Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТАВРАЛĂХ ЯЧӖСЕМ – ÇӖНӖ КӖНЕКЕРЕ

Ял-хула, çырма-çатра, вар-васан, вăрман-ката, сăрт-ту ячӗсем мӗнле пулса кайни çинчен вулама питӗ интереслӗ

Чăваш кӗнеке издательствинче «Словарь топонимических названий и терминов Чувашии» ятлă кӗнеке кун çути курчӗ. Унăн авторӗсем – Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ И.С.Дубанов тата филологи ăслăлăхӗсен докторӗ Ю.Н.Исаев. Кӗнекене 4 пине яхăн географи ячӗпе терминӗ кӗнӗ. Вӗсенче ял-хула, çырма-çатра, вар-васан, вăрман-ката, сăрт-ту ячӗсем мӗнле пулса кайни çинчен çырса панă.

 

Паллах, пӗр кӗнекене пӗтӗм географи ятне кӗртсе пӗтерме май çук. Вӗсем çав тери нумай. Хăш-пӗр топонима тата вырăнта тӗрлӗрен калаççӗ. Ун пек чухне кӗнекене вариант ятсене те кӗртнӗ.

Асăрханă тăрăх, Чăваш Енри чылай ял ячӗ ăна пуçарса яракан çын ятӗнчен е ун çумне «кас/касă» сăмах хушăннипе пулнă (Саватер, Матикасси, Çеменкасси). Çавăн пекех çӗршыври лару-тăрупа çыхăннă, символла ят та чылай (Путь Ленина, Советски, Комсомольски). Хăш-пӗр ятсенче истори паллисем сыхланса юлнă, тӗслӗхрен, финн-угр е араб чӗлхисенчен кӗнӗ ятсем тӗл пулаççӗ.

Кӗнеке авторӗсене вулакансем пӗлеççӗ ӗнтӗ. И.С.Дубанов – рес­публикăри паллă таврапӗлӳçӗ, Вырăс географи обществин пайташӗ. Унăн Чăваш Респу­ликин тавралăхӗ, кунти çырма-çатра, ял-хула ячӗсем пирки çырнă кӗнекисем ку таранччен те тухнă («Водоемы Чувашии», «Озера, реки, родники Чувашии» тата ытти те). Ю.Н.Исаев – çӗр ытла ăслăлăх, вӗренӳпе методика ӗçӗн авторӗ. Вăл çавăн пекех таврапӗлӳпе те интересленет. Унăн калав пуххисем те пичетленсе тухнă.

И.С.Дубанов, Чулхулари педагогика институтӗнче ăс пухса биологипе географи учителӗн специальноçне алла илнӗскер, 40 çул ытла шкулта ачасене географи вӗрентет. «Эпӗ геолог пулма ӗмӗтленеттӗм, – аса илет вăл. – Шкулта пире географи предметне истори учителӗ вӗрентетчӗ. Вăл çав тери кăсăклă каласа пама пултаратчӗ. Çавăнтан эпӗ географи предметне юратма пуçларăм. Ачаранах ку е вăл яла, çырмана мӗншӗн-ха шăпах çак ята панă тесе шутлаттăм».

Хăйӗн ӗçӗ пирки юратса каласа парать Иван Степанович: «Эпӗ çул çӳреме юрататăп. Студент çулӗсенчех походсене кайма пуçланă. Çак ӗçе вӗренекенсене те явăçтарма тăрăшрăм. Хӗрӗх çул ытла шкул ачисемпе походсене çӳретпӗр. Хамăр республикăна çурçӗртен кăнтăра, анăçран тухăçа миçе хутчен утса тухман-ши? Эпир курса кăна çӳремен, вырăнти çынсене тӗл пулсан таврари çыр­ма, кӳлӗ, ката, вар тата ытти топонимсене çырса илнӗ, май пур таран вӗсем мӗнле пулса кайни çинчен ыйтса пӗлме тăрăшнă. Çакă та кӗнекене пуянлатма пулăшрӗ». Авторсем архив материалӗсене, хамăр çӗршывра тата тăван республикăра таврапӗлӳ темипе тухнă кăларăмсемпе энциклопедисене нумай шӗкӗлченине асăнчӗ.

 

Çӗнӗ словарь тăван тавралăха юратакансене, унăн историйӗпе тата культурипе интересленекенсене пысăк усă кӳрессе шанас килет.

Алина МАЙОРОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев