«Телейлӗ билет»
Ку Ольга Рубцован пӗрремӗш уйрăм кӗнеки. Халиччен ун хайлавӗсем коллективлă сборниксенче пичетленнӗ
Автор çинчен
Авторпа çывăхрах паллаштарар-ха. Ольга Петровна Рубцова 1977 çулхи январӗн 1-мӗшӗнче Чăваш АССРӗнчи Елчӗк районӗнчи Аслă Елчӗк ялӗнче çуралнă. Тăван ялти шкулта ăс пухнă хыççăн 1995 çулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчи журналистика факультетне вӗренме кӗнӗ. «Тăван Атăл» журналта (2002–2004), «Хресчен сасси» хаçатра (2005–2013) ӗçленӗ, 2016 çултанпа Чăваш кӗнеке издательствинче вăй хурать.
Çырас туртăмӗ шкулта вӗреннӗ чухнех палăрнă, пӗрремӗш сăвви Ольга Карамаликова ятпа «Колхоз ялавӗ» (халӗ – «Елчӗк ен») район хаçатӗнче пичетленнӗ. Шкул çулӗсенче «Пионер сасси» (халӗ – «Тантăш») хаçатпа, «Хатӗр пул» журналпа çыхăну тытнă.
Унăн хайлавӗсем «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсенче, «Чăваш хӗрарăмӗ» хаçатра, «Куçукпа Хураçка. Потеряшка» (2021), «Чӗре тӗпӗнчи туйăм» (2023), «Аслă Çӗнтерӳ мăнаçлăхӗ» (2025) коллективлă сборниксенче кун çути курнă.
«Телейлӗ билет» – Ольга Рубцован пӗрремӗш уйрăм кӗнеки. Прозаикшăн вăл литературăна ертсе кӗрекен телейлӗ билет пултăрччӗ.
Çыравçăшăн кӗнеке пичетленни – пысăк савăнăç, телейлӗ билет лекнипе танах. Хайлав пуххи «Телейлӗ билет» ятлă пулсан – пушшех те. Нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче шăпах çакăн пек ятлă кăларăм кун çути курчӗ. Унăн авторӗ – Ольга Рубцова прозаик, редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Ирина Калентьева. Аслă классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗскерне 3 повеçпе 6 калав кӗнӗ.
Автор хайлавсенче тӗрлӗ тема хускатать: пурнăçпа вилӗм, юратупа курайманлăх, туслăхпа ăмсану, шанчăклăхпа сутăнчăклăх тата ытти те. Паянхи çивӗч ыйтусенчен пăрăнса иртмест вăл, вулакана шухăша яракан сăнарсем калăплать. Унăн геройӗсем – хальхи яшсемпе хӗрсем, çитӗннӗ çынсем. Кашниех хăй телейне шырать. Пӗрисем ăнăçăва хӳринчен ярса тытассишӗн тем тума та хатӗр, çумри çынна ура хума та; теприсем ыттисене пулăшнинче тивлет тупаççӗ; виççӗмӗшсем суя тӗллев хыççăн кайса шар кураççӗ.
Триллер паллисем те пур
Сăнарсемпе пӗрле вулакан таçта та çитӗ. «Виличчен те манаймăп…» повеçри Маргарита хыççăн çапăçу хирӗнче утма та тивӗ. Мӗн туса çӳрет-ха вăл унта? «Пульăсем айӗнче çӳресси хӗрсен ӗçӗ мар». Савнийӗ Саша тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине тухса кайсан Рита канăçне пач çухатать. «Хуть те мӗн каласассăн та – чăтаймастăп эпӗ, кӗтесси, кашни самантра юратнă çыншăн хумханса çӳресси темле хăрушлăхран та йывăртарах маншăн. Ман та çӗршывшăн, ун çӗнтерӗвӗшӗн мӗн те пулсан усăлли тăвас килет, Саша пекех хастар пуласчӗ, унран ӳксе юлас марччӗ…» – тет вăл. Чăннипе хăй ăçта каяссине килтисене те каламасть. Маргарита, медицина ӗçченӗ пулса тăнăскер, вилӗмпе куçа-куçăн пӗрре мар тӗл пулать, мӗнпур йывăрлăха парăнтарса малалла талпăнать. Юрату хӗре вăй кӳрет. Акă пӗтӗм хирӗçтăру вӗçленӗ те, савнисем каллех курнăçӗç, çемье çавăрӗç. Сашăпа Маргарита, чăнах та, тӗл пулаççӗ. Анчах ку тӗлпулу пӗртте кӗтнӗ пек килсе тухмасть. Мӗншӗн-ши? Чăнлăх шалт тӗлӗнтерсе ярать.
«Ылтăн кӗсье» ирониллӗ детективри тӗп сăнар – Есения – питӗ яваплă, хӗр тусӗшӗн тем тума та хатӗр: ун хваттерӗн адресне пӗлмесӗрех хăйне шыраса тупма та, ăна инкекрен çăлма та. Василиса – пач расна çын: çăмăлттай, хитре те канлӗ пурнăçа саваканскер. Ахальтен мар Ветрова хушаматлă ӗнтӗ вăл. Хальхинче авă лайăх палламан каччăпа кăнтăра канма каясшăн. Анчах Пашăна никампа хăварма çук имӗш. Есения ăна икӗ эрнене илсе юласса, тăрантарасса шанать. Паша текенни кушак-мӗн, кӳршӗ карчăкӗ хăй вилес умӗн парса хăварнăскер. Мăрлукӗпе пӗрлех çитмӗл пин укçи лекнӗ Василисăна. Ун чухне чӗрчуна лайăх усрăп тесе сăмах пама çăмăл пулнă-ха. Чӗрӗ чуна пăхасси вара – пысăк яваплăх. Василисăшăн ку ют. Паллах, Есения килӗшет. Пашăн куçӗнче тунсăх кăна мар, вӗçӗ-хӗррисӗр ырату асăрхать вăл. Çывăх юлташа пулăшас тени, кушака хӗрхенни пăтăрмаха кӗртсе ӳкерессе кам сӗмленнӗ-ха? Есения хăй сисмесӗрех детективлă ӗç-пуç авăрне чăмать, темиçе хутчен вилӗмрен хăтăлса юлать. Тӗплӗнрех пӗлес тесен кӗнекене алла тытмалла.
«Парнелеймен сăнӳкерчӗк» повеçре тӗпре – туслăх теми. Хăвна чăннипех ăнланакан, пулăшакан çынна тӗл пулма çăмăл мар. Ун пекки тупăнсан ăна куç пек упрамалла. Соня хăйне телейлӗ теме пултарать: унăн Мила пур. Ача чухне Мила Соньăна путса вилесрен çăлса хăварнă. Çавăнтанпа çывăх туслашнă вӗсем. Пур çӗрте те пӗрле. Ӳссе çитсе хӗр шутне кӗрсен те, качча кайсан та хутшăну татăлмасть, пачах урăхла – çамрăк хӗрарăмсем тăтăшах курнăçаççӗ. Çапах ку туслăх малтанхи йӗркесенченех сисчӗвлентерет. Милăн тыткаларăшӗ чунра иккӗленӳ çуратать, шанас килмест ăна. Ку хайлавра триллер паллисем пур: тыткăнлакан сюжет, ӗç-пуç хăвăрт пулса иртни, конфликт çивӗчлӗхӗ, паллăмарлăх, тӗлӗнмелле вӗçленни. Сăнарсен кăмăл-туйăмне ăста уçса парать Ольга Рубцова. Саспенс (хумханса кӗтни, пăшăрханни, мӗн пулассине ăнкарайманни, сăнарпа пӗрле хумханни, шикленни) мелӗпе вырăнлă усă курать. Вуласа тухсан пӗр хушă ним чӗнейми ларатăн. «Капла та пулма пултарать-и?» – тетӗн. Пултарать-мӗн. Автора ӗненетӗн.
Калавсенче – кулăшла самантсем
Калавсенче шӳтпе кулăшла самантсем мала тухаççӗ. Кунти сăнарсене прозаик чылай чухне ирониллӗ сăнлать. Вӗсенче вулакан хăйне е пӗлӗшӗсене палласа илме пултарӗ. «Ултавçă фотошопри» Лира ятарлă программăпа усă курса хăй сăн-питне, кӗлеткине чиперлетет. Социаллă тетелте çыру çӳретекен Максимшăн илемлӗ пулас килет-çке пикен. Чăннипе хӗр тулли ӳтлӗрех, çакăнпа кăмăлсăр. Каччă тӗл пулма ыйтсан Лира тăхтаса тăрать: кăшт та пулин начарланасшăн. Ку тӗллеве пурнăçлама майне те тупать. Анчах ултавпа инçе кайăн-ши?
«Телейлӗ билет» хайлаври Андрей салтакран таврăнать. Канашран Шупашкара çитме билет туянать те автобуса кӗрсе ларать. Хăйне телейлӗ билет çакланнине асăрхать сасартăк. Ун пек билетпа мӗн тумалла-ха? Тӗрӗс, ӗмӗт çинчен шухăшласа çисе ямалла. Каччă çапла тăвать те. Анчах салона хӗрарăм кӗрсе тăрать те: «Граждансем, тархасшăн, билетсене хатӗрлӗр, контроль!» – тет. Хуть çӗр тӗпне анса кай. Ку лару-тăруран еплерех хăтăлса тухать-ши ӗнерхи салтак?
«Раиç аппа кин кӗртет» калаври кинеми ывăлне авлантарма шут тытать. Ялти çул çитнӗ хӗрсене хутпа ручка тытсах палăртса хурать. Тиркевлӗ куçпа хак парать Раиç. Юрăхли тупăнмасть. Хайхи вăл ӗçлекен столовăйне кулинари училищинчен тăватă практикантка килет. Раиç аппа аслă повар хăйне евӗрлӗ «кастинг» пуçлать. «Моделӗсем» çеç кун пирки ним те чухламаççӗ. Тăватă пикерен хăшне кин пулма тивӗç тесе йышăнӗ-ши ăшталанчăк хӗрарăм?
Кӗнекери ытти калав та интереслӗ. Пурин çинче те чарăнса тăмăпăр, кӗнекине вуласан пӗлӗр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев