Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Тĕлĕнмелле самантсем»

Яш-кӗрӗмшӗн те, çитӗннисемшӗн те кăсăклă пулмалла ку калаçу пуххи.

Этем çуралать, ӳсет, тавралăхпа паллашать, шкула çӳреме пуçлать. Пӗлӳ çуртӗнче мӗне кăна вӗрентмеççӗ пире — хушма-кăларма, дискриминант шутлама, подлежащипе сказуемăй тупма, сăвă виçине палăртма, литература хайлавӗсене тишкерме, экономика саккунӗсене ăнланма... Анчах пурнăç ыйтăвӗсене татса пама темшӗн хăнăхтармаççӗ. Хамăр тӗллеве мӗнле палăртмалла? Хисепе епле çӗнсе илмелле? Хамăра мӗнле йышăнмалла? Вăй-хала епле упрамалла? Пурнăçра мӗне мала хумалла? Юрату мӗнрен çуралать? Телейлӗ пулма мӗн тумалла? Хурлăха, пӗчченлӗхе епле чăтса ирттермелле?..

Кунсерен вун-вун ыйту канăç памасть пире. Хуравӗсене ăçта шырамалла-ши? Чăваш кӗнеке издательствинче анчахрах тухнă кăларăм — «Тӗлӗнмелле самантсем» — ку ӗçре самай пулăшма пултарать. Унăн авторӗ — Ордем Гали çыравçă. Редакторӗ — Ольга Федорова, ӳнерçи — Наталия Орлова. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсене чăвашла Ольга Васильева куçарнă. Умсăмахра вăл «Тӗлӗнмелле самантсем» хăйне евӗрлӗ кăларăм пулнине систерет. Ку кӗнекене пӗрре ларса илемлӗ хайлав пек вуласа тухмалла мар, кунсерен е пушă вăхăтра васкамасăр шӗкӗлчесен аванрах пулӗ«, — тет Ольга Леонидовна.

Яш-кӗрӗмшӗн те, çитӗннисемшӗн те кăсăклă пулмалла ку калаçу пуххи. Жанр тӗлӗшӗнчен пăхсан ăна кун кӗнеки пек те хаклама пулать. Автор кулленхи пулăмсене тӗрӗс йышăнма, йывăр лару-тăруран тӗрӗс-тӗкел хăтăлса тухма вӗрентет, вӗçӗмсӗр аталанма, çӗнӗ пӗлӗве ăша хывма хистет. Ăна ӗненмесӗр тăма май çук, мӗншӗн тесен пӗтӗмпех пурнăçри тӗслӗхсемпе çирӗплетнӗ. Сиенлӗ йăласенчен мӗнле пăрăнмалла, ӗçкӗçпе кун-çула çыхăнтармалла-и, ăнăçу мӗнрен килет, тунсăхран мӗнле хăтăлмалла, усал шухăшсене мӗнле сирмелле... — çак тата ытти ыйту тавра кăсăклă калаçу йӗркелет Галина Николаевна.

Тӗрӗс ӗмӗтленме те пӗлмелле иккен. Тав тăвасса, мухтасса кӗтни те кăлăхах, кăмăла пăсатăн çеç. Хăвăн вара тав тума хăнăхмаллах — пуриншӗн те. Счетпа тӳленӗ чухне те хытса тăрса, кулянса мар, тав туса уйрăлмалла укçаран, «...тав тума пӗлни — пуянлăха пысăклатакан хăват». Тепӗр чухне «çук» тесе калама та пултармалла, пӗтӗмлетӳ тума — васкамалла мар. Кӗнекере хӗрсем хăйсем валли усăллă сӗнӳсем тупӗç, мӗн патне туртăнмаллине пӗлӗç. «Пикен тивӗçӗ — черченкӗ те чăн-чăн хӗрарăм пуласси. Унăн ырă кăмăллă пулмалла, тав туса шухăшламалла, кашни саманта лăпкăн йышăнмалла. Хӗрарăмăн тӗп тӗллевӗ — телейлӗ пуласси, çав телее кайран ыттисемпе пайласси», — çырать Ордем Гали. Çыпăçуллă тум суйласси те, халăх хушшинче хăвна тытма пӗлесси те — искусство.

Арçынсем хӗрарăмсенчен мӗн кӗтеççӗ-ха тата? «Пирӗн вӗсене итлемелле, анчах ӳпкелемелле мар. Хамăр шухăша каламалла, анчах арçынна канаш памалла мар. Пирӗн вӗсене шанмалла, çапах вӗсенчен нимӗн те ыйтмалла мар. Хӗрарăмсен вӗсене пулăшмалла, анчах пӗтӗм ыйтăва хăйсен татса памалла. Хӗрарăмсен вӗсем çине пăхмалла, анчах нимӗн те кӗтмелле мар. Пирӗн арçынсене ыталамалла, пăвмалла мар. Пирӗн вӗсене хавхалантармалла...» — тет автор. Хăш-пӗр вулакан унпа килӗшмесен те пултарать, анчах арçынсем ку шухăшсене ырламасăр тӳсеймӗçех пуль.

Кăларăм вӗçӗнче Ордем Гали çапла калать: «Чи кирли — вӗренмелле. Пӗрмаях вуламалла. Шухăшлама, пӗтӗмлетӳсем тума вӗренсен пирӗн ăс-тăн, астăвăм аталанать. Иккӗленӳсене, пăшăрханусене айккинелле сирсе ярăр та мӗн те пулин кирлине вулăр, тăвăр». Унăн сăмахне асра тытса «Тӗлӗнмелле самантсем» кӗнекене алла тытар. Ăна кунсерен пӗчӗккӗн тишкерер, хамăра тата çак пурнăçа ăнланма вӗренер.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество