Тӗнче рынокӗ Америкăпа Британи ялавӗсемпе кăна чикӗленмест
Сентябрӗн 21-24-мӗшӗсенче Хусанта, «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче шучӗпе виççӗмӗш Kazan Digital Week халăхсен хушшинчи форум иртет. Ăна ТР Министрсен Кабинечӗ РФ Правительстви, РФ Цифра аталанăвӗн министерстви тата ТР Правительстви тӗрев панипе йӗркелет. Форум ӗç тата культура программисенчен тăрать. Мероприятин тӗп тӗллевӗ – Раççейӗн ИТ решенийӗсем, паянхи кун кăларса тăратакан ыйтусем çине хурав тупасси, бизнеспа наука тата патшалăх тӗрлӗ отрасльсенче пӗрлехи решенисем тăвасси. Мероприятин миссийӗ тата анлăрах, Европăпа Америка çӗршывӗсем Раççейӗн наукăпа технологи тата социаллă экономика аталанăвне санкцисем йышăнса ура хума шутланине тивӗçлӗ сирсе ярасси.
Сентябрӗн 21-24-мӗшӗсенче Хусанта, «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче шучӗпе виççӗмӗш Kazan Digital Week халăхсен хушшинчи форум иртет. Ăна ТР Министрсен Кабинечӗ РФ Правительстви, РФ Цифра аталанăвӗн министерстви тата ТР Правительстви тӗрев панипе йӗркелет. Форум ӗç тата культура программисенчен тăрать. Мероприятин тӗп тӗллевӗ – Раççейӗн ИТ решенийӗсем, паянхи кун кăларса тăратакан ыйтусем çине хурав тупасси, бизнеспа наука тата патшалăх тӗрлӗ отрасльсенче пӗрлехи решенисем тăвасси.
Форум 10 темăпа иртрӗ, çавсен шутӗнче: интеллектуаллă транспорт системи, патшалăх управленийӗн сферинчи цифра технологийӗсем, цифра индустрийӗ 4.0, хальхи вăхăтри киберхăрушсăрлăх, финтех экосистеми, бизнесри инновацисем, медицинăри, сывлăх сыхлаври, вӗрентӳри, культурăри, ял хуçалăхӗнчи цифра технологийӗсем.
Мероприятин миссийӗ тата анлăрах, Европăпа Америка çӗршывӗсем Раççейӗн наукăпа технологи тата социаллă экономика аталанăвне санкцисем йышăнса ура хума шутланине тивӗçлӗ сирсе ярасси.
Çапла ăнлантарчӗç Kazan Digital Week умӗнхи пресс-конференцире унта хутшăннă спикерсем, вӗсен шутӗнче ТР патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗ Айрат Хайруллин, Цифра аталанăвне пулăшассипе ассоциаци канашӗн председателӗ Рифкат Минниханов тата форум партнерӗсен представителӗсем – «Таттелеком» ПАО генеральнăй директорӗ Айрат Нурутдинов, Ак Барс Банкăн инновацисен енӗпе директорӗ Дамир Галиев, KasperskyOS, «Лаборатория Касперского» операци системин бизнес-решенисен аталану юхăмӗн ертӳçи Андрей Суворов пулчӗç.
Министр палăртнă тăрăх, кăçал форумăн географийӗ кăштах улшăннă, пурӗ 32 çӗршыв хутшăнма кăмăл тунă. Вӗсен шутӗнче инçетри тата çывăхри ют çӗршывсем, Африка çӗршывӗсем: Египет, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсем, АПШ, Сауд Аравийӗ, Иран, Турци, Испани, Швейцари, Андорра, Китайпа Индонези, Азербайджан, Киргизи, Таджикистан, Казахстан, Молдова, Беларусси, Алжир, Кени, Кот-д’Ивуар, Нигери тата ыттисем. Сăмах май, пӗлтӗрхи Kazan Digital Week форум 51 çӗршыв çыннине пуçтарнăччӗ.
Пӗтӗмпе мероприятие 40 пине яхăн çын хутшăнчӗ. Ӗç тата культура программисемсӗр пуçне «Казань Экспо» площадкинче анлă курав йӗркеленчӗ. Унта ИТ технологисем енӗпе ӗçлекен 140 яхăн компани хăтлав ирттерсе хăйпе паллаштарчӗ. Сăмах май, кăçалхи курав калăпăшӗпе самай анлăрахчӗ. Ӗç программине пурӗ 865 спикер хутшăнчӗ.
Тӗп мероприяти – пленарлă сесси сентябрӗн 21-мӗшӗнче иртрӗ. Унта РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин, РФ цифра аталанăвӗн, çыхăнупа массăлла коммуникацисен министрӗ Максут Шадаев, ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, РФ Патшалăх Думин финанс рынокӗн комитет председателӗ Анатолий Аксаков тата ытти ведомствăсемпе организацисен представителӗсем хутшăнчӗç.
Кун повесткине тӗнчери лару-тăруран килекен чи çивӗч ыйтусем йӗркелерӗç. Мӗн сӗнме пултарать-ха паян рынока Раççейӗн промышленноçпа производство индустрийӗ, ИТ индустрийӗ, бизнеспа наука? Аталану çулӗ малашнехи çулсенче мӗнлерех пулмалла, мӗн çине таянмалла? Санкцисене хирӗç мӗнлерех хурав пама пултаратпăр эпир? Çак тата ытти ыйтусем тӗп вырăн йышăнчӗç.
«Тӗнче рынокӗ Америкăпа Британи ялавӗсемпе кăна чикӗленмест. Вăтам Ази рынокӗ пур, Инçет Хӗвелтухăç пур... Çакна эпир курава хутшăннă компанисем тăрăх та çирӗплетме пултаратпăр», – терӗ ТР цифра министрӗ пресс-конференцире.
Kazan Digital Week 2022 тăватă анлă конференципе палăрчӗ: Раççейӗн Наукăсен академийӗ вулавсем йӗркелерӗ, «Барс групп» цифра технологийӗсен еткерӗ çинчен, В.Тимирясов ячӗллӗ Хусанти Инновацилле университет «Цифра технологийӗсем тата право» темăпа, Хусан патшалăх культура институчӗ РФ халăхӗсен культура еткерне цифрăлассипе наукăпа практика конференцийӗсене ирттерчӗç. Унсăр пуçне РФ цифра министрӗпе Максут Шадаевпа тата «VK» компани ертӳçипе Владимир Кириенкопа уйрăм конференцисем пулчӗç. Кириенко малашне патшалăх услугисене социаллă сетьсем урлă та илме пулни çинчен каларӗ, сăмахран, тухтăр патне çырăнма.
Сăнӳкерчӗксем авторăн.
Мероприяти хӳттинче ИТ технологисен енӗпе DigitalSkills-2022 29 компетенципе ăмăртусем пулчӗç. WorldSkills Russia наци чемпионатӗнче иккӗмӗш вырăн илсе таврăннă Тутарстан сборнăйӗ ăмăртусенче Раççейӗн 30 регионӗнчен килсе çитнӗ 300 участник хушшинче çухалса каймарӗ. Шкул ачисене ИТ профессипе илӗртес тӗллевпе ăмăртусене курма аслă классенче вӗренекенсене пӗтӗм республикăран пуçтарчӗç, пурӗ 10 пин ытла вӗренекен пухăнчӗ.
Киберполигон пулӗ-ши?
Рифкат Минниханов журналистсемпе тӗлпулура Kazan Digital Week форумăн партнерӗсем çинче пусăм турӗ. «Пӗр мероприяти те, уйрăмах куравпа çыхăннисем партнерсемсӗр пулаймаççӗ. Вӗсем тӳпе хывни регион бюджечӗшӗн те мӗнлерех çăмăллăх», – терӗ Рифкат Нургалиевич. Генеральнăй тата официаллă партнерсем çинчен (пурӗ 13 компани) тӗплӗн каласа пачӗ спикер.
«Раççей субъекчӗсенчен ӗç тăвакан власть органӗсен ертӳçисем килеççӗ. Пирӗн площадка çапла федераллă шая тухса пырать», – терӗ форум пуçаруçи Рифкат Минниханов.
Паянхи кун чи кирли хăрушсăрлăх пулнине палăртса ассоциаци пуçлăхӗ форумра киберхăрушсăрлăхпа çыхăннă проектсем пулассине пӗлтерчӗ. Çав шута киберполигон хута ярасси те кӗрет. Питӗ кирлӗ япала ку. Халӗ пӗтӗм çӗрте çынсен харпăр даннăйӗсене ыйтаççӗ. Вӗсем вара шулӗксен аллине те çакланма пултараççӗ. Пурнăçра кун йышши тӗслӗхсем нумай. «Шел те, хальлӗхе киберполигон тăвасси пурнăçланмарӗ. Айрат Ринатовичпа та кун пирки калаçнăччӗ. Нумай задачăна пурнăçланă, халӗ хакерсен атакинчен хӳтӗлекенсен командине пуçтарасси пырать. Киберполигона вара Башир Рамеев ячӗллӗ çӗнӗ ИТ паркра йӗркелеме те шут тытнă маларах. Мӗншӗн ăна уçайманнине вăл министртан ыйтрӗ. «Проект икӗ пысăк элементран тăрать. Пулма пултаракан мӗнпур киберхăрушлăха шута илмелле малтан. Унтан виртуаллă тавралăх, программа тивӗçтерӗвӗ кирлӗ. Киберполигон ӗçне çак задачăсене пурнăçласан тин хута яма пулать. Хӳтӗлекенсемпе тапăнакансем шутласа кăларнă меслетсене пурне те практикăра тӗрӗслесе пăхӗç. Киберполигон вăл хăйне евӗр микротӗнче. Унта хула урамри светофорсенчен пуçласа гидроэлектростанци, аэропорт таранах пулмалла. Ăна пурнăçлама инвестицисем кирлӗ», – терӗ ыйтăва хуравласа Айрат Хайруллин. Проект йӳннисенчен те мар, Рифкат Минниханов сăмахӗпе, пӗр 3-5 миллиард тенкӗ кирлӗ пулать. Танлаштарма, ИТ парка тăвасси 4 миллиард тенкӗпе танлашнă.
Рифкат Минниханов куравра Раççейри ертӳçӗ аслă шкулсемпе киберхăрушсăрлăх енӗпе специалистсене хатӗрлессипе килӗшӳ çирӗплетме шутланине пӗлтерчӗ.
Ассоциаци ертӳçин шучӗпе, ИТ технологисен аталанăвӗ наукăпа тачă çыхăнса ӗçлемелле. Форума хутшăннă спикерсенчен 9 проценчӗ кăна Раççейрен, ыттисем ют çӗршыв специалисчӗсем. Рифкат Минниханов ку енӗпе кăмăлсăр пулнине пытармарӗ. Республикăра 12 наука шкулӗ пулнине шута илсен кăтарту самай пысăкрах пулмалла. Наукăпа технологисем тата предприятисем пӗр-пӗринчен пит инçе тăнинчен те килет ку. Лару-тăрăва регионсен хушшинче наукăпа техника аталанăвӗн наци рейтингне пуçарни палăрмаллах улăштарасса шанать вăл.
Андрей Суворов ИТ технологисен аталанăвӗн пӗлтерӗшне пысăк компанисен активӗсене тӗслӗхе илсе палăртрӗ. Ӗлӗкрех тӗп актив шутӗнче çӗр, çуртсем тата ытти куçман пурлăх 80 процент, ытти материаллă мар активсем пулнă-тăк, халӗ йăлт улшăннă. Тӗп актив шутӗнче материаллă мар активсем (87 процент). «Касперски лабораторине нумайăшӗ хăрушсăрлăх ӗçӗпе кăна çыхăнтарать пулӗ. 25 çул хушшинче эпир программа тивӗçтерӗвӗпе ӗçлекен пысăк компание çаврăнтăмăр. Форума эпир хамăрăн чи çӗнӗ разработкăсемпе килтӗмӗр. Пирӗн патра ӗçлекенсен çуçӗ пӗр каçра кăвакарма пултарать. Мӗншӗн тесен кибератакăна сирсе янă хыççăнах тепри сиксе тухать. Çавăнпа çӗнӗ мелсем кирлӗ. Тепӗр 5-10 çултан киберхăрушсăрлăх çинчен мар кибериммунитет çинчен калаçма пуçлӗç. Кибериммунитет цифра трансформацине тӗпрен улăштарӗ, вăл хальлӗхе шутласа кăларман киберхăрушлăха та сирсе яма май парӗ. Ку енӗпе пӗрремӗш утăм тăвакансем эпир», – терӗ Андрей Суворов. Хальлӗхе ку фантастика пек илтӗнет пулӗ те, тӗрӗссипе пурнăçа кӗрсе пыракан çӗнӗлӗхсем фантастикăран та ирттереççӗ хăш чух. Цифра майӗсем вӗçӗмсӗр темелли кăна юлать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев