Темиçе çул каялла демографи япăхланнин çимӗçӗ нумай кӗттермерӗ, Раççей предприятийӗсенче кадрсен ыйтăвӗ çивӗч
2030 çул тӗлне 2,8 миллион специалист çитменнипе çӗршыв 300 миллиард доллар укçа çухатма пултарать иккен. Шăпах кадрсен ыйтăвне татса парас тӗллевпе çӗршывăн нумай регионӗнче профориентаци енӗпе PROинтерес фестиваль йӗркеленӗ, черет пирӗн пата та çитрӗ. ТР Правительствипе республикăри чи пысăк 14 компани тӗрев парать ăна. Фестивалӗн тӗллевӗпе тата йӗркипе «Татар-информ» ИАра иртнӗ черетлӗ брифингра паллаштарчӗç.
Пилотлă проекта Ешӗлвар районӗнче тӗрӗслесе пăхнă малтан. Тӗллевӗ те, шухăшӗ те çав тери аван. Шкул ачисене ку е вăл профессипе çывăхрах паллаштарса тӗрӗс суйлав тума пулăшать вăл. Хальхи вăхăтра шкул ачисенчен 70 проценчӗ мӗнле професси суйламаллине пӗлмест. Шкул пӗтернӗ хыççăн ăнăçсăр суйланă профессие пула специальноçпа ӗçлеменнисем нумай. Шăпах ку фестиваль ачана хăйӗн вăйлă енӗсене, хăш ӗç патне алли пынине пӗлме пулăшать. Мӗнле ашшӗ-амăшӗ ачи-пăчи пурнăçра хăй вырăнне тупасса ӗмӗтленмест-ха? Апла-тăк, ку социаллă проектăн пӗлтерӗшӗ çав тери пысăк. Пилӗк авмасăрах пуякан блогерсен самани вăл нумая мар, тупăш кӳрекен, шанчăклă професси кирлӗ этеме.
Фестивале ачасемпе çамрăксем 10 çултан пуçласа 21 çула çитиччен хутшăнма пултараççӗ. Çитменнине таçта кайса та çӳремелле мар. Фестиваль, тӗпрен илсен, онлайн форматпа тата çамрăксене ăнланмалла чӗлхепе (майпа) иртет. Кун валли Round приложение компьютер е Android телефон çине тӳлевсӗрех уçласа илмелле те челлендж суйламалла, урăхла каласан конкурс заданине пурнăçласа хăвăн проектна вырнаçтармалла. Кун хыççăн автоматика майӗпе конкурса е вылява хутшăннă шутланать. Кашни задани пӗр-пӗр профессие е компани уçать. Çапла майпа ача вӗсемпе тӗплӗн паллашса кăмăла кайнипе кайманнине палăртма пултарать.
Март уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçланакан PROинтерес фестивальте пултарулăх, технологи, наука конкурсӗсем иртеççӗ. Кашни эрнере виçшер конкурс тăрăх выляв пулать. Кунсăр пуçне виçӗ, çичӗ е ытларах челлендж суйланисен хушшинче уйрăм выляв иртет. Парнесемпе тӳрех паллашма пулать.
Çӗнтерӳçӗсене компани-партнерсен эксперчӗсем палăртаççӗ. Вӗренӳ заведенийӗсем валли ятарлă номинаци те пулать. Чи нумай ача хутшăннă вӗренӳ заведенине медиаконтент йӗркелеме ятарлă оборудовани параççӗ. Чыслав апрель уйăхӗнче профориентаци уйăхлăхӗн хӳттинче иртекен «Образование. Карьера 2022» куравра пулать.
Фестиваль ертӳçи Марат Исмагилов пӗлтернӗ тăрăх, ку вăл шкул ачисене 100 проценчӗпех пулас профессие суйлама хистени мар, ун çинчен май пур таран иртерех шутлама хăнăхтарни çеç. Ӗç профессийӗсем текех тупăшсăр маррине аса илтерни те вырăнлă тенӗ пулăттăм, кăна брифинга хутшăннă «ТрансТехсервис», «Нефис Косметикс», «Татхимфармпрепарат» предприятисен представителӗсем те çирӗплетрӗç. «Офисра ларакансене мар, производствăра ӗçлекенсене лайăх тӳлеççӗ халӗ», – терӗç вӗсем пӗр саслăн. Хастар та пултаруллисене ӗçе илме хатӗр вӗсем, çавăнпа пулас кадрсене шкул ачисен хушшинченех суйласа ӳстерме тытăнасшăн.
PROинтерес фестиваль пӗр хутчен иртекен мероприяти кăна маррине те палăртмалла, нумай çула тăсăлакан социаллă проект вăл. Тутарстанра çуллен çак вăхăтра ирттерме планлаççӗ.
Ирина КУЗЬМИНА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев