ТӖНЧЕ ШАЙӖНЧИ СУДЬЯ
Чăваш наци кӗрешӗвне йӗркелесе яракан Виталий Васильев çак кунсенче юбилейне паллă тăвать
Çыншăн çемье мӗн вăл? Çемье – кил, аттепе анне, пӗртăвансем... Вӗсем пурте, ӳссе çитсен те, пӗрле пуçтарăнаççӗ, савăнăçра савăнаççӗ, хурлăхлă кунра пӗрле кулянаççӗ, килти ӗçсене те пӗрле ӗçлеççӗ. Ку юрату та телей. Çемье вăл – пӗтӗм пурнăçăн никӗсӗ те, тымарӗ те…
Ашшӗн тӗслӗхӗпе
Пӗр-пӗрне килӗштерсе, юратса пурăнакан çемьере ачасем те йышлăн çуралса ӳсеççӗ. Акă, тӗслӗхрен, Чăваш Енри Аслă Елчӗк ялӗнче пурăнакан Васильевсен çемйине кăна илер. Петр Моисеевичпа Ольга Ивановна (хӗр чухнехи хушамачӗ Петькова) çемйинче ултă ача çуралса ӳснӗ – икӗ хӗрпе тăватă ывăл. Чи аслипе кӗçӗнни хӗрсем – Шурапа Надя. Çемье хуçисем иккӗшӗ те тăван колхозра вăй хунă: Петр Моисеевич ДТ-54 тракторпа ӗçленӗ, Ольга Ивановна хирте пахча çимӗç ӳстернӗ. Вӗсен ачисем те хăйсем пекех мӗн пӗчӗкрен ӗçе хăнăхса ӗçчен пулса çитӗннӗ.
Аслă хӗрне, Шурана, 1958 çулта çуралнăскере, кил-çурта тытса пыма, ашшӗпе амăшне пулăшма ытларах лекет. Вăл çемьери ытти ачасене пăхса ӳстерме пуринчен ытла пулăшнă ашшӗпе амăшне. Аппăшӗн юратăвӗ çемьери виççӗмӗш ачана – Виталие – лекнӗ пулас. Вăл 1964 çулхи августăн 13-мӗшӗнче, колхозра вырма ӗçӗсем пынă вăхăтра çуралнă.
«Лаша пуласси тихаран паллă», – теççӗ. Виталий мӗн пӗчӗкрен сăпай та харсăр ӳснӗ. Ялти ытти ачасем пекех шкула çӳреме пуçласан та, вăл пӗр вырăнта ларса тăра пӗлмен, яланах аслисене пулăшма тăрăшнă. Уйрăмах ашшӗ çумӗнче пулнă – хирте унпа пӗрле тракторпа ӗçленӗ. Ашшӗ хӗсметре Венгри çӗршывӗнче танкист, йывăр танк «ИС-3» çинче механик-водитель пулнă. Будапешт хулинче 1956 çулта пăлхану вăхăтӗнче вӗсен чаçне çак хирӗçӗве кӗртнӗ. Приказ тăрăх пирӗн салтаксен пеме юраман, пăлханакан ушкăна кăна лăплантарма пулăшмалла пулнă. Анчах та леш енчен вăрçăри пекех пур енӗпе те пеме пуçланă. Васильевсен танкӗ малти ретре пынине кура, вӗсен танкне персе юрăхсăра кăларнă. Тăватă çынран тăракан экипажран Петяпа грузин ачи кăна сывă юлнă, иккӗшӗ вилнӗ. Механик-водитель аманнă, контузи илнӗ. Çар чаçӗнчен ăна инвалида кăларса хӗсметрен килне ярасшăн пулсан та вăл килӗшмен, хӗсметрен виçӗ çултан тин тăван килне таврăннă. Ялта пурăнма пуçласан та паттăр салтак спортпа туслă пулнă. 1961-1962 çулсенче Чăваш Енре кире пуканӗ йăтакансен ăмăртăвне хутшăнса икӗ хутчен чемпион пулса тăнă. Çавăнпа та Виталий ашшӗпе мухтаннă, ун пек пулма, яланах ашшӗ çумӗнче пулма тăрăшнă.
Шкултах хастар пулнă
Виталий 7-мӗш класра вӗреннӗ чухне хăй ирӗкӗпе комсомола кӗнӗ. Хастар ачана шкулти Комсомол комитетне спорт енӗпе ӗçлеме суйланă, мӗншӗн тесен вăл мӗн пӗчӗкрен, ашшӗне кура, спортпа туслă пулнă.
9-10 класра вӗреннӗ чухне Виталий Васильева шкулта йӗркелӗх тытса пыма ЮДМа (юный дружинник милиции) ертсе пыма суйланă. Тӗлӗнмелле, ун чухне шкулта 400 яхăн ача вӗреннӗ, Виталий пуринпе те пӗр чӗлхе тупса шкулта тирпей тытса тăма пултарнă. Вăл вăхăтра шкулта спортпа туслисем те нумайăн пулнă. Виталий яланах шкулти, районти, республикăри тӗрлӗ ăмăртусене хутшăнса, ашшӗ пекех, малти вырăнсене çӗнсе илнӗ.
1981 çулта ялти вăтам шкула пӗтерсен Виталий малалла вӗренме кайма шутлать, анчах та юлашки вăхăтра ашшӗ чирлекелесе тăнине пула ку ӗмӗте пăрахăçласа колхозра «Беларусь» тракторпа ӗçлеме пуçлать. 1982 çулхи кӗркунне салтака каять, пограничниксен ретне лекет. Ун чухне çак тивӗçе Елчӗк районӗнчен виçӗ ача кăна тивӗçнӗ, вӗсенчен пӗри – Виталий Васильев. Хӗсметре Вăтам Азири Хӗрлӗ ялавлă пограничниксен округне лекет, аслă стрелок, пулеметчик специальноçне алла илет. Ăна çар чаçӗнче те спорт уйрăмӗн ертӳçи пулма çирӗплетеççӗ. «А ну-ка, воин!» спорт конкурсне хутшăнса чемпион ятне çӗнсе илет Аслă Елчӗк каччи. Унăн сăнӳкерчӗкӗ «Лучшие спортсмены части» текен стенд çинче çакăнса тăма тивӗçлӗ пулать. Виталий пограничник пулнишӗн савăнать те, мухтанать те, çавăнпа та пуль вăл чикӗри йывăрлăхсене çăмăллăнах икӗ çул çурă чăтса ирттерет…
Виталий Васильев хӗсметрен 1985 çулхи çуркунне кăна таврăнать тăван килне, мӗншӗн тесен вăл вăхăтра çамрăк салтаксене вӗрентсе хăвармалла пулнă. Яла таврăнсан та хӗсметре пиçӗхнӗ салтак килте канса выртмасть, Шупашкар хулине кайса трактор тăвакан завода ӗçе вырнаçать. Çулталăк хушшинчех 4-мӗш разрядлă специалист пулса тăрать. Ӗçленӗ хушăрах хулари электротехникума вӗренме кӗрет. Диплом илсен те Виталий заводрах ӗçлет.
Лайăх учитель
Спортра та ӗлкӗрет, хулара иртекен ăмăртусене яланах хастар хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Çавна пулах Çӗнӗ Мускаври физкультурăпа спорт техникумне вӗренме кӗрет. Унтах ирӗклӗ енпе кӗрешме пуçлать. Çулран çул техникумшăн ăмăртусене хутшăнса ăсталăха ӳстерсе пырать, спорт мастерӗн кандидачӗ пулса тăрать. Çак вӗренӳ заведенине пӗтерсен Шупашкарти 25-мӗш шкулта физкультура учителӗ пулса ӗçлеме пуçлать. Унăн ачисем хулари тӗрлӗ ăмăртусенче палăрма пуçлаççӗ, ачасене спортпа туслă пулма вӗрентет. Кашни ачапа хăйне евӗрлӗ калаçма пӗлни, вӗрентнӗ чухне чăтăмлă пулни, ачасене юратни яланах уншăн пысăк вырăнта тăнă.
Виталий Петрович каласа панă тăрăх, тулли кӗлеткеллӗ пӗр хӗрачан чупассипе, сикессипе яланах результатсем начар пулнă. Физкультура урокӗнче начар паллă никамăн та илес килмест-çке. Виталий Петровичран маларах вӗрентнӗ учитель çак хӗрачана яланах начар паллăсем лартнă иккен, çакăншăн хӗрача хурланса йӗнӗ. Виталий Петрович вӗрентме пуçласан çак хӗрача спортра хăй вырăнне тупать, вăл йывăр атлетикăпа кăсăкланма пуçлать. Каярахпа хӗрача спорт мастерӗ те пулса тăнă, мӗншӗн тесен Виталий Петрович ачана çапса хуçман, ерипен спортпа туслаштарнă, ăна юратма вӗрентнӗ.
Ун пек пултăклă çынсем çӗр çинче сайра
Çакăн пек çынна, паллах , Чăваш наци конгресӗнче те пӗлнӗ, ăна спорт енӗпе ӗçлеме чӗннӗ. 1995 çулта Н.И.Петровпа тӗл пулса чăваш наци кӗрешӗвне йӗркелесе янă. Пӗрремӗш ăмăрту Çӗнӗ Шупашкарта иртнӗ. Паллах, ку пурне те килӗшмен. Виталий Петрович тăрăшнипе регионсенче те чăваш наци кӗрешӗвне йӗркелесе яма пуçланă: Ульяновскра, Тутарстанра, Самарăра, Пушкăртстанра, Мускавра, Пермьре… Çав регионсенче иртекен Акатуйсенче те чăваш наци кӗрешӗвӗсене йӗркелесе ирттерме пуçланă.
Нумай вăй-хал тăкма тивнӗ В.П.Васильева çак пархатарлă ӗçсене ертсе пыма. Вăл тăрăшнипе çӗршывăн 16 регионӗнче чăваш наци кӗрешӗвне йӗркелесе янă, ăмăртусем ирттерме пуçланă. 300 ытла ăмăртăва хутшăнса судья тивӗçне пурнăçланă.
Виталий Васильев – пилӗке çыхса кӗрешекенсен тӗнче шайӗнчи судйи. Ăна 2013 çулта, Хусан хулинче иртнӗ пилӗке çыхса кӗрешекенсен тӗнче шайӗнчи ăмăртăвӗнче судья пулса ӗçлеме те тӳр килнӗ.
Виталий Петровичăн лайăх енӗсем питӗ нумай, вăл тӗрлӗ вырăнта ӗçлекен, пурăнакан çынсемпе калаçма пӗлет, пӗр чӗлхе тупать. Анлă тавракурăмлă, çивӗч ăс-тăнлă пулнăран пур ӗçе те пӗлсе, тӗплӗ пурнăçлать, ăна ачасем те питӗ юратаççӗ. Вăтăр çула яхăн чăвашлăха, наци кӗрешӗвне аталантарас тесе ӗçлет тата ертсе пырать. Ун пек пултăклă çынсем çӗр çинче сайра. Кӗскен каласан – вăл салтак пекех паттăр та вăйлă çын.
1986 çулта Виталий Çӗрпӳ хӗрӗпе Любăпа паллашать. Вӗсем пӗр-пӗрне килӗштерни малтанхи кунранах палăрать, иккӗшӗ те яланах пӗрле пулма тăрăшнă. Нумай та вăхăт иртмен – хӗрпе каччă туй туса пӗрлешнӗ, икӗ хитре хӗр çуратса ӳстернӗ. Хӗрӗсем Таньăпа Ира та çемьеллӗ ӗнтӗ халь, вӗсен те ачисем пур. Виталийпе Люба кукаçейпе кукамай, вӗсен тăватă мăнук: пӗр ывăлпа виçӗ хӗр.
Çак кунсенче Виталий Петрович 60 çул тултарчӗ. Хаклă çыннăмăра тăван халăхшăн малашне те тăрăшса ӗçлеме, пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр. Эпир унпа мухтанатпăр, вăл пирӗншӗн ылтăнран та хаклă çын, юлташ.
Виталий МЕРДЕЕВ,
Чăваш халăх ăс-хакăлӗн тава тивӗçлӗ ăсти.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев