Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнă ялӗнче Н.М.Сорокинăн асăну каçӗ иртрӗ
Паллă журналист, публицист, çыравçă, ТР тата Раççей культурăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн 2013 – 2021 çулсенчи председателӗ, «Сувар» хаçата никӗслекенӗ, иккӗмӗш редакторӗ Николай Михайлович Сорокин пултарулăхӗ нумай енлӗ. Республика хаçачӗсенче, ТАССăн Тутарстанри корреспондентӗнче нумай çул ӗçленӗскер публицистика, литература жанрӗсемпе пуринпе те çăмăллăн çыратчӗ. Çакна пулас ăрусем валли хăварнă 13 кӗнеки, çав шутра «Аттеçӗм Атăл», «Тăлăх арăм минтерӗ» романӗсем, кăтартаççӗ. Николай Михайлович пурăннă пулсан кăçал июлӗн 8-мӗшӗнче 81 çул тултармаллаччӗ. Шел, пӗлтӗр хăйӗн 80 çулхи юбилейӗччен 3 кун пурăнса çитеймерӗ вăл, июлӗн 5-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе куçне хупрӗ. Кăçал çак кун тăван ял-йыш çывăх çыннисемпе, Тутарстанри, Ульяновск облаçӗнчи çыравçăсемпе, Теччӗ тата Пăва ЧНКЦ хастарӗсемпе пӗрле асăну каçне ирттерчӗç.
«Ӗмӗр кӗске, Атăл ӗмӗрлӗхе»
Аслă Ăнă масарӗнчи вилтăприйӗ çинчи палăк уçнипе пуçланчӗ мероприяти. Çивиттине ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн ертӳçи И.Ф.Трифонова тата Теччӗ районӗн культура уйрăмӗн ертӳçи Ю.В.Сиякин уçрӗç.Тирпейлӗ те сумлă палăк çинчен Николай Михайлович чӗрӗ пекех пăхса ларать. Калăн, аллинчен ручкăпа хута вăл леш тӗнчере те ямасть. Тăпри çинче чи пысăк ӗçӗ – «Аттеçӗм Атăл» романӗ... Ун çине: «Жизнь коротка, а Волга вечна!» – тесе çырнă. Палăртса хăварам, Сорокинсен çемйине палăк лартма республикăри хастар чăвашсем те пулăшнă.
Митинг хыççăн тӗп мероприяти вырăнти Культура çуртӗнче иртрӗ. Асăну каçне ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ И.Ф.Трифонова уçрӗ. Николай Михайлович пиртен ӗмӗрлӗхе уйрăлни унăн çемйин – мăшăрӗн, ачисемпе пӗртăванӗсен – кăна мар, чăваш тӗнчин пысăк çухатăвӗ пулнине палăртрӗ вăл. Мӗншӗн тесен халăх валли хăварнă эткерӗ чăнах та укçапа виçейми пуянлăх унăн. ЧР Профессилле çыравçăсен союзӗн председателӗн Улькка Эльменӗн, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçин К.Г.Яковлевăн саламне çитерчӗ.
Николай Михайлович наставник, каярах аслă юлташ та пулнине каларӗ Ирина Федоровна. Хусанти педагогика университетӗнче иккӗмӗш курсра вӗреннӗ чухне Н.М.Сорокин унăн пултарулăхне асăрхаса декан умӗнче мухтаса хавхалантарнине ăшшăн аса илчӗ.
Кун пек ăшă асаилӳсем пухăннисен кашнин тенӗ пекех пурччӗ. Аслă Ăнă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ А.И.Афанасьев, тӗслӗхрен, Николай Михайлович ялшăн тăрăшакан çын пулнине палăртрӗ. Вырăнти часавая туса пӗтермешкӗн ялта ыркăмăллăх концерчӗ йӗркелесе пулăшнă иккен çыравçă вӗсене, хăй те укçа панă.
Теччӗри ЧНКЦ ертӳçи В.А.Тимофеев вара Н.М.Сорокинпа малашлăха палăртнă пӗрлехи планӗсем пысăк пулнине аса илчӗ. Çыравçă сывă чухнех ялăн е Теччӗ хулин пӗр урамне унăн ятне парас шухăш пулнă вӗсен. Володар Аркадьевич паллă ентешӗн ятне ӗмӗрлӗхе хăварас шухăша район пуçлăхӗсем ырланине пӗлтерчӗ. Апла-тăк Теччӗ хулин пӗр урамне Н.М.Сорокин ятне парасса кӗтмелле.
Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи А.Н.Семенов та Николай Михайловичăн хушăвне малалла пурнăçланине каларӗ. Чăвашла тухнă кӗнекисене республикăри кашни чăваш шкулне çитермелле иккен унăн. Кӗнекесене çын урлă мар, хăй кайса парас шутлă таврапӗлӳçӗ. Кама леш енчи хăш-пӗр районти чăваш шкулӗсене кӗнеке çитнӗ те ӗнтӗ.
ТР Писательсен союзӗн председателӗн çумӗ Р.З.Курбанов Н.М.Сорокинăн пултарулăхне çӳллӗ шая хурса хакларӗ, мӗншӗн тесен литературăна Николай Михайлович пуян опытпа, пиçсе çитнӗ шухăшсемпе кӗнӗ. Хăй мӗн курни-тӳснине романӗсенче сăнланăран произведенийӗсем чӗрӗ те интереслӗ пулса тухнă. Кун пек çыравçăсем кашни кун та, кашни ялта та çуралмаççӗ. Аслă Ăнă çыннисем ку енчен телейлӗ, ачасем тăван литературăра ентеш пуррипе мăнаçланмаллине, унпа танлашма ăнтăлмаллине, ялта Н.М.Сорокинăн литература урокӗсене ирттерсен вырăнлă пулмаллине каларӗ Р.З.Курбанов.
Ульяновск тăрăхӗнчен килнӗ паллă çыравçă, Раççей, Чăваш Писательсен союзӗсен пайташӗ, нумай кӗнеке авторӗ, ентешӗмӗр В.Н.Тарават ку шухăша малалла тăсса çыравçă-ентешӗн ятне манмалла марри çине пусăм турӗ. Асăну каçне шкул ачисем килменшӗн кăшт питлесе те илчӗ: «Литературăна эпӗ ача-пăча çыравçи пек кӗнӗ. Ку ялта пӗрремӗш хут, тен, урăх килеймӗп те. Кун пек тӗлпулусенче шкул ачисем пулмаллах», – терӗ мероприятин пӗлтерӗшӗ пысăк пулнине палăртса. Ульяновск хулинчен килнӗ тепӗр çыравçă Н.Н.Ларионов та кунта Н.М.Сорокин вулавӗсене ирттерме сӗнчӗ. ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗ шухăша ырласа йышăнчӗ. Ăна район шайӗнче кăна мар, республика, регионсен шайӗнчех ирттерсен аван пулассине палăртрӗ.
Асăну каçӗнче сăмах тухса калакансем нумайăн пулчӗç. Вӗсенчен кашни Н.М.Сорокина тӗрлӗ енчен уçрӗ: пултаруллă çыравçă, интеллигент, шанчăклă тус, ăста купăсçă, юрăç, юратнă мăшăр, атте... Пафоссăр, çемьери пек ăшпиллӗ иртрӗ асăну каçӗ. Лайăш районӗнчен килнӗ «Веснавея» юрă театрӗн тата ялти «Туслăх» фольклор ушкăнӗн çепӗç юррисем ăна тăванла ăшă туйăм кӗртсе ӗмӗр чăнах та кӗскине, анчах «Аттеçӗм Атăл» роман ӗмӗрлӗхе юлнине аса илтерчӗç.
Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев