Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Торт туса сутас текенсем валли мастер-класс ирттереççӗ

Тутарстанра хăйсене хăйсем ӗçпе тивӗçтерекенсем валли кондитер ăсталăхӗпе мастер-класс иртет

Ăна Раççейри кулинари чемпионачӗн призерӗ Юлия Иванова ирттерӗ. Мастер-клас ноябрӗн 26-мӗшӗнче 11:00 сехетре Хусанти Петербургская урамӗнчи 28-мӗш çуртра иртӗ. Мӗне вӗрентӗç-ха самозанятыйсене?

  • Шоколадпа ӗçлесси тата зефирлă эскимо, кейк-попс, вена вафлийӗ тăвасси.
  • Уявсенчи тупăш, пӗçернин хакне лартасси тата тăкаксене оптимизацилесси.
  • Заказсене шыраса продукцин сутлăхне ӳстерес меслетсем.
  • Кулинари ӗçӗнчи социаллă сетьсемпе «сарафан» радиовӗн витӗмӗ.
  • Харпăр бренд тата блогерсемпе ӗçлесси.

Тутарстанри самозянятыйсене тӳлевсӗр хутшăнтараççӗ. Унта хутшăнма МСП.РФ платформăра регистрациленмелле. Мӗн пур ыйтупа 8 (843) 524-90-90 номерпе шăнкăравламалла.

Çак мероприятие «Малое и среднее предпринимательство и поддержка индивидуальной предпринимательской инициативы» нацпроект тăрăх «Мой бизнес» центрăн тата Тутарстан Республикин Экономика министерствин тăревӗпе ирттереççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев