Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ТĂХĂРЬЯЛ ШĂПЧĂКӖ»: АЧАСЕМ ПӖРИНЧЕН ТЕПРИ МАТТУРТАРАХ

Аслисем валли республикăра тӗрлӗ фестивальсемпе конкурссем нумай, кӗçӗннисем валли вара сахалтарах, анчах Пăвара мар

Тăван чӗлхепе культурăна упраса хăварасси пирки нумай калаçатпăр, ăна пурнăçлас тесе тӗрлӗ майсем шыратпăр. Шкулта икӗ урок ирттернипе пысăк çитӗнӳсем тума çук, хăш-пӗр çӗрте ячӗшӗн тенӗ пек пӗррепех çырлахаççӗ. Çулсерен чăваш чӗлхине вӗренекенсен шучӗ чакса пырать. Нумай чухне ашшӗ-амăшӗн айăпӗпе, вӗсем ача ӳсӗмӗнчи тăван чӗлхе кирлӗлӗхӗпе пӗлтерӗшне ăнланса пӗтереймеççӗ ахăр. 

 

Телее, йăлтах малашлăхсăр мар. Пирӗн хушăра тăван чӗлхепе культурăна хакласа мăн асатте-асаннесем хăварнă пуян еткере хаклакансем пур – сахалах та мар вӗсем. 

Пăва районӗнчи Тăхăрьял çинчен илтмен чăваш сахал пулӗ. Аптрамасть кунти халăх. Вӗсем тытнă та хăйсен вокал конкурсне йӗркелесе янă. «Тăхăрьял шăпчăкӗ» – хитре ят панă ăна. Кăçал вăл Тинкешре иртрӗ. Конкурс положенийӗпе мероприяти куçса çӳрекенни, çӗнтерӳçӗ хăш ялтан – çитесси çавăнта иртет.  

Кăçалхи шучӗпе 9-мӗш пулчӗ. Калас пулать, конкурс Пăва райо­нӗнчи Чăваш наципе культура цент­рӗн тӗревӗпе иртет. 

Эпир çитнӗ çӗре Тинкешри Культура çурчӗн залне халăх пуçтарăнса ларнăччӗ ӗнтӗ. Ăçта ан пăх, пур çӗрте те капăр чăваш тумӗллӗ ача-пăча хӗвӗшет, залра та, фойере те, гримернăйӗнче те. 

Сцена умне лартнă сӗтел çине çӗнтерӳçӗсем валли пуль ӗнтӗ, тӗрлӗ парнесем, вокал номинацийӗсемпе статуэткăсем купаласа хунă. 

– Чăваш наципе культура автономийӗн пулăшăвӗ питӗ те вăхăтлă пулчӗ. Автономин отчетпа суйлав конференцийӗнче пире 15 пин тенкӗлӗх сертификат пачӗç. Парнесем илме шăпах пулчӗ. Çӗнтерӳçӗсем валли наушниксем, портативлă колонкăсем тата чăвашла кӗнекесем илтӗмӗр. Пысăк тав автономи ертӳçине Дмитрий Самаренкина. Унсăр пуçне кашни хутшăнакан валли канцеляри таварӗсем илме 500 тенкӗлӗх сертификат хатӗрлерӗмӗр», – терӗ ЧНКЦ председателӗ Владимир Ильин эпир сӗтел çинчи япаласемпе интересленнине асăрхаса. 

Ку йышши мероприятие пӗччен хатӗрлеме çук, паллах. Владимир Анатольевич сăмахӗпе, туслă команда йӗркеленнипе ӗçсем вăхăтлă пурнăçланнă. Команда лидерӗсен шутӗнче – клуб заведующийӗ Розалина Дубова, ЧНКЦ хастарӗ Валентина Ильина, Тинкешри шкул директорӗ Марина Киргизова, чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсем – Светлана Мукасевăпа Лариса Андреева. Вӗсем тăрăшнипе ӗнтӗ конкурс пӗр пăтăрмахсăр, хавас лару-тăрура иртсе кайрӗ. 

Мероприятие уçнă çӗре ТР Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, Пăвари ЧНКЦ председателӗ Владимир Ильин, Тинкешри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул директорӗ Марина Киргизова хутшăнчӗç.

«Тăхăрьял шăпчăкӗ» юрă конкурсӗн чи пысăк хакӗ – вăл ача-пăчапа çамрăксемшӗн пулни. Аслисем валли республикăра нумай мероприяти, тӗрлӗ фестивальсемпе конкурссем иртеççӗ, кӗçӗннисем валли вара сахалтарах. Çапла тăхăрьялсем хăйсен ачи-пăчине чăвашла юрлаттарса тăван чӗлхепе культурăна хаклама, хисеплеме, унпа мăнаçланма вӗрентеççӗ. 

«Тăхăрьял шăпчăкӗн» тӗп парнишӗн кăçал 29 конкурсант тупăшрӗ. Пӗринчен тепри маттуртарах та пултаруллăрах. Костюмӗсем тата мӗне тăраççӗ. Пӗчӗк артистсене пăхса ларма питӗ те кăмăллă, хаклама вара самай йывăртарах. Мана та жюри йышӗнче ӗçлеме тиврӗ. Пукане пек тухса тăраççӗ те шел вӗсене балпа хак­ласа ларма. Анчах конкурс конкурсах. Хутшăнакансене вокал пултарулăхне, юрлас техникăна, ăнланса юрланине, микрофонпа ӗçлеме пултарнине тата хăйсене сцена çинче тытма пӗлнине, çи-пуç килӗшӳлӗхне кура хакламаллаччӗ. Критерисем çирӗп. Кашнинпе 5 балл пухма çăмăлах мар. 

Калас пулать, конкурс концерт­не ертсе пыракансем те ачасем хăйсемпех пулчӗç. Пӗртăван Василинăпа Эвелина Паневасем  конферансье тивӗçне лайăх пурнăçласа пычӗç. Сăмах май, конкурса та вӗсем хăйсемех уçрӗç. Юрă минусовкипе пăтăрмах сиксе тухсан та аптраса тăмарӗç – акапелла юрласа пачӗç. Пуринчен ытла ачасем «Асамат кӗперӗ» юрра кăмăллаççӗ пулмалла, ăна Евангелина Алексеевапа Розалина Калимуллина  (Рункă), Милана Кильдюшева (Пăва хули) Вера Петухова (Тури Лашчи) юрларӗç. «Пукане» юрă та фаворитсен шутӗнче – ăна Стефания Попова (Кипеккасси), Яна Яковлевăпа Ульяна Ефремова (Чăваш Киштек) шăрантарчӗç. «Чӗн йӗвен» юрра вара ансамбльсем кăмăлланă куран. Ăна «Каскад» (Пăва хули), «Хӗлхем» (Мăкăр) ансамбльсем питӗ хитре юрларӗç. 

Кăçалхи конкурса Раççейри Çемье çулталăкне халалланине палăртса хăвармалла. Çавна май «Çемье дуэчӗ» номинаци кӗртнӗ. Ирина Сергеевнăпа Ксения Герасимовасен (амăшӗпе хӗрӗ, Элшел) дуэчӗ «Ӗмӗр çамрăк юлăн эс» юрра чуна витермелле хитре юрларӗç. Пӗртăвансем Валерияпа Виктория Павловасем (Элшел) хăна юррипе куракансене савăнтарчӗç. 

Конкурсантсем хумханмасăр та мар, паллах. Пӗчӗк артистсене уйрăмах хăйсене алла илме йывăртарах, мӗншӗн тесен опыт сахалтарах. Сăмах май, жюришӗн те ку чăрмав пулчӗ – çийӗнчех объек­тивлă хак пама. Хумханнине пула сасă такăнма, тональностьпа килтерсех пӗтмессе пултарать тата ытти те. Ак Артем Барбаров, сăмах май вăл чи кӗçӗннисенчен пӗриччӗ, малтанласа кăштах такăнчӗ. Анчах часах хăйне алла илчӗ те еплерех юрласа ячӗ! Сасси уçă та янравлă, нотăсене пурне те илет. Вокал енӗпе малашне те аталантарсан унран лайăх юрăç тухатех. Кирилл Николаевпа (Элшел) Влас Харитонова (Пӳркел) палăртса хăварас килет. Питӗ лайăх шайра юрларӗç вӗсем. 

Хутшăнакансем 60-а яхăн пулин те конкурс пӗр сывлăш çаврăмӗпе иртсе кайрӗ пек туйăнчӗ. Жюри пӗтӗмлетӳ тума кайсан куракансен умне «Ритм» ташă ушкăнӗ тухрӗ, капла вăхăчӗ те хăвăртрах шунă пек. Ара, пурин те çӗнтерӳçӗсем камсем пулнине пӗлес килет-çке, уйрăмах «Тăхăрьял шăпчăкӗ» кубок хăш ял ачи патне каясси интереслӗ. 

Тинех кӗтнӗ вăхăт та çитрӗ, жюри пайташӗсем зала таврăнчӗç. «Вокал», «Вокал ансамблӗ», «Çемье дуэчӗ» номинацисенче пуринче те 1, 2, 3-мӗш вырăнсем палăртрӗç. Тӗп номинаци вара – «Тăхăрьял шăпчăкӗ», кăçал çак чыса Кирилл Николаев илме тивӗçрӗ. Апла 10-мӗш, юбилейлă, конкурс Элшелӗнче иртӗ тепӗр çул. 

 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев