Тирпей-илем хамăршăн
Çулсеренех çуркунне санитарипе экологи ик уйăхлăхӗ пынă вăхăтра Тутарстанри ял хутлăхӗсенче ӗç коллективӗсем тавралăха тирпей-илем кӗртеççӗ.
Масар çинче каснă йывăç турачӗсене пуçтарасси, йывăç-тӗм лартасси, типӗ çулçа кӗреплепе пуçтарасси, садри йывăçсене шуратасси, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене халалланă обелиск çумӗнчи территорисене тирпей кӗртессипе пӗрлех сăрласа хитрелетесси – тата ытти нумай ӗç пурнăçланать экологи икӗ уйăхлăхӗнче. Пӗрле, кар тăрса пурнăçланă ӗç ӳсӗмлӗ те курăмлă. «Пӗрлӗхре – вăй», – тесе ахальтен каламаççӗ ӗнтӗ. Хамăр пурăнакан, иртсе çӳрекен вырăнсене тирпейлесси – кашнин тивӗçӗ. Ачасене те экологи енӗпе тирпейлӗхе вӗрентни вырăнлă.
– Ял тăрăхӗнче вырнаçнă ӗç коллективӗсене, ял хастарӗсене тăрăшулăхшăн, хастарлăхшăн тав сăмахӗ калас килет. Ял илемлӗ те тирпейлӗ пулни хамăршăн, – тет Упи ял хутлăхӗн пуçлăхӗ А.П.Ярухин.
Вырăс çыравçин А.П.Чеховăн «Тасатнă çӗрте мар, çӳп-çап тăкман çӗрте тирпейлӗ», – тенӗ сăмахӗсене пурте пӗлеççӗ пулӗ тесе шутлатăп. Анчах хăш-пӗр çынсем апла шутласах каймаççӗ, çӳп-çапа та кирлӗ мар вырăна салатаççӗ. Тирпейлӗ те хăтлă пултăрччӗ пурăнакан вырăн. Çӳп-çапа та кашни эрнере ятарлă машина килсе кил умӗнченех илсе каять. Тасалăхра пурăнасчӗ те...
Çуркунне йывăç-тӗм лартас ӗç те кал-кал пырать. Акă май уявӗсем умӗн ял хастарӗсем Çӗнӗ Упири çăва çине пухăнса чăрăш, хыр, çемçе чăрăш (лиственница) хунавӗсене лартса тухрӗç, тымарланса кайччăр тесе шăварчӗç.
«Пӗр çын сурать – типсе пырать, халăх сурать – кӳлӗ пулать», – тесе ахальтен каламан. Пурте кар тăрса ӗçлени куç умӗнче. Тирпей-илем, хăтлăх – пӗтӗмпех хамăршăн.
Юрий АДЪЮТАНТОВ. (Çӗнӗ Упи. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев