Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кирлӗ-и кинорежиссера театр?

Тутарстан кӗрӳшӗ Тимур Бекмамбетов спектакль лартма шутланӑ, анчах ун пирки йӗркеленӗ пресс-конференцие килмен

 Тутарстан кӗрӗвӗ тата паллă кинорежиссер Тимур Бекмамбетов театрпа интересленсе кайнă. Тӗрӗссипе, карьерăна вăл театрта пуçланă-ха, анчах тӗп çитӗнӳсене кинора тунă. Кăçал вăл «Свияжск АРТель» проекта хутшăннине пӗлтӗмӗр.
Çулсерен хальхи искусствăсене пулăшу парассипе ӗçлекен «Живой город» фонд Тутарстан Республикин Культура министерстви пулăшнипе Свияжск утрав-хулара театр лабораторине йӗркелет. Лаборатори формачӗпе килӗшӳллӗн, режиссерсем спектакльсен эскизӗсене питӗ те кӗске вăхăт хушшинче, темçе кунра, хатӗрлеççӗ. Çак проект «Свияжск АРТель» ятпа пурнăçланать. Нумай паллă кино, театр режиссерӗсене илӗртет вăл. Иртнӗ çулсенче проекта «Золотая маска» лауреачӗсем Дмитрий Волкострелов, Всеволод Лисовский, Роман Феодори хутшăннăччӗ.
Августăн 8-мӗшӗнче Свияжск утрав-хулара шучӗпе улттăмӗш лаборатори уçăлчӗ, вăл августăн 18-мӗшӗччен ӗçлет. Кăçал «Çулсем» темăпа иртет. Театр эскизӗсене пӗрремӗш хут кинорежиссерсем Тимур Бекмамбетовпа Игорь Волошин тата Елизавета Стишова хатӗрлеççӗ. Кун пирки иртнӗ кӗçнерникун Хусанти «Угол» творчествăлла студире иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç. Шел те, паллă кинорежиссер Бекмамбетов тӗлпулăва хăй килейменччӗ. Хатӗрленӳ ӗçӗсем питӗ хӗрӳ пынипе вăхăт тупайман. Тӗрӗссипе пресс-конференци ытларах творчествăлла тӗлпулăва аса илтерчӗ. «Кирлӗ-и кинорежиссера театр?» темăпа дискусси хӗрӳ те интереслӗ пычӗ. «Мӗн тума кирлӗ кинематографиста театр?» «Мӗн пама пултараять вăл кино парайманнине, унра çуккине?» «Пӗтӗмӗшле илсен, Раççейре художникăн вырăнӗ мӗнлерех?» Çак тата ытти ыйтусене продюсер тата режиссер Диана Сафарова, «Остров-град Свияжск» музей-заповедник директорӗ Артем Силкин, «Угол» ертӳçи Инна Яркова (виççӗшӗ те «Живой город» фондăн соучредителӗсем), «Время кино» вӗрентӳ форумӗн директорӗ Альбина Нафигова хускатрӗç. Театрпа, кинопа интересленекен çамрăксемшӗн дискусси усăллă пулчӗ.
«Свияжск АРТель» проект спектаклӗсене августăн 16-18-мӗшӗсенче курма пулать. Вӗсем тӳлевсӗр пулаççӗ. Тимур Бекмамбетов Ильгиз Зайниевăн​ Ходжа Насреддин çинчен пьеси тăрăх постановка хатӗрлет. Рольсене Камал театрӗн артисчӗсем выляççӗ. Спектакль çыран хӗрринче иртет. Куракансем актерсем хыççăн утрав çыранӗпе утӗç. Спектакле хӗвел ансан лартаççӗ. Унта йăлт чăн-чăн пурнăçри пек пулӗ. Енчен те классика театрта сăнара​ калăплама бутафори те каять пулсан, кунта йӗри-тавралăх, выльăх-чӗрлӗх хăй декораци шутӗнче пулать. Ак ăçта вăл кинопа театр пӗрлешни. Елизавета Стишова, сăмах май, «Кинотавр» лауреачӗ, Аввакум протопоп çинчен спектакль лартма хатӗрленет. Ăна кивӗ тӗнпе пурăнакансен кăмăл-туйăмӗ, чун çирӗплӗхӗ илӗртнӗ. Спектакль Литва режиссерӗн Эймунтас Някрошюсăн халапӗ евӗрлӗрех пулассине каларӗç тӗлпулура.
Игорь Волошина эпир «Физрук», «Ольга» сериалсем тăрăх пӗлетпӗр. Вăл хăйӗн «Паук» пьеси тăрăх спектакль лартать. Ӗç-пуç 1940 çулсенче пулса иртет. Киноçăлтăр Ольга Х. репрессипе Лубянкăри пӗччен камерăна лекет. Ăна нушалантараççӗ, асаплантараççӗ. Ун пӗртен-пӗр шанăçӗ хăй Британи разведкишӗн ӗçленине çирӗплетесси. Лăпкă самантсенче актриса камерăри хура эрешменпе калаçса чунне пусарать. Вăл унăн тусне çаврăнать. Юрӗ, йăлт каласа памăпăр. Кăмăл пур пулсан, хăвăр килсе курăр. Анчах ун валли Timepad сайтра онлайн-регистраци иртме тивет. Вăл кăшт каярах уçăлӗ. Ун пирки уйрăммăн çырса пӗлтерӗпӗр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Искусство