Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăват ураллă паттăрсем

Дик ятлă колли вăрçă çулӗсенче 12 пин мина тупнă

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çынсене йытăсем те нумай пулăшнă. Вӗсем те хуçисемпе пӗрле вут-çулăм, терт-нуша витӗр тухнă. Пӗрремӗш кунсенченех йытă ӗрчетекен клубсенчен фронта 14 пин йытта илсе кайнă. Тӳрех – вут ăшне, унта вӗсем ытларах кирлӗ пулнă. Пурӗ вара вăрçă çулӗсенче фронтра тăшманпа 60 пин йытă кӗрешнӗ: аманнисене тупнă, вутран илсе тухнă, фашистсен танкӗсене сирпӗтнӗ, разведкăна çӳренӗ, минăсем шыраса тупнă, çыхăну тытма пулăшнă, бандитсене тата шăпанасене тытса чарнă, тӗрлӗ тиев сӗтӗрнӗ, тылра сыхланă...
1941 çулта фашистсен 50 танкӗ Мускав çывăхӗнче тапăнса кӗме тытăннă, анчах та тăрук каялла çаврăннă та тарма пуçланă. Мӗн пулнă? Вӗсем хăйсене хирӗç йытă кӗтӗвӗ чупнине асăрханă иккен. Тăватă йытти пурпӗрех вӗсене хăваласа çитсе 7 танкне сывлăшалла сирпӗтнӗ. Нимӗçсем вӗсене урнă йытăсем тенӗ. Анчах кусем нимле урнă йытăсем те пулман, вӗсене инструкторсем, кинологсем тăшмансемпе çапăçма лайăх вӗрентнӗ.
1943 çулта Полоцк çывăхӗнче Дина ятлă овчарка тăшмансен салтакӗсем ларса пыракан эшелона сирпӗтсе тӗп тунă. Хăй те, паллах, вилнӗ. Вӗрентнӗ тăватă ураллă туссем ун пеккине вун-вун хутчен тунă, нимӗçсен 300 ытла бронетехникине пӗтернӗ.
Санитар йытăсем тата! Вӗсем аманнисене тупнă та питӗнчен çуласа тăна кӗртнӗ, лешӗ вара май килсен суранне çыхса янă. Çулла çăмăл урапапа, хӗлле пӗчӗк çунапа вӗсем аманнисене медицина пунктне сӗтӗрсе килнӗ. Каялла вара вӗсем боеприпассем тиесе кайнă. Шутласа пăхнă тăрăх, вăрçă çулӗсенче йытăсем çапла майпа йывăр аманнă 700 пин салтакăн тата офицерăн пурнăçне çăлнă.
Çынсем кайма май çук чухне йытăсем почтальон, курьер ӗçне тунă, кирлӗ çӗре хаçатсем, çырусем, орден-медаль илсе çитернӗ. Пурӗ вӗсем 200 пин хутчен донесени илсе кайса панă.
1944 çулхи февраль уйăхӗнче Рекс ятлă овчарка çыхăну кабельне тепӗр çырана çитерес тесе тăшмансем пӗр чарăнми персе тăракан вырăнта  пӗр кунра сарлака Днепр урлă виçӗ хутчен ишсе каçнă!
Блокадăри Ленинградра Султан ятлă йытă 200 преступника тата диверсанта тытса чарнă, пурӗ вăл пин преступлени уçса пама пулăшнă. Султан блокадăра 900 кун пурăнса ирттернӗ пӗртен-пӗр йытă.
Дик ятлă колли вăрçă çулӗсенче 12 пин (!) мина тупнă. Унăн чи пысăк ӗçӗ вара çакă: Ленинград çумӗнчи Павловск хулинчи керменте вăл сехет механизмне хута янă 2 тонна çурă таякан фугас тупнă. Кермен сывлăша сирпӗнесси пӗр сехет юлнă пулнă...
Шăрша лайăх пӗлекен Джульбарс вара минăсем тата снарядсем вăхăтра тупса Киеври Владимир соборне, Тарас Шевченко вилтăприне, Прагăри замока, Венăри собора, Дунай çинчи керменсене сыхласа хăварнă. Джульбарс Румыни, Чехословаки, Венгри, Австри çӗршывӗсенче пурӗ 7 пин те 468 мина тата 150 ытла снаряд тупнă!
Ку йыттăн 1945 çулхи июнӗн 24-мӗшӗнче Мускавра иртекен Çӗнтерӳ парадне хутшăнмалла пулнă, анчах вăл аманнă пулнă. Кун çинчен Сталина пӗлтереççӗ. Главнокомандующи: «Джульбарса Хӗрлӗ тӳрем урлă ман шинельпе йăтса тухăр!» – тенӗ. Мӗнле хушнă – çапла тунă. Йытта Сталин шинелӗпе чӗркесе А.Мазовер подполковник йăтса пынă.
Пӗтӗмлетӳ туса çакна каламалла. Вăрçă вăхăтӗнче йытăсем пурӗ 15 пин те 154 тăваткал километр лаптăкăшне тӗрӗслесе тухнă, 303 ял-хулана минăсенчен тасатма пулăшнă, çав шутра Киев, Харьков, Львов, Одесса. Тăватă ураллисем пурӗ 4 миллион мина тата фугас тупса вӗсене сиенсӗрлетме пулăшнă. Мӗн чухлӗ çын пурнăçне сыхласа хăварнă вӗсем!
Вăрçă йыттисене чысласа Мускавра «Çар инструкторӗ йытăпа» ятлă палăк лартнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев