Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван чӗлхепе диктант çыракансенчен 62% ӗçӗсене «пиллӗклӗх» çырнă

Темиçе кун хушшинче Тутарстанри Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче вӗрентӳ акцийӗ иртрӗ. Çак вăхăт хушшинче республикăра пурăнакан 16 халăх чӗлхипе диктантсем çырăннă.

Диктанта Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ пуçарнипе çырнă. Пӗтӗмӗшле илсен ку ӗçе тӗрлӗ çулти 260 ытла çын хутшăннă. Чӗлхе пӗлӗвӗ те вӗсен тӗрлӗрен пулнă, паллах. Текстсене араб, азербайджан, армян, бурят, грузин, украин, нимӗç, туркă, хинди, узбек, кăркăс, чăваш, мари, пушкăрт, удмурт, якут чӗлхисемпе вуланă. Çыракансенчен ытларахăшӗ чăвашсем пулнă, вӗсем хыççăн азербайджансем, туркăсем пыраççӗ.

 Тӗрӗслевсем тăрăх, акцие хутшăнакансен 62% диктанта «пиллӗклӗх» çырнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев