Тӑхӑрьялта миҫе ял?
Халь кăна мар, чăвашсен паллă этнографӗ Григорий Тимофеев «Тăхăрьял» кӗнеке çырнă чухнех ялсен шучӗ тăххăр çеç пулман иккен
Пăва районӗнчи Элшелӗнче Тăхăрьял музейӗ тинтерех кăна уçăлчӗ пек-ха, сакăр çул иртсе те кайрӗ унтанпа. Çак чăваш культурипе этнографийӗн хăйне евӗрлӗ центрне уçас тесе ентешӗсемпе пӗрле ку ялта çуралса ӳснӗ, Хусанта ӗçлесе пурăннă В.А.Дедушкин нумай тăрăшнине хамăр та аван астăватпăр. Шел, Василий Афанасьевич музей кал-кал ӗçленине курса нумай пурăнаймарӗ, вилсе кайрӗ. Çапах та унăн ӗçне паянхи кун ентешӗсем ăнăçлăн малалла илсе пыраççӗ.
Нумай пулмасть Пăва районне командировкăна кайсан Тăхăрьял музейӗнче «Сувар» хаçатра ӗçлекенсем те пулса курчӗç. Кунта çуралса ӳснисемшӗн, тен, Тăхăрьял историйӗ хăнăхнă пулăм-тăр, пирӗншӗн вара музейпе паллашма çав тери интереслӗ пулчӗ.
Музейре Тăхăрьяла кӗрекен кашни ял валли вырăн уйăрнă. Кашни ялăн сăн-сăпатне профессиллӗ ӳнерçӗсем ӳкернӗ. Картинăсене курсан тӳрех хăш ял пирки сăмах пынине пӗлме пулать. Тăхăрьял музейӗн ертӳçи Е.И.Афанасьев каланă тăрăх, музейри кашни ялăн кӗтесне экспонатсемпе пуянлатма çав ялсен çыннисем хăйсем пулăшаççӗ-мӗн. Хăш ялсем хастартарах пулнине экспонатсен шутне курсанах сисетӗн.
Тăхăрьял пек нумай паллă ывăл-хӗр ӳстерсе çитӗнтернӗ тăрăх тата ăçта пур-ши вăл? Кунта, ав, çыравçăсем кăна мӗн чухлӗн. Чăваш литературинче пысăк çитӗнӳсем тунă Мӗтри Юман, Юркка Иванӗ, Александр Кăлкан, Валентин Урташ, Владимир Ухли, Константин Петров, Николай Дедушкин, Анатолий Ерусланов, Владимир Чебоксаров, Николай Симунов, Валерианпа Алексей Ашкеровсем, Давид Шашкин, Михаил Смирнов тата ыттисем шăпах çак тăрăхра çуралнă. Паян пире хăйсен хайлавӗсемпе паллаштарса тăракан Анатолий Малышев, Анатолий Тимофеев, Роман Чепунов, Анатоли Ырьят, Николай Зимин, Николай Дворов, Галина Кӗмӗл, Василий Цыфаркин та çак тăрăхранах. Пурне те ятран асăнса пӗтерме те çук. Вӗсен кӗнекисем, харпăр япалисем çак музейре упранаççӗ.
Чи интересли кунта Пăва районӗнче çуралса ӳсменнисемшӗн çакă пуль: Тăхăрьял тенӗ-тӗк ку тăрăха – унта тăхăр ял кӗмелле пек ӗнтӗ. Анчах та музейри ялсемпе паллашса пынă май вӗсен шучӗ тăххăртан самай ытларах-мӗн: Элшел, Раккасси, Çӗнӗ Пăрăнтăк, Таккавар, Чăваш Киштек, Çӗнӗ Мертлӗ, Хирти Кушкă, Кӗçӗн Пӳркел, Шемек, Пӳркел, Тутар Пимӗрсел, Канав, Кивӗ Мертлӗ, Ескуль, Кивӗ Пăрăнтăк, Саркамăш...
Халь кăна мар, чăвашсен паллă этнографӗ Григорий Тимофеев «Тăхăрьял» кӗнеке çырнă чухнех ялсен шучӗ тăххăр çеç пулман иккен. Кун пирки вырăнти таврапӗлӳçӗсемпе историксем кăна тӗплӗнрех пӗлеççӗ пулӗ. Музей вара çак пултаруллă чăвашсем пурăнакан ялсен историне упраса хăварас, кунтан тухнă паллă çынсен пултарулăхӗпе çитӗнекен ăрăва паллаштарса пырас енӗпе нумай ӗç илсе пырать. Евгений Ильич Афанасьев тăрăшнипе кунта тӗрлӗ мероприятисем иртеççӗ. Ятарласа музей курма килекенсем вара яланах пур. Ертӳçӗ ӳркенсе тăмасть, кашни килекенех музейпе хаваспах паллаштарать.
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗнче: Е.И.Афанасьев музейпе паллаштарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
Вулама та кăмăллă, ĕçĕсене куçпа курса хаклама тата ырăрах пуль. Тайма пуç маттурсене!
0
0