Тольяттире пурăнакан Владимир Левуков Крым чăвашӗсем патӗнче хăнара пулнă.
Тӗлӗнмелле – Крыма çитесси шăп та лăп пӗр талăк. Машинăра пӗрне-пӗри ылмаштарса икӗ çын руль умӗнче пулсан, паллах. Керчь кӗперӗ çывăхлатать инçе çула. Вунă çул каялла Украина витӗр кайнăччӗ те – ăçта пăхан унта ГАИ тăнипе кирлӗ-кирлӗ маршăн, ним сăлтавсăр пиртен штраф тесе укçа хырса юлчӗç. Хальхинче хамăрăн Раççейри Крыма кайрăмăр. Хамăр машинăпах тӗрлӗ хулана – Севастополе, Алуштăна, Ялтăна, Алупкăна, Коктебеле çитсе куртăмăр. Пире ниçта та никам та чармарӗ. Хамăра мухтас килет.
Тӗлӗнмелле – Крыма çитесси шăп та лăп пӗр талăк. Машинăра пӗрне-пӗри ылмаштарса икӗ çын руль умӗнче пулсан, паллах. Керчь кӗперӗ çывăхлатать инçе çула. Вунă çул каялла Украина витӗр кайнăччӗ те – ăçта пăхан унта ГАИ тăнипе кирлӗ-кирлӗ маршăн, ним сăлтавсăр пиртен штраф тесе укçа хырса юлчӗç. Хальхинче хамăрăн Раççейри Крыма кайрăмăр. Хамăр машинăпах тӗрлӗ хулана –
Севастополе, Алуштăна, Ялтăна, Алупкăна, Коктебеле çитсе куртăмăр. Пире ниçта та никам та чармарӗ. Хамăра мухтас килет – хам та чипер çӳренӗ, пирӗнпе икӗ ачипе пынă Зинаидăн аппăшӗн хӗрӗ Людмила та. Пӗрмаях пысăк хăвăртлăхпа çӳрерӗмӗр пулсан та – пӗр штраф та килмерӗ.
Малтан Судакра тăвансем патӗнче чарăнтăмăр. Хуларан 4 çухрăмри «Меганом» ятлă питӗ лайăх пляжра кантăмăр. Шывӗ таса, тӗпӗ витӗр курăнать. Унта канакансем те сахалтарах, машинăна лартса хăвармалли те, ӗçсе-çимелли кафе-столовăйсем те çывăхрах.
Çапла 5 кун хӗвелпе хӗртӗнтӗмӗр те – пуçăма пӗр шухăш пырса кӗчӗ: интернет урлă эпӗ темиçе çул Крымри чăвашсемпе туслă. Кунта килнӗ чух вӗсемпе çыхăнса пăхам-ха терӗм. Пӗр тăхтамасăр Севастопольти чăвашсен ушкăнӗн ертӳçипе Любовь Егоровна Тавлуйпа калаçса илтӗм. Вăл пӗр тăхтамасăр: «Килӗр пирӗн пата хăнана!» – терӗ. Эпир калаçса татăлнă кун Судакран Севастополе персе те çитрӗмӗр.
Паллашу
Пире Герой-хулари чăвашсем пысăк ушкăнпа, пурте чăваш тумӗллӗскерсем, çăкăр-тăварпа тем пысăкăш сӗтел тулли апат-çимӗçпе тараватлăн кӗтсе илчӗç. Эпир пӗри те вӗсене курман, вӗсем те пире палламаççӗ, анчах чăваш йăли-йӗркине, тӗп чăвашсенчен епле инçетре пурăнсан та, çирӗп тытса пыраççӗ.
Тӗлпулу пӗр-пӗринпе паллашнинчен пуçланчӗ. Любовь Егоровна кунти хастар чăвашсем çинчен каласа пачӗ, нумайăшӗ кунтисенчен «Туслăх» ансамблӗн юрăçисем пулчӗç. Хальхи вăхăтра Севастопольти чăвашсен ушкăнӗ Крымра пӗртен-пӗрре шутланать-мӗн. Çак чăваш обществи 2004 çулта йӗркеленсе регистраци тунă. Ушкăнăн пӗрремӗш председателӗ Валерий Георгиевич Семенов пулнă. Вăл Севастопольти ядернăй энерги тата промышленность университетӗнче вӗрентекен преподаватель, чăвашлăхшăн чунтан тăрăшнипе çак пӗрлешӗве уçма пултарнă.
Çав çулсенчех «Туслăх» ансамбль йӗркеленнӗ. Асра пурин те чи малтан пухăнса юрлакансем: Ираида Бугорская, Марина Громенко, Клавдия Полякова, Елена Ракша, Лилия Бунчук. Пӗрле пухăнса репетици туни, пӗр-пӗринпе чăвашла калаçни çывăхлатнă вӗсене, туслăха çирӗплетнӗ. Çавăн пиркиех ансамбль ятне те «Туслăх» панă.
Отпускран экспонатсăр таврăнмаççӗ
Ансамбльти юрăçсем, ушкăнри ытти чăвашсем хăйсен отпускӗсене тăван енре ирттереççӗ. Унта та вӗсем чăваш обществипе пӗр шухăшлă – чăвашла кӗнекесем, тӗрленӗ сӗлкӗсем, алшăллисем, сӗтел çиттисем тата музей валли ӗлӗк-авалхи ӗçре, çуртра усă курнă япаласем-экспонатсем пухма тăрăшаççӗ. Пухăннă экспонатсене чăвашла (вырăсла та) аннотаци çырнă. Ку енӗпе Самар облаçӗнче çуралнă Фрида Георгиевна Петрова пысăк пулăшу кӳнӗ. Вăл эпир Самар облаçӗнчен пулнине пӗлсен хăйӗн çулне пăхмасăр (85-ре) ятарласах тӗпулăва пынă, сăмах каланă чухне мана хăй пӗçернӗ тутлă кукăльне парнелерӗ.
Симферопольте Крымри этнографи музейӗ ӗçлет. Севастополь чăвашӗсем унти семинарсенче яланах пулаççӗ, ятарласа чăвашсене уйăрса панă кӗтесе экспонатсемпе пуянлатаççӗ.
Эпӗ илемлӗ тухйи-хушпăвӗсене, масмакӗсене, тӗрленӗ кӗписене курсан вӗсене ăçтан туянни пирки ыйтмасăр чăтаймарăм. Хуравӗ тӗлӗнтерчӗ: пӗтӗмпех хăйсем çӗленӗ иккен. Ахальтен мар 2007 çулта Севастопольти Наципе культура обществисен ассоциацийӗ ирттернӗ «Наци костюмӗсем» фестивальте вӗсем 1-мӗш вырăна тивӗçнӗ. Маттурсем!
Кун пеккине чăвашсем кăна ирттерееççӗ
2007 çулта Чăваш обществине ертсе пыма Анна Александровна Тимофеевăна суйланă. Вăл Шупашкарта аслă пӗлӳ илнӗскер, Севастопольти ядернăй энерги тата промышленность университетӗнче хими преподавателӗнче ӗçлет. Анна Александровна питӗ кăмăллă та пултаруллă хӗрарăм-ертӳçӗ. Унăн тӳпи питӗ пысăк общество ӗçӗнче. Вăл ертсе пынипе питӗ чаплă мероприяти ирттернӗ. «Паллашăр – чăвашсем!» ятпа историпе этнографи тата литературăпа музыка каçӗ хатӗрленӗ. Чăваш обществинчи пур çын та çак мероприятие хутшăннă. Севастопольти Наципе культура обществисен ассоциацийӗн представителӗсем умӗнче икӗ сехет хушшинче пӗрисем чăваш халăх пурнăçне, историне уçса панă, теприсем – чăваш литератури, юрри-кӗвви, пин-пин тӗрӗ çинчен, чăвашсен йăли-йӗрки, алă ӗçӗсем çинчен каласа панă, кăтартнă ытти халăх çыннисене. Сӗтел çинче – чăваш апачӗ, стенд çинчи сăнӳкерчӗксенче – ирттернӗ мероприятисем сăнарланнă. Каласа панă тăрăх, кун пек мероприяти чăвашсемсӗр пуçне хулара нихăш халăх та ирттереймен-ха халиччен.
«Нарспи» спектакль лартнă
2009 çулта обществăна ертсе пыма Любовь Егоровна Тавлуя суйланă. Вăл пуçарнипе нумай мероприяти ирттернӗ. Чи малтан хавхаланса общество тахçанах ӗмӗтленнӗ ӗçе хускатса янă – Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине сцена çинче лартма шут тытнă. Сăмахпа калама кăна çăмăл, сцена çинче кăтартма мӗн чухлӗ вăй-хăват кирлӗ, пӗр çыннăн кăна мар, икӗ-виçӗ теçетке çын унта пулмалла – вылямалла, юрламалла, ташламалла... Репетици хыççăн репетици, хӗр çураçни, чăваш туйне ирттернӗ эпизодсем, сцена çинчи декорацие хатӗрлемелле... Тата мӗн тумаллине шутласан – пуç çаврăнать. Анчах Севастополь чăвашӗсем лартнах «Нарспи» спектакле!!! Пуç таяс килет вӗсен умӗнче.
Малтан вӗсем Севастопольти Наципе культура центрӗнче спектакль кăтартнă, унтан – Крымри этнографи музейӗнче (Симферопольте). Кун пек интереслӗ историллӗ спектакль музейре пӗрре те пулман иккен, куракансем Севастопольти чăваш артисчӗсен ӗçне пысăк хак панă. Халь те хулари Туслăх Çуртӗнчи ачасен библиотекинче вӗсем «Нарспири» хăш-пӗр эпизодсене кăтартаççӗ.
Севастопольти чăваш ансамблӗ пӗр вырăнта тăмасть. Çӗнӗ юрăсем тăтăшах вӗренеççӗ. Илемлӗх ертӳçи Марина Громенко пӗрмаях шыравра, халăх юррисене те, хальхисене те килӗштерсе юрлаççӗ. Шел, вӗсен аккомпаниаторӗ çук. Нумай çул хушши вӗсемпе Мордовире çуралса ӳснӗ вырăс çынни Борис Колдин купăсçă ӗçленӗ. Хальхинче çукчӗ вăл, купăсӗ футлярта. Туртса кăлартăмăр та – яра патăмăр Зинăпа хамăрăн юрăсене, кайран Крым чăвашӗсем пире хăйсен юррисене парнелерӗç.
Чăвашсем çинчен кино та ӳкернӗ
Любовь Тавлуй тата ансамбль ертӳçи Марина Громенко тулли кăмăлпа чăваш пӗрлешӗвӗ, «Туслăх» ансамбль хулари, Крымри пур мероприятие хутшăннине каласа кăтартрӗç. Кашни çул çӗртме уйăхӗнче Севастопольте Историллӗ бульвар праçникне, «Юрлатăп саншăн, манăн Севастополь» ятлă фестиваль-праçнике, Çăварние, «Выля, хуткупăс!» фестивале, Кивӗ Çӗнӗ çула та вӗсем ассоциацири 20 наци ушкăнӗ пӗрле хутшăнаççӗ.
Тата калама çук пысăк хыпарпа тӗлӗнтерчӗç пире хуçасем. 2010 çулта Крымри этнографи музейӗн проекчӗпе «Созвездие» ятлă телефильм хатӗрленӗ. Крымра пурăнакан кашни халăхăн наци апатне, алă ӗçне, юрри-ташшине, йăла-йӗркине 25 минут хушши кăтартмалăх ӳкерсе илнӗ вӗсем. «Чуваши» фильма Севастопольте хатӗрленӗ. Çак фильм пулмасса та пултарнă, мӗншӗн тесен чăвашсен хăйсен ятарласах пухăнмалли çурт та, хваттер те пулман. Ăçта, мӗнле кăтартмалла чăвашсен пурнăçне? Кунта та алă усса ларман хастар чăвашсем, тупнă мелне! Хăйсем час-часах пулакан ача-пăча библиотекипе калаçса татăлнă та, кӗске самантрах вулавăшра чăваш хресчен çуртне майлаштарнă – алшăллисем, чăвашла тӗрӗсемпе чӳрече каррисем, сӗтел çитти, урайӗнче, сак çинче тӗртнӗ кавирсем, ӗçлемелли япаласем (хултăрчă, кӗнчеле, атăçă хатӗрӗсем...). Кунта вӗсем хӗр çураçнине, чăвашла туй, улах ларнине тата çамрăк качча салтака ăсатнине кăтартса панă. Улахра арçын атă сапласа, пăта шаккаса ларнă мăлатукпа, хӗрсем пӗри хултăрчăпа, тепри кӗнчелепе ӗçленӗ, ыттисем тӗрӗ тӗрленӗ, чăлха-алсиш çыхнă. Пурте чăвашла юрă юрланă. Чăваш ташшине урамра библиотека умӗнчи вырăнта тӗрлӗ тӗслӗ кӗпесемпе, тӗрлӗ тумпа кăтартнă.
Чăваш апатне хатӗрленине мӗнле тата ăçта кăтартмалла-ха? Телейлӗ Севастополь чăвашӗсем! Обществăри хастар чăваш хӗрарăмӗ Лидия Григорьевна Быкова вӗсене тулли кăмăлпах пулăшнă. Хăйӗн пысăк кухньăллă хваттерне усă курма панă. Хăй те, упăшки те, мăнукӗ те май килнӗ таран пулăшнă. Хуплу, шӳрпе, тӗрлӗ кукăльсем, шел, кăмакаран мар, духовкăран пăсланса тухнă. Тата Анна Александровна Тимофеева мӗнрен тата мӗнле шăрттан пӗçернине тӗплӗн каласа панă. Телеоператор умӗнчех така пыршине çуса тасатса, тăварпа сапса, ăшне мӗн тултарнине кăтартнă. Нумай хут кăмакара шăратса пӗçернӗ шăрттанпа пирӗн авалхи йăх-несӗлсем инçетри çулта, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче салтаксем те усă курнине каласа панă. Çак фильм Севастопольте нумайăшӗн килӗнче пур, хăйсен визитлă карточки пек туса вӗсем ăна Чăваш наци конгресне те ярса панă.
«Сувара» çырăнма шантарчӗç
Кӗскен кăна тата ытти мероприяти, тӗлпулу çинчен те каласа пачӗç вӗсем пире. Эпир хамăр çинчен каласа панине те пурте тимлӗ итлерӗç. Севастопольти хастар чăвашсене хамăн юратнă «Тăван Атăл» журналпа, «Сувар» хаçатпа паллаштартăм, вулама парса хăвартăм. Хусанта тухса тăракан хаçата çырăнма сăмах пачӗç.
Крымри хастар чăвашсемпе халӗ туслă çыхăну тытатпăр, малашне те тӗл пуласса шанатпăр.
Владимир ЛЕВУКОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев