Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван хулана çӗнтерӳпе таврăнма кăмăллă

Раççейри çамрăк инспекторсен «Безопасное колесо-2021» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унта çӗршыври 85 регионри ачасем хутшăннă. ТР Патшалăх автоинспекцийӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, республика чысне Хусанти 159-мӗш лицейăн вӗренекенӗсем хӳтӗленӗ.

Аяз Зиганшин, Нияз Хайрутдинов, Милана Мальгина тата Аделя Мифтахова мала тухнă. Вӗсем теори пайне те лайăх панă, çул-йӗр правилисене пӗлессинче те ăсталăх кăтартнă, практикăра та маттур пулнă (ачасен велосипедпа çӳресе кăтартмалла). Иккӗмӗш вырăна Липецк облаçӗн сборнăйӗ йышăннă, виççӗмӗш вырăна Свердловск облаçӗн ачисем тивӗçнӗ.

Çӗнтерӳçӗсене ТР Министрсен Кабинечӗн тата республикăри Шалти ӗçсен министерствин çул-йӗр хăрушсăрлăхне тивӗçтерессине халалланă пӗрлехи канашлăвӗнче чысланă. ЮИДовецсене ТР Президенчӗ Рустам Минниханов саламланă тата парнесем панă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев