ТĂВАН ТĂРĂХНЕ СĂНЛАНĂ
Аркадий Михайлов Кивӗ Ӳселӗнче пурăнакансем пурте тăванлине тӗпчесе пӗлнӗ, кун пирки кӗнекере çырса кăтартнă
Кашни çыннăн пурнăçӗ çемйипе, çывăх тăванӗсемпе, обществăпа тачă çыхăннă. Кашни çемьен хăйӗн ыттисемпе танлаштарма çук историйӗ, хăйӗн ялӗн, районӗн, регионӗн, çӗршывӗн аваллăхӗпе çыхăннăскер пур. Хăйӗн çемйи, ялӗ ăçтан пулса кайни, вырăнти влаçсен ӗçӗ, пирвайхи шкула уçни, колхоз йӗркелени, халăх сывлăхне упрас ӗç мӗнле шайра пулни, тăванлăх ыйтăвӗсем çинчен шутлакан темиçе хут сăваплă...
Çак ыйтусем Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче çуралса ӳснӗ Аркадий Аркадьевич Михайлова шкулта вӗреннӗ вăхăтрах питӗ хумхантарнă. Ку енӗпе материалсем çамрăклах пухма пуçланă вăл.
Пенсие тухнă хыççăн таврапӗлӳçӗ шырав ӗçӗсене тата анлăрах сарса янă. Социаллă сеть, Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗн Б.А.Захаров ертсе пыракан историпе таврапӗлӳ музейӗн материалӗсемпе, архив докуменчӗсемпе нумай ӗçленӗ. Ялтан тухса кайса Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан ентешӗсемпе çыхăну йӗркеленӗ, ватă çынсемпе курса калаçнă. Çавна май пӗлтӗр «Старое Узеево – Родина малая моя» самаях хулăн кӗнеке пичетлесе кăларнă.
– Кӗнекере эпӗ нумай çул пуçтарса пынă материалсем, ваттисем каласа пани çине таянса хамăн çуралнă кӗтес, ял çыннисем, тăванла хутшăнусем, йăхсем хушшинчи çыхăнусем çинчен каласа пама тăрăшрăм. Шкулта вӗреннӗ вăхăтранах пуçа кăшлакан ыйтусем вӗсене пурăна киле татса пама хавхалантаратчӗç: «Хăçан ялта пирвайхи шкул уçăлнă? Чи малтанхи вӗрентекен кам пулнă? Ăçта сыватнă ӗлӗк çынсене? Вырăнти чăвашсен йăли-йӗркисем еплерех пулнă? Çак ыйтусем чи малтан татса панисем пулчӗç ахăр.
Ачаранах нумай çынран: «Пирӗн ялта пурте тăванлă», – тенине илтнӗччӗ эпӗ. Чăнах та çапла-и-ха? Ку ыйту çине хурав тупас тесе Кивӗ Ӳселӗнчи çемьесен йăхне-тӗпне тӗпчеме тытăнтăм. Ку енӗпе мана ватă çынсем А.М.Андреев, А.К.Ефимова, В.А.Романова, К.П.Ваструкова, М.М.Казакова, О.М.Питимирова, В.К.Игнатьев, Н.С.Ваструкова нумай пулăшрӗç. Хамăн вӗренекенрен С.С.Говоровран та чылай пӗлтӗм. Çапла вара тӗпчевсем хыççăн юлашки 350 çул хушшинче ял çыннисем пӗтӗмпех тăванлашса пӗтни çирӗпленчӗ. Кӗнекене виçӗ çул çыртăм, – каласа парать Аркадий Аркадьевич.
Кӗнеке «Старое Узеево» текен сыпăкпа пуçланать. Унта яла хăйне, тавралăха, хир-вăрмансене, шывсене сăнланă, чикӗсене палăртнă. Ял хутлăхӗн çӗрӗсен таврашӗнчи ялсене, районсене асăнса хăварнă. Хирсенчи ӳсен-тăран, вăрмансенчи йывăçсен, чӗрчунсен, ку тăрăхра тӗл пулакан вӗçен кайăксен, кӳлӗсемпе юханшывсенчи пулăсен ячӗсене асăнса хăварнă.
«Некоторые страницы истории нашего края» сыпăк çак тăрăхăн историйӗпе паллаштарать. Пирӗн ӗмӗрчченхи II пинçуллăхран пуçласа паянхи кунсенчченех малтанхи çăлкуçсене палăртса тӗплӗн çутатнă аваллăха. Кунтах вăл е ку тапхăра сăнлакан карттăсемпе усă курнă, тӗрлӗ çулсенчи документсене, харпăрлăх грамотисене илсе кăтартнă.
Виçӗ ӗмӗр çурă чухлӗ вăхăт анлăшӗнче Кивӗ Ӳсел ялӗнче çуралса ӳснӗ, ку ялпа çыхăннă пиншер çын вырăн тупнă кӗнекере. Вӗсем хăçан çуралнă, мӗн ӗçлесе пурăннă, мӗнпе палăрнă, пурнăçран хăçан уйрăлнă, çемье историйӗ – пурне те тупма пулать кунта. Ял çыннисене йăхсем çине уйăрнă. Питӗ нумай вӗсем кунта. Темле хушмат та тупма пулать. Кашни йăх пирки уйрăм сыпăкра çырнă.
Пӗрремӗш сыпăкра Спиридоновсем çинчен çырнă. «Пикабыз Еленейкин, 1714 çулта кун çути курнăскер, тӗне кӗрсен Абрам Ильин ят илнӗ. Ӳселне 1748 – 1762 çулсенче куçса килнӗ, 1743 çулта унăн ывăлӗ Иван çуралнă...» – текен сăмахсемпе пуçланать вăл.
Малалла Кузьминсем, Львовсем, Скворцовсем, Колинсем, Петровсем (Павловсем), Федоровсем, Левашевсем, Нестеровсем, Казаковсем, Байковсем, Антоновсем (Яппаш), Анисимовсем, Уткинсемпе Черновсем, Игнатьевсем, Старшиновсем, Молоткинсем, Ермолаевсем, Матвеевсем, Титовсем, Софоновсем, Исаковсем, Капитоновсем, Скрипачевсем, Кирюшкинсем, Ланцовсем, Шаймуковсем, Герасимовсем, Крмаковсем, Майоровсем, Никифоровсем, Ефимовсем, Романовсем, Волковсем, Ивановсем, Петровсем, Якимовсем, Резиновсем, Борисовсем, Мельниковсем, Бондаревсем, Куропаткинсем, Якушкинсем çинчен уйрăм сыпăксенче вуласа пӗлме пулать. Кашнинче вуншар ят. Е ытларах та. Çӗнӗ хушаматсем те сахал мар тупма пулать вӗсенче.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине аванах тӗпченӗ кӗнекере. Ку темăпа «Участники ВОВ» сыпăкра паллаштарнă.
Кивӗ Ӳселӗнчен 240 яхăн çын вăрçа хутшăннă. Вӗсене Аксу, Тельман, Октябрь тата ытти районсенчи çар комиссариачӗсем повесткăсем панă. Çухатусем уйрăмах 1941 тата 1942 çулсенче нумай пулнă. Тӗпчевсем ирттерсе А.Михайлов вăрçăра вилнӗ, хыпарсăр çухалнă 113 çын хушаматне тупса палăртма пултарнă.
Вăрçăра вилнисен списокне Кивӗ Ӳсел ялӗ тăрăх 1902 çулхи Павел Константинович Говоров кӗнӗ пулнă. Архив хучӗсенче ун пек çынна тупайман. Çакăн пек çын ялта пурăннине Говоровсен тăванӗсем те, ватă çынсем те аса илеймен. Хутсене тӗплӗн тишкернӗ хыççăн Аркадий Аркадьевич ку çын 1902 çулта ялта çуралнă Павел Никанорович Говоров пулнине тавçăрса илнӗ. Ăна 1941 çулхи декабрӗн 30-мӗшӗнче Мускава хӳтӗлесе пуç хунă тесе шутланă. Госпитале йывăр аманнипе тăнсăр пулса е документсăр лекнипе ашшӗ ятне йăнăш çырса хума пултарнă. Унтан Ленинград фронтӗнче çапăçнă вăл, 1942 çулхи апрелӗн 4-мӗшӗнче паттăрла пуç хунă.
Çывăх çыннисем ун çинчен нимӗн те пӗлменнипе списокран Михаил Минеевич Ермолаева кăларнă. Миней Ермолаевăн ун пек ывăл пулман. Архивра ун çинчен нимӗн те тупайман. Иван Алексеевич Титов, 1915 çулта çуралнăскер, 1942 çулхи августра çапăçура вилнӗскер, Саврăшпуç çынни пулнă иккен. 1907 çулта кун çути курнă Илья Павлович Мельников, вилнӗ тесе шутланăскер, чӗрӗ юлнă. Иван Михайлович Павлова вилнисен списокне икӗ хут кӗртнӗ...
Тишкерӳсем хыççăн вилнисен списокне çӗнӗ хушаматсем кӗртнӗ: Григорий Ефимович Айдов, Михаил Варфоломеевич Антонов, Тихон Григорьевич Жирнов, Николай Васильевич Крмаков, Леонтий Игнатьевич Орлов, Владимир Трофимович Резинов, Илья Павлович Якушкин, Николай Ильич Молоткин. Егор Антоновăн вăрçа тухса кайнă виçӗ ывăлӗнчен пӗри те каялла таврăнайман. Ялти Василий Скворцовăн вара пилӗк ывăлӗ те чӗрӗ-сывă таврăннă. Ялтан тухса кайнă 113 çын каялла таврăнайман.
Тылра хӗрарăмсем, çул çитмен çамрăксем, ваттисем çанă тавăрса вăй хунă, фронт валли çăкăр, выльăх-чӗрлӗх продукцийӗ хатӗрлесе ăсатнă. Ял çыннисенчен чылайăшӗ «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче хастар ӗçленӗшӗн» медале тивӗçнӗ.
Вăрçă çулӗсенче хăш-пӗрисем çар завочӗсенче тăрăшнă, вăрман хатӗрленӗ, çар объекчӗсене сыхланă, госпитальсенче вăй хунă. Вăрçăран чӗрӗ-сывă 133 çын таврăннă.
Сыпăксене вуласа пынă май А.Михайлов çак кӗнекене çырса мӗн тери пысăк ӗç тунине тепӗр хут ăнланса илетӗн. Вулакан кунта хăйне валли усăлли сахал мар тупӗ, хăйӗн мăн аслашшӗсемпе кăсăкланма хавхаланӗ. Шел пулин те, çак питӗ паха кӗнеке çав тери пӗчӗк тиражпа тухнă, хăвăрт саланса пӗтнӗ. Кӗнекене кӗртнӗ çынсен тăхăмӗсем çакна шута илсе автора тепӗр кăларăм тума пулăшасса шанас килет. Çав тери пысăк ялта спонсорсем тупăнмаллах ӗнтӗ.
Евгений ТУРХАН,
ТР Писательсен союзӗн пайташӗ.
А.Михайлов харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев