апас районӗнчи Чӗрккӗн ялӗнчи вăтам шкул  ӗçченне Светлана Сусаринăна ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Хисеп хучӗпе, Пăва районӗнчи Чăваш Киштек ялӗнчи тӗп шкулăн вӗрентекенне Ольга Бахтиновăна Вӗрентӳпе наука министерствин «За сохранение и развитие языков, культур, традиций» паллăпа наградăларӗç. 

Наукăпа практика конференцийӗ ăнăçлă иртрӗ. Вӗрентекенсене ку йышши мероприятисем кирлӗ, вӗсем хăнăхнă йӗркерен туртса кăларса кăштах çӗнӗлле ӗçлеме, вӗрентӳ процесӗнче çӗнӗ инструментсемпе, технологисемпе усă курма хавхалантараççӗ. Тата пирӗн умра тепӗр пысăк ӗç тăрать – чӗлхемӗр кирлӗлӗхне ашшӗ-амăшсем патне çитересси. Ку енӗпе мӗн те пулин шутласа кăлармаллах. 
 
Ирина ТРИФОНОВА. 
Автор сăнӳкерчӗкӗ.     
 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование