Тольяттири уяв
Апрелӗн 28-мӗшӗнче Самара облаçӗнчи Тольятти хулинчи Туслăх Çуртӗнче кăмăллă уяв иртрӗ — кунта пурăнакан чăвашсем Чăваш чӗлхи кунне паллă турӗç.
Уява вырăнти Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Александр Бикмурзин уçрӗ. Вăл пухăннисене праçник ячӗпе саламларӗ, Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн И. Я. Яковлевăн пархатарлă пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗ.
Тольятти хулинче те мăнаçланмалăх калем ăсти пурри пирки каларӗ А. Бикмурзин. Вăл Владимир Левуков — Самара облаçӗнчи пӗртен-пӗр чăваш çыравçи, поэт тата композитор. Владимир Леонтьевич вырăсларан чăвашла та нумай хайлав куçарнă. Уйрăмах А. С. Пушкина кăмăллать вăл. Александр Пайдулович А. Пушкинăн «Евгений Онегин» поэминчи Татьянăн Онегин патне çырнă çырăвне — ăна чăвашла В. Левуков куçарнă — вуласа пачӗ.
А. Бикмурзин Шупашкарта пурăнакан пултаруллă йăхташсем пирки те манмарӗ — Анатолий Аринин поэт тата композитор çинчен, ăна нумай пулмасть РФ Президенчӗ В. В. Путин алă пуснă «Культурăпа искусствăри ӗçсемшӗн» медальпе чыслани пирки каласа пачӗ. Анатолий Арининăн Юрий Сементер чăвашла куçарнă «Шупашкарăм» сăввине итлеме кăмăллă пулчӗ куракансене. Палăртса хăвармалла: А. Аринин Шупашкар, Чăваш Ен çинчен сахал мар сăвă-юрă хайланă. Вӗсене хăй ертсе пыракан «Данс-рок-капелла» ансамбль, çавăн пекех «Çеçпӗл», «Розовые очки» ушкăнсем, Шупашкарти 20-мӗш шкул хорӗ тата ытти коллективсем шăрантараççӗ.
Анатолий Аринин чăвашăн паллă çыннисем çинчен те нумай сăвă çырнă. Вăл хăйӗн хайлавӗсемпе чăвашăн пултаруллă ывăл-хӗрне асра тытма пулăшать, эпир кăна мар, килес ăрусем те мăнаçланӗç вӗсемпе. Тольяттири чăвашсен ертӳçи Анатолий Николаевича ырми-канми ӗçӗшӗн тав турӗ.
Уявра хулари 182-мӗш ача садне çӳрекен шăпăрлансем чăваш ташши ташласа пачӗç. Вырсарни шкулӗнче вӗренекен чăваш ачисем И. Я. Яковлевăн «Сармантей» юмахӗ тăрăх инсценировка лартрӗç, режиссерӗ Владимир Левуков. Владимир Леонтьевич кӗнекесем те çӳллӗ шайра çырать, çавăн пекех сцена çинче те питӗ пултаруллă. Мăшăрӗпе Зинаида Владимировнăпа пӗрле «Çумăр çăвать» юрра çав тери хитре юрласа пачӗç, çамрăк артистка Аня Пятых ташларӗ. Александр Спирин, Нимӗç центрӗн пайташӗ, вырăсла тата нимӗçле юрăсем шăрантарчӗ.
Жигулевск хулинчен килнӗ «Асамат», Тольяттири «Шанчăкпа» «Телей» ансамбльсем халăх юррисене те, хальхисене те илемлӗн шăрантарнине итлеме кăмăллă пулчӗ. Хулари «Истоки» библиотека чăваш культурипе, историйӗпе, этнографийӗпе çыхăннă кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Унта ытларах Иван Яковлевăн пурнăçӗпе пултарулăхне çутатакан литературăпа, çавăн пекех Владимир Левуковăн, ытти авторсен кӗнекисемпе паллашма май пулчӗ. Библиотека заведующийӗ Ольга Альшевская И. Я. Яковлев пирки хăтлав хатӗрленӗ, унпа хăйех паллаштарчӗ. Любовь Суслова вара пурне те техӗмлӗ чейпе, килте пӗçернӗ тутлă кукăльпе сăйларӗ.
Уява пухăннисене Тольятти хулин администрацийӗн представителӗ Н. В. Бойченко, Самара облаçӗн Халăхсен Туслăх Çурчӗн патшалăх наци политикине пурнăçлакан уйрăмӗн ертӳçи В. В. Еремеев, Наципе культура пӗрлешӗвӗсен пӗрлехи канашӗн правленийӗн председателӗ П. В. Турков саламларӗç.
Александр БИКМУРЗИН.
Тольятти.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев