Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тимур ГАРАФУТДИНОВ: «ПИЛЛӖКМӖШ КОЛОННĂНА ФИЛЬМ КИЛӖШМЕРӖ»

Хусан кинофестивалӗнче Тимур Гарафутдиновăн «Внук» кинофильмне куракансем хапăлласа йышăнчӗç. Картина сюжечӗ тӗп герой тавра пуçтарăнать. Хăюллă та çивӗч кăмăллă, хăйне ирӗклӗ тыткалакан Юра çамрăксемшӗн авторитет. Нумай калаçса тăраканнисенчен мар, шутланă – тунă. Аслашшӗ телевизорпа Латвире пыракан СС-овецсен парадӗнче хăйӗн тăшманне – нимӗç унтер-офицерне курсан шутсăр пăлханса каять, больницăна лекет. Аслашшӗшӗн вăрçă чарăнманнине ăнланса илнӗ Юра ăна пулăшма шутлать, нимӗç фашисчӗпе Совет салтакне тӗлпулу йӗркелесе пама тӗллев лартать.

Патриотизм теми кинора çӗнӗлле уçăлать. Тӗп герой тӗнчери лару-тăрăва, çынсен хутшăнăвӗсене, пурнăçри хаклăхсене кӗскен пӗр-ик сăмахпах, анчах та питӗ те тӗл палăртать.

Тимур Гарафутдинов кино режиссерӗ те, тӗп роле вылякан та хăйех. Фильм продюсерӗ Татьяна Чурилова. Татьяна Чурилова Белгород облаçӗнче çурласа ӳснӗ, профессипе педагог, ют чӗлхесен вӗрентекенӗ. Ача çуратнă хыççăн харпăр ӗç пуçарса янă, тумтир сутассипе интернет-лавкка тытать.   

 Вӗсен ӗçлӗ туслăхӗ музыкăран пуçланнă. Тимур пирӗн ентеш, 1981 çулхи июнӗн 7-мӗшӗнче Хусанта çуралнă, ашшӗ тутар, амăшӗ вырăс. Каярахпа çемйипе пӗрле Гомель хулине пурăнма куçнă. Унтах шкул пӗтерсе çар хӗсметне каять, Минскри аслă шкултан вӗренсе тухать, анчах хăйне музыкăра тупать. Паллă рэпер Лючана йăмăкӗпе TimBigFamily проект йӗркелет. Амăшӗ Галина директор тивӗçӗсене хăй çине илет. Кинофестивале те Тимур амăшӗпе килчӗ. 

Кинопремьера хыççăн нумай ыйту çуралчӗ, Тимур вара хаваспах пире интервью пама пулчӗ. Калаçăва Татьянăпа Галина Геннадьевна та хутшăнчӗç.

Тимур: – Кинона хальхи пулăмсем пуçланиччен ӳкерме пуçланă. Ку шухăш 2014 çулхи лару-тăру хыççăн çуралчӗ. Кино ӳкерме пуçласан нумайăшӗ темине ыйтса пӗлнӗ хыççăн: «Мӗнле нацизм, мӗскер эсир?» – тесе тӗлӗнчӗç. Хăш-пӗри тӗнчере мӗн пулса иртнине те ăнланмасть, ăнланасшăн та мар. Çавăнпа çынсем патне тӗрӗслӗхе питӗ çитерес  килчӗ. Çăмăл пулмарӗ ку ӗç. Тавах Татьянăна, командăна – вӗсем тăрăшнипе йăлт кирлӗ пек пулчӗ. Ку кино тăрăх сериал ӳкерме те  пулать, материал нумай, уйрăмах байкерсем çинчен. Крымри Гасфорт тăвӗ çинче иртекен Байк-шоу кăна мӗне тăрать. Хӗрӳ патриотсем вӗсем. Новороссийскра иртнӗ кино премьерине байкерсем зал тулли килсе ларсан, пытармастăп, кăштах çӳçентерчӗ те: пăхнă хыççăн мӗн калӗç-ши ку атьсем терӗм. Мӗнех, йӗркеллӗ веç иртрӗ. «Внука» хальлӗхе 3 пин ытла çын пăхрӗ. Пурте тенӗ пек ырласа йышăнчӗç. Паллах, вӗренмелли нумай, Голливудпа танлаштарма кирлӗ мар пире. Хăш-пӗри: «Кăна эсир Кремль хушăвӗпе ӳкернӗ», – текенсем те пулчӗç. Белоруссири HEXTA телеграм-каналра кино тухичченех 7 пин антилайк пуçтарăнчӗ. Кино онлайн-кинотеатра тухсан, вăл 16+ çултисемшӗн доступра пулсан, шанатăп – шухăшсем улшăнаççӗ. Кинона пăхнă хыççăн шалта мӗн-тӗр тӗрӗсси юлсан – тӗллеве пурнăçланă теме пулать. Пирӗн кино этеме каскаласа юрăхсăра кăларни çинчен мар. Çамрăксем халӗ ăнланмалла мар хăрушă киносем пăхаççӗ, темле чӗнӳ чиксе хăварнă-ха 25-мӗш кадра? 

– Мӗнлерех йышăнчӗç кинона пӗрремӗш куракансем? 

Татьяна: – Аван, фильма пăхнă хыççăн пирӗн пата учительсем пӗрре мар пычӗç. Шкул ачисенче патриотизм туйăмӗсене вăратма ку питӗ ăнăçлă япала тесе хак пачӗç. Кино ирӗксӗрлесе ним те йышăнтармасть. Тӗп герой – çамрăксен хушшинче авторитет, кумир. Паянхи ачасене кун пек тӗслӗхсем килӗшеççӗ. Çавăнпа «Внук» ытларах çамрăксем валли пулӗ. 

– Малалла та çакăн йышши кино ӳкерме шухăш пур-и? Тен, сценари те хатӗр?

Татьяна: – Фильмра темиçе тема хускатнă. Хăвăрах куртăр пулӗ нумайăшӗ вӗçленмен. Пурне те уçас тесен сериал тумалла. Çавăнпа малалла тăсас тетпӗр. Режиссер, паллах, урăххи пулӗ, сценарист та. Мӗн пултарнă таран турăмăр. Малалла профессионалсен аллине парăнас килет. 

– Кинофильмра çӗкленӗ тема çăмăллисенчен мар. Патриотизм темине  тӗрлӗрен уçма пулать. Кăнттаммăн каласа пистерме те пулать. Эсир кирлӗ баланса тупма пӗлнӗ, темăна паянхилле уçса панă. Соцсетьсен витӗмне пула çамрăксене çухататпăр паян. Çӗршыври лару-тăрăва илес пулсан аслисемпе çамрăксен, пурин те мар паллах, шухăш-кăмăлӗ расна. Мӗн шутлатăр кун пирки?

Татьяна: – Кино ӳкерме пуçланинче мистикăлла япаласем те пулчӗç. Тимурпа музыка урлă туслашрăмăр. Мана унăн творчестви питӗ килӗшет. Пӗррехинче мана «Мантра» юррине итлеме пачӗ, темшӗн кашни итлемессерен шухăшсемпе Германие вӗçеттӗм. Çав тери юрататăп çак çӗршыва. Анчах юрă мӗншӗн унта илсе кайнине нимле ăнланса илеймеп-ха. Вара эп Тимура Германие кайса клип ӳкерме сӗнтӗм. Унта час-час пулнипе çӗршыва лайăх пӗлетӗп. Клипа Нюрнбергра ӳкерме пуçларăмăр, пӗчӗк кăна хăтлă хула. Нумай çул  хушши эп унта тетте куравӗсене çӳреттӗм, пуканесемпе пукане çурчӗсен лимитированнăй коллекцийӗсемпе ӗçлеттӗм. Клип ӳкере-ӳкере нацистсен партийӗн музейне çаклантăмăр. Юлашкинчен питӗ нумай материал ӳкернине ăнланса çитрӗмӗр. «Астăватни, пӗрре эс мана кино ӳкересси çинчен каланăччӗ», – терӗм Тимура. Çапла съёмкăсем пуçланчӗç. «Мантра» юрра нимӗçле куçартăмăр, мӗншӗн тесен ун кӗвви çак çӗршывпа питӗ килӗшсе тăрать. Музыка енӗпе нимӗçсем хушшинче юлташсем тупăнчӗç. Кино мӗн çинчен пулнине пӗлсен уйрăмах хавхаланчӗç, мӗншӗн тесен вӗсем тăнăçлăхăн хӗрӳ патриочӗсем, тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекенсем. Кинора тӗп рольсенчен пӗрне «Ночные волки» байк-клубăн пайташӗ вылять, нимӗç, вăл нумай пулăшрӗ. 

– Вырăсла ăçта вӗреннӗ?

Татьяна: – Вăл вӗрентекен, вырăсла пӗлнисӗр пуçнӗ пирӗн историе те лайăх пӗлет. Халӗ чăнкă блогер пулса кайрӗ. Донбаса килсе кайрӗ, нумай çынпа курса калаçрӗ. Çак тӗрӗслӗхе Европăра сарма тăрăшать  паян. 

– Сирӗн картина Раççейпе Германие хăйне май сыпăнтарса тăрать апла...

Татьяна: – Пытармастăп, туртать мана çак çӗршыв хăй патне. Съемка вăхăтӗнче пире никам та кансӗрлемерӗ, пур çӗре те кӗме юратчӗ.  Раççейре вăт ятарлă ирӗксӗр пур çӗре те кӗме çук. 

– Эсир нацизм музейӗ пирки асăнтăр, тӗрӗссине калаççӗ-и унта?

Татьяна: – Унта кӗме чару çук, ачасем хăйсем тӗллӗн те, ашшӗ-амăшпе пӗрле те кӗрсе çӳреççӗ. Вăрçă, Германи пӗр вăхăт нацистсен аллинче пулни çинчен каласа параççӗ, хăйне май объективлă, эмоцисемсӗр, анчах вырăс салтакӗсем, Совет çӗршывӗ çӗнтерни пирки татса калани çук. 

– Çавăнпа мар-и нацизм çӗнӗрен чӗрӗлсе тăчӗ? Нюрнбергри музей агрессивлă, ариецсен философине тӗпе хурса ӗçлет апла?  Нацизм лайăх тесе те каламасть, питлемест те. 

Татьяна: – Аплах теес килмест. Унта концлагерьсен декорацийӗсем таран  пур, лагерьсенче вилнисен ячӗсене çырнă хут таткисем пит нумай. Вăрçă çинчен калаçни нимӗçсен хушшинче начар шутланать, мӗнле калас япăх тон.

– Аван пултăр тата, паллах, намăс пулмалла. Вăрçă законӗсемпе Германи çӗрне туртса илме мӗнпур ирӗк пулнă Совет çарӗн, анчах   çӗнӗрен парнелесе хăварнă. Ӗмӗр парăмлă вӗсем Раççей умӗнче...

– Нюрнбергра çапах тӗрӗсси нумай, Мюнхенри музейре пултăмăр, вăт унта типӗ фактсем кăна. Будапештри музее кайсан йăвансах каяттăм, унта Çӗнтерӳ çинчен пӗр сăмах та çук, фашизма унта Совет оккупацийӗпе ылмаштарнă. 

– Çапах кино патне таврăнар. Фильма пăхнă май тӗп геройра Тимуртан та нумай куçнă пек туйăнать.      

Татьяна: – Фильм кăштах документлă характерлă та. Нумайăшӗ Тимурăн пурнăçне çывăх. «Мӗн тунă пулăттăн эсӗ, енчен те сан аслаçупа, вăрçă ветеранӗпе сценарире çырнă пек пулсан. Ăçта кайăттăн, камран пулăшу ыйтнă пулăттăн?» – ыйту фильмăн никӗсӗ пулчӗ.  Тӗрӗссипе, кинори геройсем пурнăçри прототипӗсене питӗ çывăх, хăш-пӗри хăйне хăйех вылярӗ темелле. Сăмахран, Свен, Ангелина Вовк, журналистка. 

Эпӗ те фрау Герда пек Германире пурăнма пултарнă. Ман асанне çавăнта пурăнма юлнă пулсан. 

– Кинокритиксем «Внука» мӗнле йышăнчӗç?

Татьяна: – Хальлӗхе вӗсенчен нимӗн те илтмерӗмӗр-ха. Пандеми вăхăтӗнче пулнипе те курăнмасăр юлтăмăр пулӗ. Пирӗн тӗп задача – фильма Майăн 9-мӗшӗнче хăтласа июнӗн 22-мӗшӗнче проката кăларассиччӗ. Пиллӗкмӗш колонна вара пуринчен малтан асăрхарӗ, вăт вӗсем чăл та пар салатрӗç кинона. Тăван çӗршыва юратсан апла тапăнмӗччӗç, паллах. 

– Фильмра тӗрлӗ темăна хускатнă, анчах хăш-пӗрне вӗçне çитермен. 

Татьяна: – Çавăнпа малаллине ӳкересшӗн те. Тӗрлӗ темăна хускатса тӗп сăнара лайăхрах уçас килчӗ. Вăл ӗнерхи спецназовец, тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен. Пур çӗре те хăйӗн тӗрӗслӗхӗпе вăркăнса кӗрет. Ашшӗ-амăш тимлӗхӗнчен тухнă ачасене кăтартса обществăра пӗрлӗх çуккине палăртас килчӗ. Совет тапхăрӗнче, астăватăр пулӗ, пире пӗр саманта та тимлӗхсӗр хăвармастчӗç. Халӗ атьсем соцсетьсенче воспитани илеççӗ.  

– Воспитани çинчен калаçса кайрăмăр пулсан, Тимур, кам тата мӗн сан çине витӗм кӳчӗ? Эпир сана тӗрлӗ енчен курма ӗлкӗртӗмӗр çак хушăра. 

Тимур: – Атте-анне, паллах. Тӗрӗссипе, çемьере çапла пулмалла та. Вӗсем воспитани параççӗ. Пурнăçра мӗнле çулпа каясси, мӗне хаклани те çемьерен килет. Эпӗ те суйлав умӗнче тăнă чух атте-аннепе канашланă, ытларах аннепе. ШӖМ çарӗнче хӗсмет иртес умӗн   экономика енӗпе аслă шкултан та вӗренсе тухнăччӗ. Енчен те анне юрлани ӗç мар тенӗ пулсан паян ним те пулмастчӗ. Стажировка иртнӗ хушăра килте студи йӗркелеме ирӗк ыйтнинчен пуçланчӗ йăлт.   

Галина Геннадьевна: – Эпӗ те сăмах хушам-ха. Енчен те çемьере пӗр-пӗрне илтмесен ним ырри те пулмасть. Сăмахран, ывăлăм çӗрӗпе те кунӗпе ваннăра та, кухньăра та – пур çӗрте те юрланине илтеттӗм. Эп ăна таçта та вырнаçтарма пултарнă, паллакансем нумай ман. Аслă пӗлӳллӗ экономиста, спецназовеца патшалăх службине илме те пултарнă. Профильпе налоговăйӗнче çăмăллăнах ӗçлеме пултаратчӗ. Диплом илсен эрне стажировкăра пулчӗ. Киле килчӗ те: «Анне, унта юрлама май çук», – терӗ. Мӗн тăвас тен, апла юрлатпăр, ывăлăм терӗм. 

Тимур: – Килти студие 2005 çулта уçрăм, çавăн чухне чи лайăх альбомсем тухрӗç. Белоруссире вӗсем чи сутăнаканнисен шутне кӗчӗç. 

– Хăюллă, шутланине пурнăçлакан, йывăрлăхран хăраман çын эс. Пăхатăп та çак пахалăхсем аннӗртен куçнă пек туйăнаççӗ?

Галина Геннадьевна: – Тавтапуç, анчах вăл манран та ирттерет. Хăш чух нушаланнине курап та эп хальччен пăрахнă пулăттăм тесе шутласа илетӗп, вăл – çук. Ӗлӗк эп ăна вӗрентнӗ пулсан, паян эп унран вӗренетӗп.

– Кино ӳкерме те иккӗленсе тăман. Актер пултарулăхне вӗреннӗ-и эс? 

Тимур: – Театр училищисенче вӗренмен, курссем иртнӗ. Анчах вӗренмелли нумай. 

– «Внук» темине малалла тăсасси çинчен каласа ăна пач урăх режиссер аллине парасси çинчен каларăн. Мӗншӗн хăвах ӳкересшӗн мар? 

Тимур: Мӗншӗн тесен пур ӗçе те профессионал тумалла. Татьянăпа кун çине кăшт урăхларах пăхатпăр. Енчен те вăл çамрăк профессионалпа ӗçлесшӗн пулсан, ман – паллă режиссерсемпе. Пытармастăп, çамрăксене сахал пӗлетӗп. Пуçа Совет тапхăрӗнчен тухнă режиссерсем килеççӗ. Тата паллă режиссерсемпе актерсене инвесторсем те хапăл тăваççӗ. Укçасăр кино ӳкерейменни çинчен те шутлас пулать. Балабановăн, Рязановăн киновӗсем килӗшеççӗ. 

– Тимур, эсӗ Иосиф Кобзонпа та ӗçленӗ. Çапах та урăх самана çынни, сан юррусем унăн репертуарӗнчен пит инçе. Каласа пар-ха çак опыт çинчен. 

Тимур:  – Мӗнле саманара çуралса туптанни те, çул ӳсӗмӗ те пӗлтерӗшлех мар творчествăра. Иосиф Давыдовичпа ӗçлеме май пулнине чи пысăк телей тесе шутлатăп. Çӳллӗ шайри музыкăна ăша хывма пултарни те атте-анне тивӗçӗ пулӗ. Иосиф Давыдович мана шанни, ӗçлеме килӗшни çав тери хаклă. Çав вăхăтра Иосиф Давыдович хăй кӗçех пурнăçран уйрăлассине те пӗлетчӗ. Чирлетчӗ питӗ. Анчах ку ăна манпа ӗçлеме пӗрре те чармарӗ. Вăт мӗнлерех çынччӗ вăл Кобзон. Чăн-чăн арçын çапла пулмалла та. Арçыннăн ӗçлемелле, ку унăн чи пӗрремӗш тивӗçӗ. Нăйăлтатаканни вара наян.  Кинора та тӗп герой аслашшӗне пулăшма тӗллев тытать те мӗн шутланине çийӗнчех пурнăçлать, майне тупать. Ку мана çывăх. 

– Тимур эс авланман, çапла-и? Мӗнлерех вăл сана килӗшмелли хӗр? 

Галина Геннадьевна: – Маншăн чи кирли ывăла юраттăр, ачасем çуратса патăр, ăсатса ярсан кӗтсе илекенни пултăр, илтме пӗлтӗр.  

Тимур: – Килӗшеп, анчах анне суйланипех авланмăп-ха. Маншăн хӗр кăмăл-туйăмӗпе çывăх пулни, пӗр шухăшлă пулни кирлӗ. Анне хăйне килӗшнӗ пӗр-пӗр хӗрпе паллашма сӗнсен кӳрентерес мар тесе калаçма пултаратăп, паллах, анчах вăл сан çынну мар пулсан кунта ним те тăваймастăн. Турă çырни тармасть тесе шанатăп эп. 

 

Ирина ТРИФОНОВА.  

Л.Михалева сăнӳкерчӗкӗ.

Тимурпа Галина Гарафутдиновсенчен интервью илнӗ самант.

 

Т.Гарафутдинов М.Айтугановапа тата тусӗсемпе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев