Тăван кил йăлисене кăтартрӗç
Юнкун Хусанти Горький ячӗллӗ Культурăпа кану паркӗнче «Пурнӑç йывӑççи» çутӗç проекчӗн черетлӗ фестивалӗ иртрӗ
Атăлçи халăхӗсем тăван кил йăлисене кăтартрӗç. Хальхинче те фестивале йӗркелекенсем Хусан мэрийӗ, ТР Халӑхсен ассамблейи, Халăхсен Туслӑх Çурчӗ, ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен тӑван чӗлхисене упраса хӑварас, аталантарас ыйтусемпе ӗçлекен комисси пулчӗç.
2022 çултанпа пурнăçланса пыракан проектăн пӗрремӗш фестивалӗ кăçал июлӗн 2-мӗшӗнче çак паркрах пулчӗ. 3000 çын пулчӗ ун чух фестивальте. 2025 çул Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталӑкӗ пулнине халалласа ун чухне салтака ăсатассипе çыхăннă йăласемпе паллаштарчӗç çынсене. Тутарстан чăвашӗсен рекрут йăлисене нурлатсем кăтартрӗç. Çак проект «Çемье хаклӑхӗсем тата культура инфотытӑмӗ» федераци проекчӗн «Çемье» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тӑрать.
Августăн 6-мӗшӗнче иртнӗ фестивальте чăвашсен культурипе, йăли-йӗркипе Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» чăваш халăх фольклор ансамблӗ (ертӳçи ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Л.Сердцева) паллаштарчӗ. Паллă ансамбль чăваш халăх юррисемпе пӗрлех чăваш композиторӗсен пурте пӗлекен юррисене шăрантарчӗ.
«Хӗлхем» Горький ячӗллӗ Культурăпа кану паркӗнче «Улах» ларчӗ. Ал ӗç тунă вăхăтрах качча каяс хӗрӗн пуласлăхӗ çинчен те пуплерӗç, юррине те тăсса ячӗç, кунтах çакăнса тăракан сăпкари ача çурални те нумай пулмасть иккен, ун çинчен те пӗлтӗмӗр... Пирӗн умра пулса иртнине «Улах» лартакансем пӗр сюжета пуçтарни постановкăна тата интереслӗрех турӗ.
Тутарстанра пурăнакан халăхсен «çурчӗсем» парк уçланкинче пурнăçри пекех юнашар ларса тухнă. Вырăс, тутар, мордва, удмурт, мари, пушкăрт тата кӗрешӗнсем интереслӗ программăсем хатӗрленӗ. «Кӳршӗсем» пӗр-пӗрин юрри-ташшине кăсăкланса пăхрӗç, йăлисемпе интересленчӗç, «пирӗн те çакăн пекех» е «кăна пирӗн урăхларах тăваççӗ» тесе танлаштаракансем те пулчӗç. Паллах, пӗр тăрăхра ӗмӗртен ӗмӗре юнашар пурăнакансем пӗр-пӗринчен вӗреннӗ, хăнăхнă тӗслӗхсем пайтах. Ку халăхсен туслăхӗ, ырă хутшăнăвӗ çинчен калакан паллă ӗнтӗ.
Юнкун республикăн районӗсенчи фольклор коллективӗсем тӑван килпе çыхӑннӑ йӑла-йӗрке сыпӑкӗсене, кил-çурт ырлӑхне, тӑван çӗре упрама вӗрентессине кӑтартрӗç.
Уяв хӑнисем валли пуян программа хатӗрленӗ: кӗленче çинчи шамаилсем, урай хӑмисем ӑсталама вӗрентессипе мастер-классем, тӗпелте усă курма наци эрешӗллӗ йывӑç калаксем, «Ленген кукула» пушӑт пукани, вӗри апат савăчӗ айне хума пир станӗпе тӗртсе тунă татăксем, тăмран чӳлмек шăлассипе тата йывӑçран кӗлеткесем касса кӑларассипе ӑсталӑх класӗсенче вӗренчӗç.
Пăвари Павелпа Максим Ярхуновсем, Нурлат районӗнчи Вăтам Хăмăшлă ялӗнче пурăнакан Юрий Тимофеев ăстасем «Пурнăç йывăççине» иртнӗ çулсенче те хутшăннă, кăçал та вӗсен сӗтелӗсене ача-пăча, çитӗннисем сырса илнӗччӗ. Кашнин хăйӗн аллипе туса пăхас килет-çке. Пурне те кăсăк. Туянас текенсем те пур, анчах сутмалăх илсе килмен иккен савăт-сапине.
Мероприяти тӑршшӗпех «Çуртӑн уçлӑх элеменчӗсен семантики» темӑпа хуçалăхри япаласемпе артефактсен куравӗ ӗçлерӗ, унта уяв хӑнисене çуртӑн тӗп интерьер элеменчӗсене – малти алӑк, чӳрече, кӑмака, хӗрлӗ кӗтес, апат сӗтелӗ – куртăмăр çеç мар, вӗсен çемьери тата ăрури пӗлтерӗшне пӗлтӗмӗр.
Уявра «Çурт çинчен хывнӑ юрӑсем» площадка уйрӑм вырӑн йышӑнчӗ, унта кашнин ачаран пӗлекен тăванлăх, çемье юррисене хорпа юрласа хутшӑнма пултарчӗ. Çынсем юратнӑ кӗвӗсене аса илсе тăван кил техӗмне туйрӗç тейӗн, сăнӗсем ăшă кулăпа çуталчӗç, тӗллӗн-тӗллӗн юрă сăмахӗсене маннисем чарăнса айккине пăрăнса каймарӗç, ыттисем хыççăн ӗнӗрлесе юрра малалла тăсрӗç.
Халăхсен апат-çимӗçне тутанса пăхни тата мӗне тăрать?! Ӗç хыççăн уява васкаса килнӗ çынсем тин çеç пиçсе тухнă икерчӗпе чей ӗçрӗç, ытти апат та суйласа илсе рехетленсе çимелӗх пулчӗ.
Республикăн районӗсенчен килнӗ илемлӗ пултарулăх ушкăнӗсен концерчӗ «Пурнăç йывăççин» апогейӗ пулчӗ. Республикăра пурăнакан кашни наци ансамблӗ куракансене пӗрле юрлама-ташлама чӗнчӗ. Хастар кӗвӗ çеммипе урасем хăйсемех ташша тухрӗç.
«Хӗлхем» кунта та хастар пулчӗ. Уйрăм-уйрăм юрăсем мар, пӗчӗк концерт программи пăхса килентӗмӗр. Артистсемпе пӗрле ташша тухакансем те пулчӗç.
2025 çулхи «Пурнăç йывăççинче» кӗрешӗнсен ӳсӗмне палăртмалла. Халиччен те вӗсем хăйсене танлă тытатчӗç, кăçал уçланка наци йăлисене кăтартма çамрăксем те, аслисем те ушкăнăн-ушкăнăн килни тӳрех куçа курăнать. Пысăк коллективпа юрласа ташлакан «çурт» фестиваль хăнисене хăй патне илӗртет. Анат Камăри «Абыйгар» çамрăксен ушкăнӗпе «Сурякя» халăх фольклор ансамблӗ сцена çинче те пӗрлех пулчӗç. Ытти халăхсен юррисене итлеме кăсăк, ташша тухма çăмăл пулчӗ. Сцена çинчен янракан мари юрри тутарсене ташă картине тăратрӗ. Вӗсене пăхса куракансем те картана тăчӗç. Çакă пулать те ӗнтӗ халăхсен туслăхӗ.
Фестивальте яланхи пекех ачасем (пӗчӗкрен те пӗчӗкрех) нумай пулчӗç. Мастер-классенче те, сцена умӗнче те. Шăпăрлансем ывăнма пӗлмесӗр ташларӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Ытти сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа кӗрсе пăхма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев